Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнчи тĕлпулура

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2021, 11:40 Просмотров: 370

Влаç органĕсем ял халăхĕпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явасси, иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, малашлăх тĕллевĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче пурăнакан хастар çынсем Туçи Çармăсри клуба пухăнчĕç. Вĕсем хушшинче ватăсем те, çамрăксем те пурри савăнтарчĕ. Икĕ ăрăва та ял тăрăхĕн аталанăвĕ, пуласлăхĕ кăсăклантарать. Тăван ен шăпишĕн яваплăха туякансем ыр сăмахсене тивĕç.

Пĕрлĕхре – вăй

Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков халăх умне докладпа тухса калаçрĕ. Вăл   пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкернĕ май кăçал тата 2022–2023 çулсенче пурнăçламалли планпа паллаштарчĕ. Бюджета иртнĕ çул 9079, 56 пин тенкĕлĕх тупăш кĕнĕ, çав шутра налук тата налук мар тупăшсем – 1171,32 пин тенкĕ (планăн 96,2 проценчĕ). Çĕре арендăна панăшăн пĕлтĕр поселени бюджетне 109,2 пин тенкĕ кĕнĕ. Уйрăм çынсем пурлăхшăн налук тÿлени 94,1 пин тенкĕпе танлашнă. Ку вăл планăн 101 проценчĕ. Анчах хăшпĕр çынсен парăм пур. Налук укçине 328,6 пин тенкĕ тÿлесе татман.

Бюджета тавăрми хывнă укçа 7908, 23 пин тенкĕпе танлашнă. Ку планăн 102,8 проценчĕ, пĕтĕмĕшле тупăш кĕнин – 87 проценчĕ. Бюджет укçи-тенкине пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама янă.

Кĕçĕн Кипек поселенийĕн администрацийĕ Раççей, республика шайĕнчи программăсене, проектсене пурнăçлама хутшăнать. Ялсен сăн-сăпачĕ илемленни куç умĕнчех. Яллă тăрăхсенче пурăнакансем те яваплăха туяççĕ. Вĕсем пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама хăйсен нухратне те хываççĕ.

Пуçаруллă бюджет енĕпе тăваттăмĕш проект конкурс витĕр ăнăçлă тухнă. Çавна май   кăçал Туçи Çармăсри сăваплă вырăнта масар пÿртне тума тата тавралла карта тытма палăртнă. Смета хакĕ – 1 437,788 тенкĕ.

Ача-пăча сасси пÿрт тултарать-и?

Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн территорийĕнче 1260 çын пурăнать. Демографи лару-тăрăвĕ çивĕч. Пĕлтĕр çут тĕнчене ултă пепке анчах килнĕ. Шел пулин те, 31 çын вилнĕ. Пурнăçран уйрăлнисенчен 12-шĕ – арçынсем, вăтам çулĕ – 55,7 çул; 19-шĕ – хĕрарăмсем. Вĕсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 75,6 çул пулнă.

2020 çулта яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç 8 çемье чăмăртанă. Анчах та икĕ тĕслĕхре мăшăрсем уйрăлнă.

Ял çыннисен малашлăх çутă пуласса шанмаллах. Пăваялĕнче тата Туçи Çармăсра модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçма палăртнă. Мулакасси Мăратра вара çула юсамалла тата ытти ĕçе пурнăçламалла. Ял сăнĕ лайăх енне улшăнса пыни çамрăксене те çуралнă тăрăхра тĕпленсе юлма илĕртĕ.

Çĕрĕн – çĕр ыйту

Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн территорийĕн лаптăкĕ 5686 гектар, пушă выртакан çĕр çук. Калас пулать, ку енчи çĕр лаптăкĕсемпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Алексей Игнатьев, Игорь Сергеев, Валентин Павлов, Николай Данилов фермерсем усă кураççĕ. Çуркунне çывхарать. Кив-шуртансене юлашки çулсенче кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем чакса пыни пăшăрхантарать.

– Пирĕн ял район центрĕнчен çирĕм километр аяккарах вырнаçнă. Ĕçе çÿреме кăткăс. Çавăнпа та ялта пурăнакансем ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Килсерен ĕне выльăх 3–4 пуç тытаççĕ. Анчах та çĕр лаптăкĕсене арендăна панăран кĕтÿ вырăнĕсем юлмасан та пултараççĕ! – хĕрÿллĕн калаçрĕ Кив Шуртанри çамрăк хĕрарăм.

Ял халăхĕ ĕçчен, тăрăшуллă пулни, паллах, аван. Йышлă ĕне усракансене кăçал та курăмлă пулăшу кĕтĕ, вĕсене субсиди парса хавхалантарĕç. /ркенменнисем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн, ĕнесене тата ытларах тытасшăн. Вĕсем темиçе çул каялла хăйсен енчи 101 гектар çĕре урăх ял тăрăхĕнчи хуçалăха арендăна панипе питех те кăмăлсăр.

Çĕрĕн çĕр ыйту, тесе ахальтен каламан. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков, тĕп специалисчĕ Надежда Никишова лару-тăрăва уçăмлатма тăрăшрĕç. Çутçанталăк сыхлавĕнчи çĕрсене кăна арендăна пама юрамасть иккен, ыттисем тĕлĕшпе саккунра чару çук. Влаçрисем тата ытти çивĕч ыйтăва хуравларĕç.

Вячеслав Горбунов районăн социаллă-экономика аталанăвĕн пурнăçĕпе те паллаштарчĕ.

Вак касмалла, ултавçăран асăрханмалла

Залра пухăннисем умĕнче тухса калаçакансем ял халăхне тата сĕнÿсем пачĕç: тĕтĕм çулĕсене хĕллехи вăхăтра тĕрĕслесех тăмалла, пурлăха, пурнăçа страхламалла тата ытти те.

Акă, 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов сăмах илнĕ май Вăрмар тăрăхĕнчи Урнар ялĕнчи пĕр çемьешĕн Çĕнĕ çул хăрушă инкекпе вĕçленнине палăртрĕ. Пушарта ултă çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсен шутĕнче – виçĕ ача. Вут-çулăм хытах алхаснă. Шел те, çывăхри пĕвере вак та касман пулнă. Пушара тăватă сехете яхăн сÿнтернĕ. Владимир Афиногентов хĕрлĕ автан аташнине асăрхасан васкасах 101 номерпе шăнкăравлама тăрăшмалла тесе çирĕплетрĕ. Капла пушарнăйсем хăвăртрах çула тухĕç.112 номерпе пĕрлехи диспетчер службине шăнкăравлани вăхăта тăсать иккен. Вут-çулăмпа кĕрешнĕ чух кашни минут хаклă. Хĕллехи вăхăтра вак касасси пирки яланах асра тытма каларĕ.

Пушарнăйсен ĕçĕ чи йывăррисен шутĕнче. Çынсен пурнăçне çăлаççĕ, пурлăха сыхласа хăвараççĕ. Пархатарлă тивĕçе ирĕклĕ пушар командисен ĕçченĕсем те хастар пурнăçлаççĕ. Вĕсене дружинниксем те, волонтерсем те теççĕ. Ыр туни çухалмасть. Чи маттуррисене   ВДПО-н Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Светлана Сергеева, Раççей МЧС-ĕн Чăваш енри тĕп Управленийĕн пушар сÿнтерессипе тимлекен организацийĕн пайĕн тĕп инженерĕ Сергей Кириллов чысларĕç. Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнчи хастар волонтерсем – Геннадий Гурьев, Владимир Данилов, Вячеслав Кудрявцев водительсем тата ирĕклĕ пушар командин ертÿçи Сергей Волков – тĕрлĕ шайри наградăсене илме тивĕçрĕç. Залра ларакансем ентешĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Паллах, вĕсем ырă ĕçшĕн хальхи вăхăтра шалу илмеççĕ, анчах та тивĕçе чыслăн пурнăçлани яр уççăн курăнать. Малашлăхра муниципаллă пушар сыхлавĕ уçасси, пархатарлă ĕçшĕн бюджетран тÿлесси пирки те сăмах пулчĕ-ха. «Анчах пурте яланах вырăнти влаçран килмест. Чылай ыйтăва федераци шайĕнче татса параççĕ», – çирĕплетрĕ райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев.

Инкек-синкек куçа курăнса килмест. Пуш кĕсьепе юласран мĕн тумалла? Ку пирки «Росгосстрах» организацин Вăрнар районĕнчи офисĕн ертÿçи Ирина Кошкина маларах шухăшлама, пурлăха, пурнăçа страхлама сĕнчĕ.

«Газпромгазораспределение Чебоксары» акционерлă обществăн Вăрнар поселокĕнчи филиалĕн тĕп инженерĕ Алексей Шоркин газ хуранĕсен, плитисен юсавлăхĕшĕн тăрăшмаллине асăрхаттарчĕ. Уйрăмах хĕлле тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслесе тăрассине пысăк тимлĕхе илмелле тесе çирĕплетрĕ. Алексей Шоркин Вăрнар поселокĕнче ултавçă-газовиксем çÿренине пĕлтерчĕ. Вĕсем суя документсем кăтартса хăйсен пулăшăвне сĕнеççĕ иккен. Йÿнĕ оборудование хаклă хакпа сутса кил хуçисене чике тăршшĕ лартаççĕ. Килĕшÿсем çине алă пустарма та пултараççĕ. Шел те, кайран тĕрĕслĕх шыраса суда кайма тивет.

Полицин участокри уполномоченнăйĕсен пайĕн пуçлăхĕ Сергей Иванов та асăрхануллă пулмалли пирки асилтерчĕ. Ултавçăсем йышланса кайрĕç. Ытларах чухне мушенниксем телефонпа шăнкăравлаççĕ те хăйсене банк ĕçченĕ тесе пĕлтереççĕ, банк карттин номерне ыйтаççĕ. Укçа-тенкĕ счет çинчен çухалсан кăна çынсем хăйсене улталанине ăнкарса илеççĕ.

Тĕлпулусем, пухусем ирттерни питĕ усăллă. Ял халăхĕ сĕнÿ-канаш илет, çивĕч ыйтусен хуравне те тупать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика