Кăçалхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш ял хуçалăх институчĕ, халĕ академи, 95 çул тултарать
Вăл хатĕрленĕ специалистсем
хамăр республикăра кăна мар, пĕтĕм çĕршывĕпех саланнă. Пирĕн округра та нумай çак институт вĕрентсе кăларнă тата хăйсен хастар ĕçĕпе тава тивĕçнĕ кадрсем. Çавăнпа та каялла çаврăнса пăхса хамăр юратнă тăван институтăн историне кăштах та пулин аса илни вырăнлă тесе шутлатăп.
Чăваш АССР-ĕн вăл вăхăтри партипе совет органĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухса, 1931 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнчи Постановленийĕпе РСФСР Халăх Комиссариачĕн Совечĕ ?СНК% 1931 çулхи кĕркуннерен республикăра ял хуçалăх институтне уçма йышăннă. Унта икĕ факультет пулмалла: сĕт-çу туса илессипе тата выльăх апачĕ хатĕрлессипе. Вĕсенче 50-шар çын вĕренмелле.
Занятисем октябрĕн 1-мĕшĕнченех пуçланнă пулсан та, института савăнăçлăн уçасси 1931 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ.
Пĕрремĕш курса 106 çынна йышăннă. Студентсенчен 50: - 27 çултан иртнисем, 86: - ĕç стажĕсемпе: колхоз председателĕсем, уй-хир бригадирĕсем, рабфаксенче вĕренекенсем.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий КРАСНОВ,
агроном,
1969-1974 çулсенчи ЧСХИ студенчĕ
Октябрь 2026 |
