«Ывăлăм, пĕтĕпех йĕркеллĕ пулать»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.10.2026, 15:57 Просмотров: 13

«Ывăлăм, пĕтĕпех йĕркеллĕ пулать»

Контракт çырнине пĕлсен амăшĕ Дмитрий Шляпкина çапла каласа хавхалантарнă

Хапăс салин каччи Дмитрий Шляпкин Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 2023 çулта хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Паян Кăнтăр çар округне кĕрекен Суворов орденĕллĕ гварди мотострелоксен 11-мĕш уйрăм бригадин 110-мĕш штурм бригадин командирĕ. Юлташĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухнăшăн тата ертсе пырас ĕçри ăсталăхшăн «Хăюлăхшăн» тата Суворов медалĕсене тивĕçнĕ.

Çар ĕçĕ ют мар

Пĕрремĕш хут Дмитрий Шляпкин Раççей Оборона министерствипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине ÿхалĕ - аграри университечĕ% вĕренсе пĕтерсен контракт çырнă. Вăл аслă шкулта автомобильсене юсакан тата пăхса тăракан инженер специальноçне алла илнĕ. «Çар ретне эпĕ тăмасан та пултарнă, анчах та пурнăç шкулĕ мана кирлех тесе шухăшларăм. Пĕрре мар, тÿрех икĕ çуллăх контракт çыртăм. Псковри Сывлăш-десант çарĕсен дивизийĕнче хĕсметре пултăм. Унсăр пуçне виçĕ уйăх Сири Араб Республикинче ятарлă хушусене пурнăçларăм, медицина батальонне сыхлас тата илсе çÿрес енĕпе тăрăшрăм», - пĕлтерчĕ Дмитрий.

Ятарлă çар операцийĕнче Дмитрий Шляпкина Омон ятпа пĕлеççĕ. Ăна ахальтен суйласа илмен хастар чĕреллĕ каччă. Хăй вăхăтĕнче вăл пĕр тапхăр Мускавра ОМОН тытăмĕнче службăра тăнă.

«Анне çар учечĕн инспекторĕнче ĕçленĕрен контракта урăх уйрăмра çырма тиврĕ. Анчах та вăл пĕлсен манăн шухăша сивлесе нимĕн те каламарĕ, хавхалантарчĕ кăна, «Ывăлăм, эсĕ - харсăр чĕреллĕ çын, сан пеккисем шывра та путмаççĕ, вутра та çунмаççĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать», - терĕ. Çĕр çинчи чи çывăх та юратнă çыннăн сăмахĕсем пушшех те çунат хушрĕç, хам тĕрĕс утăм тунине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Тен, çавăнпа та пулĕ тăватă хутчен аманса сипленнĕ хыççăн та çар службине таврăнма çул уçăлса пычĕ», - терĕ каччă.

Фронтри çулне Омон мотострелоксен 72-мĕш бригади йышĕнче пуçланă. Ун чухне вăл Донецк Халăх Республикинчи Клещеевка ялне штурмланă çĕре хутшăннă. «Артиллери персе тăнине пăхмасăр неонацистсен пунктне ярса илме пултартăмăр. Çарти юлташсем гранатăсемпе усă курса тăшмана улталама, хыççăн тĕп тума май килтерчĕç», - каласа кăтартрĕ вăл.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика