Вăрнар тăрăхĕнче илемлĕ вырăнсем сахал мар. Улăх-çаранĕ, ешĕл вăрманĕ, сиплĕ çăлкуçĕсем... – çутçанталăк ытамне чĕнекен пуянлăх хамăр çумрах.
Республикăра курса çÿрекен туристсемшĕн те кăсăклă пулмалла вĕсем. Е тата кăкăр туллин сывлама май паракан вăрмансен хÿттинче сывлăха çирĕплетес текенсемшĕн те. Куратпăр, кану вырăнĕсем йĕркелеме Вăрнар енче мĕн кирли пĕтĕмпех пур.
Шăпах çак ыйтăва тунтикун район администрацийĕнче пăхса тухнă. Ăна унччен те пĕрре мар çĕкленĕ-ха, тĕрлĕрен сĕнÿсем пулнă. Хальхинче районти санаторипе курорт ĕçĕ тата туризм аталанăвĕ пирки хăйĕн шухăшĕсене Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тухтăрсен пĕлĕвне ÿстермелли институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ Николай Сурков пĕлтернĕ. Вăл пирĕн тăрăхра сиплевпе кану çурчĕсене уçма юрăхлă лаптăксене тишкерни çинчен каланă.
Чи малтанах тĕрĕслевсем «Ласточка» пионерлагерь пулнă территорисенче иртнĕ. Кунти вырăнсем чăннипех куçа илĕртеççĕ: çулла тĕрлĕ сăрăсемпе капăрланакан Çавал çыранĕсем, çулталăкĕпех сип-симĕс лăсăллă йывăçсем...
Николай Сурков шухăшĕпе, территорие пуренлĕ хăтлăлатма, туристсемшĕн илĕртÿллĕрех тума пулать. Санаторипе курорт комплексĕ валли те меллĕ вырăн.
Анчах шухăшсене пурнăçа кĕртес тесен хатĕрленÿ ĕçне пахалăхлă ирттермелле. Çул-йĕр карттине йĕркелемелле, проект хатĕрлемелле. Муниципалитет проекта тивĕçлĕ хÿтĕлесен объекта федераллă укçа-тенкĕ явăçтарас шанăç пур. Ларура ку ĕçе пуçăнма сĕнÿ панă.
Ноябрь 2024 |