Туçи Çармăсра пурăнакан Михаил Ефремович Ефремов чун апачĕсĕр пурăнаймасть – «Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет.
– Пирĕн килте район хаçачĕ яланах пулнă. Ача чухнех, астăватăп, çемьере пурте юратса вулатчĕç. Хам «Çĕнтерÿ çулĕпе» 50 çул ытла туслă, – пĕлтерчĕ ялти хисеплĕ ватă.
Туçи Çармăсри çыхăну уйрăмĕнче тимлекенсем Михаил Ефремов ял хастарĕсенчен пĕри пулнине те çирĕплетрĕç. Тăван тăрăх аталанăвĕ ăна хытах шухăшлаттарать. Çулĕсем сумлă пулин те обществăлла ĕçсенчен нихăçан та юлмасть.
– Хаçатра мана вырăнти хыпарсем килĕшеççĕ. Хăш ялта мĕнле ĕçсем тунине, мĕнле программăсем пурнăçланнине пăхма интереслĕ-çке. Çавăнпа та тепĕр чух нимĕнпе те кăсăкланман, нимĕн те вуламан çынсенчен тĕлĕнетĕп. Хамăр ялсем пирки çырнисем тухаççĕ те – чĕререн савăнатăп, – тет Михаил Ефремович.
Унăн пурнăçĕн пĕр пайĕ «Çĕнтерÿ çулĕнче» те иртнĕ. Икĕ çул, 1969–1970-мĕшĕсенче, вăл редакцире вăй хунă.
Тĕрлĕ çулсенче вара Михаил Ефремович Кив Сăрьелĕнчи клуб заведующийĕнче, Канашри автоколоннăра тимленĕ. Хыççăн нумай çул – Суворов ячĕллĕ колхозра. Водительте, комбайнерта ырми-канми тăрăшнă, яланах малти ретре пынă, хуçалăха çĕклессине пĕтĕм вăй-халне хывнă. Колхозăн гаражĕсен строительствинче те ун тÿпи çав тери пысăк.
Колхозра тимленĕ чухне çĕр ĕçченĕсен профсоюзĕн комитетне чылай çул ăнăçлă ертсе пынă. Колхозниксен ĕçне, канăвне лайăхлатассишĕн сахал мар хăйĕн шухăшĕсене хывнă.
«Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи», «Чи лайăх профгруппорг» ятсене тивĕçнĕ. ,ç ветеранĕ.
Çар службине Германире ирттернĕ. ГСВГ ветеранĕсен обществăлла пĕрлешĕвĕпе тачă çыхăну тытать. Аслăрах ÿсĕмри юлташне çамрăкраххисем манмаççĕ, уявсенче киле килсех саламлаççĕ.
Мăшăрĕпе, Ольга Тарасовна Ефремовапа, виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне пилĕк мăнук парнеленĕ.
Михаил Ефремович халĕ 80-ра. Вăл ырă та сăпайлă. Ял-йышра хисепĕ пысăк.
– Çĕр çинче яланах туслăх хуçалантăр. Çынсем ăмсану, кĕвĕçÿ туйăмĕсене хăйсенчен сирччĕр. Пĕрлехи ĕçе хутшăнма ан манччăр. Çавăн чухне кăна пирĕн общество çирĕп пулĕ, – терĕ вăл шухăшлăн. Унтан çапла хушса хучĕ%
– Район хаçатне кашнин çырăнмалла – пурнăçпа тан пымалла!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |