Çурхи шыв ыйтăвĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:48 Просмотров: 12

Çапла пăшăрханаççĕ Пăртасри Советски урамĕнчи 52, 50, 48, 43, 45-мĕш çуртсенче пурăнакансем. Вĕсен çурхи хĕвеллĕ кунсем çитнĕшĕн хĕпĕртес вырăнне пÿрт сакайĕсем çурхи шывпа тулнăран кулянма тивет.

Кăçал та çуртсен сакайĕсем каллех шывпа тулчĕç, вĕсем паянхи кун та нÿрĕ, çавна май никĕс çумĕнчи пĕренесем кăмпăсланчĕç, шыва кайнă çуртсенче пурăнакансем кăларнă çĕрулмине те çаплах сакайне антарма пултараймаççĕ. Çавăнпа пĕрлех çăлти шыв та тасамарланчĕ, ăна вĕретмесĕр ĕçме çук.

Сăлтавĕ - Лесная урамри çурхи шыв Сурнарка юханшывне пырса кĕрекен çутçанталăк çырмипе мар, урам тăрăх юхнинче. Çак ыйтăва Советски урамĕнче пурăнакансем ял администраципе Пăртас территори пайĕ умĕнче темиçе хутчен те çĕклерĕç, анчах та халăх ыйтăвне татса параймарĕç-ха.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Пăртасри Советски урамĕнчи 52, 50, 48, 43-мĕш çуртсенче пурăнакансем Г.Иванов, Г.Ильина, А.Скворцова, Л.Матвеева тата

45-мĕш çурта пăхса тăракан С.Иванов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика