Чун хавалне çухатман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2022, 09:20 Просмотров: 453

Паян Упнерте пурăнакан хисеплĕ те ятлă-сумлă ватăн Анна Дмитриевна Родионован юбилей. Çутçанталăкăн чи илемлĕ вăхăтĕнче – çуркунне – кун çути курнă вăл. Ку ялтах нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пурнăçĕнче хура-шурне сахал мар астивнĕ ветеран.

Чуна ыраттаракан асаилĕвĕсем йывăр ачалăхĕпе çыхăннă. Ашшĕне – Дмитрий Васильевича – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах повестка тыттарнă. Амăшĕ – Ульяна Егоровна – килĕнче пилĕк пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. Ашшĕпе амăшĕ вăрçă тухиччен çĕнĕ çурт çĕклеме пуçланă, анчах туса пĕтерме вăй çитереймен.

Ирсĕр тăшмана пула пин-пин çыннăн çутă ĕмĕт-тĕллевĕ пăчланнă. Вăрçă ачисем вăл вăхăтра çитĕннисемпе тан уй-хирте, фермăра, килте вăй хунă. Анна Дмитриевна та пĕчĕкренех пилĕк-çурăмне хĕрÿ ĕçре авнă, амăшне кил-хуçалăхра пулăшнă, кĕçĕн шăллĕсене пăхса-асăрхаса тăнă. Каçхине вара ялти ватăсемпе пĕрле колхоз лашисене çитерме çÿренĕ. Чăннипех питĕ йывăр килнĕ: çимелли-тăхăнмалли пулман, мĕн пуррине фронта ăсатнă. Апла пулин те чун хавалне çухатман. Лашасене пăхнă чухне тăххăрти хĕрача балалайкăпа выляма вĕреннĕ, шур сухалсене пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Таçта та ĕлкĕрнĕ маттур хĕрпĕрчи, шкулта та тăрăшса вĕреннĕ, «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă.

Ашшĕ текех киле таврăнайман, 1942 çулта Ворошиловград хулинче пынă юнлă çапăçура пуçне хунă.

– Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, ывăннине туймасăр ĕçлеттĕмĕр. Çавна пула кăна вилĕмрен çăлăнса юлтăмăр, – тет Анна Дмитриевна асаилÿ авăрне путсан.

Вăрçă хыççăн хастар пике ял каччипех – Григорий Родионович Родионовпа – пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çĕнĕ çурт çĕкленĕ, çичĕ ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани, ăс-тăн парса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Мăшăрĕпе – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе – шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса, килĕштерсе пурăннă. Нумай çул Анна Дмитриевна Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводĕнче тимленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ. Хисеплĕ ветеранăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 43 çул.

Анна Дмитриевна – уçă, таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, ял-йышра чыслă та сумлă çын. Балалайкăпа вылясси уншăн чăн-чăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Районти тата республикăри концертсене активлă хутшăннă вăл, куракансене юратнă инструменчĕпе чăваш юрри-такмакĕсене каласа савăнтарнă.

Паян Анна Дмитриевна 90 çул тултарать. Чи çывăх çыннисем – ачисем, 13 мăнукĕ, 17 кĕçĕн мăнукĕ – юбиляра чĕре çумне ăшшăн-ăшшăн çупăрласа, чи çепĕç сăмахсем каласа çуралнă кунĕпе саламлаççĕ: «Хаклă çыннăмăр, эпир сана мĕн тери хытă юратнине, хисепленине пĕлтерме сăмах та çитмест. Ăшă кăмăлушăн, тараватлăхушăн, пире ырă канаш-сĕнÿпе пулăшса пынăшăн тав тăватпăр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, савăк кăмăл-туйăм, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Кашни кун савăнăçпа пуçлантăр, савăнăçпах вĕçлентĕр. Пирĕн иксĕлми юрату сана чир-чĕре, йывăрлăхсене парăнтарма хавхалану кÿтĕр. Эсĕ пирĕн тăван кил ăшши, çемье тĕрекĕ, ырă тĕслĕх. Санпа мухтанатпăр, эс пирĕнпе пĕрле пулнишĕн савăнатпăр», – теççĕ вĕсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика