Вăрнар округĕнче ятарлă çар операцине пулăшас ĕç самантлăха та чакмасть. Кашниех тенĕ пек Çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.
«ZOV Вурнары» волонтер ушкăнне пĕрлешнĕ волонтерсем те хастарлăхпа палăраççĕ. Сергей Марков, акă, - автомастер. Вăл салтаксем валли автомашинăсем юсаса уй-хир условийĕсем валли хатĕрлес ĕçе нумай тÿпе хывнă.
Хапăсри Оксана Жебелевская та ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпах пулăшу ĕçне хăйĕн чунне хывать. Вĕсем çемйипе, ял çыннисемпе пĕрле фронта чылай пулăшу янă. Вăл шутра - хăйсем тăрăшнипе тата Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ пулăшнипе автомашинăсем те ăсатнă. Оксана Владимировнан ывăлĕ - çар çынни, вăл пĕрремĕш кунсенченех неонацистсемпе çапăçать.
Пулăшăвăн калăпăшне кура иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Обществăлла палата членĕ Станислав Афанасьев Сергей Марковпа Оксана Жебелевскаяна «Ятарлă çар операцине пулăшнăшăн» медальпе чысларĕ, ырă ĕçшĕн тав турĕ.
Çавăн пекех Станислав Николаевич активлă гражданла позицишĕн Ярмушкари Виктор Анисимова Чăваш ен Обществăлла палатăн Тав хутне пачĕ.
Чыслав Обществăлла палатăн черетлĕ ларăвĕнче иртрĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
