Ачана лагере ярасшăн-и?..

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2022, 15:47 Просмотров: 1139

Ачасен канăвне туллин те хăрушсăр ирттерес ĕçре лагерьсем (шкулти, хула тулашĕнчи тата ыт.те) пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсен ырă тивĕçĕнче – кĕçĕннисен вăхăтне усăпа йĕркелеме пулăшни çеç мар, аталантарасси, тĕрĕс воспитани парасси те. Черетлĕ каникулччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ашшĕ-амăшĕсем уйрăмах хула тулашĕнчи лагерьсем епле ĕçленипе, вĕсене мĕнле лекессипе кăсăкланаççĕ. Ку ыйтупа паян шăпах район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Денис ТРОФИМОВПА калаçатпăр.

– Денис Юрьевич, апрелĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса хула тулашĕнчи лагерьсенче канма заявкăсем йышăнас тапхăр пуçланать. Кăçал путевкăсем илес тĕлĕшпе улшăнусем пур-и?

– Заявка кампанийĕ иртнĕ çулхи пекех. Ашшĕ-амăшĕн заявленисене ачисем вĕренекен шкулти оператор урлă памалла. Регистраци республикăри автоматизациленĕ пĕрлĕхлĕ системăра пурнăçланать. Унта хула тулашĕнчи лагерьсен списокне, вĕсенче хăш сменăра канма май пуррине тата путевкăсен шутне пĕлме пулать.

Апрелĕн 16-мĕшĕнчен заявленисене операторсем 9 сехетрен йышăнма пуçлаççĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕнче 12 сехетре йышăнма пăрахаççĕ. Çакăн хыççăн муниципалитетсемшĕн автоматизациленĕ система хупăнĕ.

Заявленисене йышăнасси апрелĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса малалла та тăсăлĕ, ăна августăн 12-мĕшĕччен тăратма май пулĕ. Çавăн пекех лагерьсенче пушă вырăнсем юлсан çуллахи вăхăтра та çырма пулать.

Çакна та каламалла: енчен те çемьери ачасем тĕрлĕ шкулсенче вĕренеççĕ пулсан, автоматизациленĕ системăна заявление аслă ачи пĕлÿ илекен учрежденире тăратмалла. Тÿлев расчечĕн докуменчĕсене вара кашни ачи вĕренекен шкулта йышăнаççĕ.

– Ашшĕ-амăшне чи малтанах путевка хакĕ кăсăклантарать. Мĕн хак пулĕç-ши вĕсем?

– Хула тулашĕнчи лагерьте 21 кун канма путевкăн вăтам хакĕ 17 пин те 111 тенкĕпе танлашĕ.

Ашшĕ-амăшĕн çемье тупăшне кура ун хакĕн 20–50 процентне кăна тÿлеме май пур:

20% (3422,2 тенкĕ) – енчен те çемьен кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ республикăри пурăнмалли минимумăн 150 процентĕнчен иртмест пулсан;

30% (5133,3 тенкĕ) – енчен те çемьен кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ республикăри пурăнмалли минимумăн 150–200 проценчĕпе танлашать пулсан;

50% (8555,5 тенкĕ) – енчен те çемьен кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ республикăри пурăнмалли минимумăн 200 процентĕнчен иртет пулсан.

– Заявлени çырма ашшĕ-амăшĕн мĕнле документсем тăратмалла-ха?

– Районти кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех заявленисене йышăнакан операторсене палăртнă. Çак документсене тăратмалла: ашшĕн е амăшĕн (саккунлă представителĕн) паспорчĕ, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăн оригиналĕ тата копийĕ, ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕн) тата ачан СНИЛСĕ, ачан медицина полисĕн оригиналĕпе копийĕ.

– Иртнĕ çул лагерьсем тĕлĕшпе те кэшбэк программи ĕçленĕччĕ. Вăл ырă витĕм кÿнĕ-и тата кăçал пулĕ-и?

– Çапла, кэшбэк программи кăçал та ĕçлĕ. Вăл май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен старт илĕ.

Пĕлтĕр унта Чăваш енри 15 лагерь кĕнĕччĕ. Кăçал вĕсен çумне «Эткер» центр çумĕнчи лагерь те хушăнать.

Проекта апрелĕн 1-мĕшĕнчен туяннă путевкăсем хутшăнаççĕ. Кэшбэклă пулас тесен ашшĕ-амăшĕн МИР карттăна privetmir.ru сайтра лояльность программинче регистрацилемелле. Путевкăшăн ачана канма яракан лагерĕн сайчĕ урлă кăна тÿлемелле.

Иртнĕ çул ашшĕ-амăшĕ хăшпĕр йăнăшсене пула кэшбэка тавăраймарĕ. Вăл шутра – карттăна лояльность программинче регистрацилеменнипе, путевкăшăн квитанцие банкра, унсăр пуçне ытти операторсен карттисемпе тÿленипе тата тÿлеве программа пуçланиччен маларах е каярах хывнипе.

Пĕлтĕр хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ мушенниксен, хăйсене лагерь сотрудникĕ тесе калакан çынсен, ултавне те тÿснĕччĕ. Çавăнпа та путевкăна тÿленĕ чухне лагерĕн официаллă сайтĕнчи ссылкипе кăна усă курмалла. Акци пирки туллинрех Ростуризм сайтĕнче паллашма пулать.

– Шкул çумĕнчи лагерьсем пулĕç-и тата?

– Ытти чухнехи пекех вĕрентÿ учрежденийĕсем çумĕнче те (Шĕнер Ишекри, Калининăри тата Вăрнарти 1-мĕш шкулсемсĕр пуçне) сывлăха çирĕплетекен кăнтăрлахи лагерьсем ĕçлĕç. Вĕсенче ачасем 21 кун канĕç.

Шкул çумĕнчи лагерьсем июнь уйăхĕнче ĕçлĕç. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта кăна, кунта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем иртнĕ май, вăл июльте уçăлĕ.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика