Пурнăçра юратнă ĕç пурри - мĕнле телей! Çамрăк чух тĕрĕс суйлав туни, чуна çывăх профессие вĕренни чăнах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕç савăнăç кÿрет пулсан, ирсерен унта тулли кăмăлпа утатăн, нимле йывăрлăхсем те хăратмаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума вăй хушăнса пырать. Манăн та хама телей-лисен ушкăнне кĕртес килет. 40 çул – юратнă ĕçре. Çитменнине тата - кунсерен чи çепĕççисем, чи черченкисем - пĕчĕк шăпăрлансем - хушшинче...
Вăхăчĕ вара ытла та хăвăрт чупать. Калининăри ача сачĕн ертÿçин ĕçне пуçăннăранпа 40 çул çитни ĕненмелле те мар пек. Ку яваплă тивĕçе мана 1986 çулта 20 кăна тултарнă çамрăка шанса пачĕç. Çак вăрăм çулăн пуçламăшĕ вара паянхи пекех асра. Куç умĕнчех - ун чухнехи РОНО пуçлăхĕн Нэлли Алексеевна Стеклован пÿлĕмĕнче тăни. Астăватăп, калаçнă май вăл мана тимлĕ сăнани тÿрех сисĕнчĕ, куçĕсенче вара - иккĕленÿ, шанманлăх. Ара, тин диплом илнĕ çап-çамрăк хĕре вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçине лартмалла-çке. Мана хăйĕн вырăнне хăварма садикĕн унчченхи заведующийĕ Фаина Ананьевна сĕннĕччĕ. Шăпах унăн сăмахĕсем витĕмлĕ пулчĕç, вăл эпĕ ку ĕçре пултарассине ĕнентерчĕ. Çапла мана Калининăри ача сачĕн заведующине çирĕплетрĕç.
Пĕрремĕш утăмсем çăмăл килчĕç теме çук. Паллах, малтанах хăраса ÿкрĕм - ертÿçĕ пулатăп тесе нихăçан та шутламан та, ĕмĕтленмен те. Ачасемпе ĕçлеме вĕреннисĕр пуçне нимĕнле ертÿлĕх опычĕ те çук. Тĕрĕссипе, çав самантран пурнăç пĕтĕмпех улшăнчĕ темелле. Тата ача садĕнчи воспитательсем пурте ун чухне манран аслăрахчĕ. Вĕсем питĕ ыррăн йышăнчĕç, яланах пулăшса пыратчĕç, вĕсенчен нумай вĕренме тăрăшаттăм. Çавна пулах çĕнĕ тивĕçсене хăнăхма çăмăлрах пулчĕ. Анчах малтанхи кунсенченех хам ума çирĕп тĕллевсем лартрăм - малалла вĕренмелле, аслă пĕлÿ илмелле, тĕрлĕ ыйтусене татса пама тавракурăма аталантармалла. Ача сачĕн кал-кал ĕçĕшĕн, коллектившăн яваплă пулнине вăхăт иртнĕçемĕн питĕ лайăх ăнланса илтĕм.
Тĕплĕнрех – хаçатра.
Раиса ПОЗИНОВА,
Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ
Март 2026 |
