Çĕнтерÿ кунĕн уявĕ онлайн-режимран тухать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.04.2022, 15:18 Просмотров: 549

Кăçал Вăрнарта Аслă Çĕнтерÿ кунне массăллă ирттерме палăртаççĕ. Çакна эрнекун уява хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçленĕ оргкомитет ларăвĕнче уççăн йышăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов коронавирус пандемине пула чаплă митинга икĕ çул халăхпа йĕркелеме май килменнине аса илтерчĕ. Çавăнпа та вăл кăçал пушшех те çÿллĕ шайра пулмаллине каларĕ.

Лару чылай ыйтăва çĕклерĕ: сценари хатĕрлесси, урамсене, сценăна илемлетесси, программа пуянлăхĕ, обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, палăксемпе обелисксене йĕркене кĕртесси, субботниксем йĕркелесси тата ыт.те.

Планпа пăхнă тăрăх, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче 9 сехетре Вăрнарти тĕп площадьре торжествăлла митинг пулмалла. Кăнтăрлахи программа «Август» культурăпа кану паркĕнче тăсăлĕ. Каçхи программа каллех тĕп площаде пуçтарĕ.

«Вилĕмсĕр полк» акци те онлайн-форматран тухĕ. Кăçал районта пурăнакансен хăйсен вăрçăра çапăçнă тăванĕсен сăнĕсене пĕрлехи ушкăнпа йăтса утма май пулĕ. Çавăн пекех «Асăну çурти», «Георгий хăйăвĕ», факел шествийĕ, ытти мероприяти те куçăмлă майпа иртĕç.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров урамсене Çĕнтерÿ кунĕнче мар, уявччен темиçе кун маларах илемлетме сĕнчĕ. «Çынсем кăçал уяв чăнахах пулнине пĕлччĕр», – терĕ вăл.

«Боевое братство» обществăлла организацирен тухнă сĕнÿ – Çĕнтерÿ парачĕн расчечĕн йышне районти предприятипе организацисен ĕçченĕсене те явăçтарасси – тĕрлĕ шухăша çуратрĕ, пĕрисем ку питĕ курăмлă пулассине палăртрĕç, теприсем хирĕçлерĕç. Татăклăн çитес ларусенче калĕç-ха.

Çавăн пекех Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен площадьри çулсене юсасси, çывăхри территорие тасатасси пирки те сăмах пуçарчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика