Çакна виçĕмкун Чăваш ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн ларăвĕнче палăртрĕç.
Аса илтерме, октябрĕн 26-мĕшĕччен «Чувашия онлайн» сайтра çитес çулхи тематикăна палăртассипе сасăлав пычĕ. Çынсене пилĕк темăран - Наука тата технологи, Цифра пуласлăхĕ, Çемье йăлисен тата наставничество, Амăшлăхĕн тата ача сывлăхĕ, Тараватлăх тата туризм - суйлама тиврĕ. Çавăн пекех округсенчи Обществăлла палатăсем 2027 çула ял аталанăвне халаллама сĕнчĕç. Вăрнар округĕн общественникĕсем те ытларах çак еннелле сулăнчĕç - «Ял çулталăкĕ, йăласем, çынсем, пуласлăх» темăна сĕнчĕç. Сасăлавра вара Наукăпа технологи çулталăкĕшĕн чи нумай çын сасăланă – 48,1 проценчĕ.
Олег Николаев наука - аталану никĕсĕ пулнине, мĕнпур сферăра инновацилле технологисене çул памаллине палăртрĕ. «Пирĕн промышленность никĕсĕ хăватлă, инженери потенциалĕ вăйлă, çитес çул ученăйсемпе аслă шкулсене, экономика секторне пĕр чăмăра пĕтĕçтерĕ, паха шухăшсене çул парĕ»,- терĕ республика Пуçлăхĕ.
Ларура çавăн пекех ыркăмăллăх юхăмне аталантарассине, коммерцилле мар организацисен ĕç-хĕлне те сÿтсе яврĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
