Правилăсене çирĕп пăхăнмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:49 Просмотров: 12

Ĕç сыхлавĕн правилисемпе килĕшÿллĕн, ансăр тата хупă хутлăхсенче ĕçсем ирттернĕ чух питĕ асăрхануллă пулмалла. Мĕншĕн тесен кунашкал вырăнсенче инкексем тухни те пулать. Вĕсен сăлтавĕсене вăхăтра сирмелле.

Çак ушкăна кĕрекен ĕçсем - работниксем пĕрмаях пулма юраман, пĕчĕк те хупă объектсенче иртекеннисем. Ку объектăн виçи ĕçе пурнăçлакан пĕр е темиçе çын вырнаçма çителĕклĕ пулмалла, анчах вĕсенче кĕмелли-тухмалли вырăнсенче хăвăрт иртме çук, сывлăш çаврăнăшĕн параметрĕсем те сывлав валли çителĕксĕр.

Кăçалхи августра, акă, республикăри пĕр организацире канализаци çăлĕнче тăрăшнă чух наркăмăшланса пĕр çын вилнĕ, иккĕшĕн сывлăхĕсем - йывăр, виççĕшĕн çăмăл сиенленнĕ. Сысна çурисене самăртакан цех пуçлăхĕ навус кăлармалли системăн канализаци çăлĕнчи пăрăха тасатма икĕ слесаре явăçтарнă пулнă. Вĕсем çăлти газ шайне виçмесĕрех, сывлав органĕсене хÿтĕлекен хатĕрсемпе усă курмасăрах ĕçе пуçăннă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Атăлçи регионсем хушшинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика