Черетсĕр, вăхăта çухатмасăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:49 Просмотров: 14

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри 118 пин ытла çын тухтăр патне «Макс» мессенджерăн чат-бочĕ урлă çырăннă. Тепĕр 40 пин ытла çын вара больница хутне те поликлиникăна тепĕр хут каймасăр хуптарнă. Çапла майпа çĕнĕ сервис çынсен пурнăçне çăмăллатать: черетре ларассинчен хăтарать тата вăхăта перекетлеме май парать.

Каламалла, Чăваш енре цифрăллă сывлăх сыхлавĕн моделĕ тухăçлă йĕркеленет. Çакă республика правительствишĕн малашлăхлă тĕп тĕллевсен шутĕнче. Пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ-лĕхсем хушшинче - телемедицина консультацийĕсем те. Енчен те врач малтанах йышăнăва чат-бот урлă çирĕплетнĕ-тĕк, малашнехи ĕçсем те пĕтĕмпех ?больничнăй хута хупасси те% онлайн майĕпе пурнăçланаççĕ. Ку мел поликлиника çине тивекен тиеве самаях чакарать.

- Медицина тивĕçтерĕвĕсен тĕп сервисĕсене цифрăна куçарни лайăх улшăнусем пулнине кăтартрĕ. Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ хăвăртрах, уççăнрах ĕçлеме пуçларĕ. Çакă пĕтĕмпех çынсем валли. Цифра тивĕçтерĕвĕсемпе пациентсем хастар усă кураççĕ, çавăнпа та ку направление малаллах тăсăпăр, - палăртать Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ун хушăвĕпе проект тепĕр тапхăра куçать. «Макс»-па усă куракансем участокри терапевтсем патне çеç мар, уйрăм специалистсем патне те çырăнма пултарĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика