Сиенсĕр тени тĕрĕс мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:30 Просмотров: 280

Сигарет туртнин сиенĕ тахçанах паллă, çавăнпах ку усал йăлапа пĕтĕм тĕнчипех кĕрешеççĕ. 140 çĕршывра ăна чакарма хистекен саккунсене йышăннă.

Юлашки çулсенче пирĕн çĕршыв та табака хирĕçле политикăна çирĕп тытса пырать. «Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕн тата табак туртнин сиенĕнчен сыхласси çинчен» федераллă саккун вăя кĕнĕ хыççăн лайăх улшăнусем пур. Социаллă тĕпчевсен хальхи даннăйĕсем Раççейре сигарет «тусĕсен» шучĕ чакса пынине кăтартаççĕ. Анчах, шел те, организм наркăмăшланнине пĕлсе тăрсах хăшпĕрисем никотин серепинчен çăлăнма тăрăшмаççĕ.

Сигарет вăл – коммерцилле продукт. Ăна туса кăларассипе тата халăхра сарассипе профессионаллă специалистсем – химиксем, маркетологсем, дизайнерсем – ĕçлеççĕ. Компанисем тупăша çухатас мар, суту-илĕве ÿстерес тесе çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ. Хăрушсăр тесе, акă, «сăмала сахал», «фильтрлă», «çÿхе» сигаретсем сĕнеççĕ. Вĕсене шутласа кăларнин сăлтавĕ, тĕрĕссипе, çынсен сывлăхĕ пирки пăшăрханни мар, туртма-туянма ан пăрахчăр тесе хăрани.

Халĕ тепĕр чее мел пур – электронлă хатĕрсем: электронлă сигаретсем, вейпсем, табака вĕрилентерекен хатĕрсем... Ахаль сигаретсемпе танлаштарсан вĕсенче шĕвеке хĕртнĕрен çын тĕтĕме мар, пăса ăша хывать. Производитель электронлă сигаретсем туртма пăрахма пулăшаççĕ тата сывлăха сахалрах сиенлеççĕ тесе çирĕплетет. Паян вĕсене обязательнăй майпа сертификацилеме те ыйтмаççĕ. Апла пулсан шĕвексенче наркăмăшлă япаласем пуррине тĕрĕслекен нимле нормăсем те çук. Ку продукципе усă куракансем хăйсене кÿрекен япăх витĕм шайне пĕлеймеççĕ те, хаклаймаççĕ те.

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ вара табак продукцийĕн мĕнпур тĕсĕ, çав шутра электронлă сигарет та, сиенлĕ тесе çирĕплетет. Вĕсенчи шĕвексен тытăмĕнче глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин пулнинченех паллă çакă.

Никотина, сăмахран, организм питĕ хăвăрт хăнăхать. Ăна тĕтĕмпе е пăспа сывласа илетĕн-и – сиенлĕ витĕм пĕр пекех пысăк.

Унсăр пуçне, картриджри никотин виçи нимле нормăсемпе те тĕрĕсленмест. Енчен те çын сывлăхĕ йывăр наркăмăшлансан айăплине тупма йывăр: е хутăшра никотин шайĕ пысăк пулнă, е çын хăй ăна пăспа сывласа ытлашши ăша янă.

Тишкерÿсем кăтартнă тăрăх, электронлă сигаретсен мĕнпур тĕсĕнче канцерогенсемпе наркăмăшлă япаласем пур, вĕсем пропиленгликольпе глицерин арканнă май «çуралаççĕ». Австри тата АПШ тĕпчевçисем вĕсенче хăрушлăх кăларакан металлсен – тăхлан, хром, никель тата марганец шайĕ пысăккине те тупнă. Хромпа никель организма сигаретсен ăшăтакан пайĕн пăралукĕнчен лекнине палăртнă. Вĕсем сывлав органĕсене пĕрмаях лекни йывăр чирсене пуçарма пултарать.

Паянхи ученăйсем электронлă сигаретсен хăрушă витĕмĕ пирки татах та ытларах пĕлтереççĕ. Сăмахран, чĕре ĕçĕ пăсăлать, формальдегидпа акролеин ДНК-на аркатаççĕ тата генсен улшăнăвне пуçараççĕ. Çавăнпа та асăрхаттаратпăр: сигаретăн сиенсĕр тĕсĕсем çук. Табак компанийĕсем вара сирĕн сывлăх çинче миллиардсемпе пуянланаççĕ.

Ачасен сывлăхне хÿтĕлесе пĕлтĕрхи декабрьте республикăра çула çитменнисене электронлă сигаретсене, вейпсене тата вĕсенче усă курмалли шĕвексене сутма юраманни çинчен саккун йышăннă. Ăна пăсакан граждансене 3500–5000 тенкĕ, должноçри çынсене 5000–10000 тенкĕ, юридици сăпачĕсене 10000–20000 тенкĕ штраф хураççĕ.

Елена ЕГОРОВА,

медицина профилактикин,

сиплев физкультурин тата спорт медицинин

республикăри центрĕн врачĕ.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика