Тĕллевсене пурнăçланă чухне вырăнти хăйтытăмлăх принципĕсене манмалла мар! Çакăн пек пĕлтернĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев халăха чи çывăх влаç представителĕсене професси уявĕпе саламланă май.
Олег Алексеевич çынсене хумхантаракан ыйтусене тимлĕхе илмелли, вĕсене татса памалли пĕрлехи çыхăну каналĕ пулмаллине палăртнă. Ун сăмахĕсемпе, ку ĕçре старостăсен тÿпи пысăк.
Чăваш енри муниципаллă пĕрлĕх Канашĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, старостăсем тата территорири хăйтытăмлăх органĕсем инициативлă проектсене пурнăçлас, микрорайонсем çĕклес, çĕнĕ çуртсене йышăнас тата ытти ыйтусене татса парас ĕçре хастар. Пуçаруллă бюджет программипе ку таранччен пурнăçа 2759 проекта кĕртнĕ. Кăçал тата 862 пурнăçланмалла.
Хальхи вăхăтри пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕçсен шутне Олег Николаев муниципаллă районсене кĕтекен улшăнусене кĕртнĕ. Кăçал пулакан суйлавра вăл депутатсен йышне харпăр хăй тăрăхĕшĕн чăннипех те тăрăшакан, çунакан çынсем килессе шанать.
Çĕнĕлĕх 19 района пырса тивет. Управленин пĕрлехи механизмне туса хунин ырă енĕсемпе пĕрлех муниципаллă округсен хăтлăх, социаллă инфраструктура объекчĕсене тĕплĕ юсассипе пысăкрах проектсене пурнăçа кĕртме май пулĕ. Ку ĕçсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă.
Республикăра паян 297 муниципаллă пĕрлĕх, вăл шутран 264 ял тата 7 хула поселенийĕсем, 19 муниципаллă район, 2 муниципаллă тата 5 хула округĕ.
Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсен уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ертсе пынипе район делегацийĕ те хутшăннă. Вăрнарсем те кăтартуллă та ырми-канми ĕçшĕн уяв сцени çине хăпарма тивĕçнĕ. Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхне Светлана Шашкарована «Вырăнти хăйтытăмлăх органĕнчи тÿрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» Палăрту паллипе, йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн секторĕн пуçлăхне Татьяна Михайлована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, Уйкас Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Петрова вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвĕн Пĕтĕм Раççейри Ассоциацийĕн Хисеп грамотипе, Санарпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Виталий Белова «Чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх» конкурсăн III степеньлĕ дипломĕпе, Пайăк тата Авăрçырми ялĕсен старостине Родион Афанасьева «Ял поселенийĕн чи лайăх старости» номинацире чысланă.
Ĕнер уяв хамăр районта та иртнĕ. Унта ку тытăмра тимлекен маттур ĕçченсене чысланă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |