Куратпăр, хăрушă чир кунсерен нумайрах та нумайрах çынна хăй серепине çаклатать. Ковид ернĕ çĕнĕ тĕслĕхсем статистикăна пысăкрах та пысăк цифрăпа çырăнаççĕ. «Коронавируспа выртать», «коронавирусран вилнĕ» текен сăмахсем каллех ытларах илтĕнме пуçларĕç.
Эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕчленни коронавируса хирĕç кĕрешекен Оперштаба каллех çĕнĕ мерăсем йышăнма хистерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ковид тĕлĕшпе çăмăл мар тапхăр пынине палăртрĕ. Чирлекенсен йышĕ чи малтанах çăмăлттайлăхпа çыхăннине каларĕ. «Суя сăмахсене ĕненетпĕр. Ачасене, аслă ÿсĕмри çывăх çыннăмăрсене упрамастпăр. Хамăр прививка тутарнă, вĕсене вара вакцинацилеместпĕр. Паян, куратпăр, чир шăпах çак ÿсĕмрисене ытларах айăплать», – терĕ вăл тĕлĕннине пытармасăр.
Район тĕп больницин тĕп врачĕн Сергей Илюткинăн сăмахĕсемпе, юлашки икĕ эрнере ковидпа чирлесси уйрăмах ачасем хушшинче ÿснĕ. Канмалли кунсенче кăна вĕсенчен илнĕ 50 анализ 10-шĕ ку чире çаклатнине кăтартса панă.
Кăсăклă та пăшăрхантаракан информаци% февралĕн 2-мĕшĕнче, акă, 382 çын ПЦР-тест панă, вĕсенчен 77 çынăнне ковид палăртнă, вăл шутра 18 ача. Февралĕн 3-мĕшĕнче 101 тестран 14-шĕ «положительно» килнĕ, ачасен – 4. Февралĕн 4-мĕшĕнче 383 çынран 160-шĕн ПЦР-тесчĕ коронавируспа чирленине кăтартнă, ачасем 40-ĕн.
Сергей Владимирович çакна вакцинаци темпĕ чакнипе çыхăнтарчĕ. Паян ку чиртен сыхланмалли е çăмăлраххăн ирттермелли чи лайăх мел пулнине палăртрĕ.
Çак тапхăрта, паллах, тухтăрсене те çăмăл мар. Вĕсен тиевĕ темиçе хут ÿснĕ темелле. Çитменнине, Сергей Илюткин пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле практика врачĕсенчен çурри хăйсем те чирлеççĕ. Çавна май чирлисем патне эмелсемпе тивĕçтерме, ПЦР-тестсене вырăна çитерме волонтерсене явăçтарма палăртнă.
– Ялсенче профилактика ĕçне лайăхлатма вырăнти поселени пуçлăхĕсем пулăшни пĕлтерĕшлĕ. Акă, Çĕрпел тата Санарпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Сергей Петровпа тата Виталий Беловпа пĕрле вакцинаци кирлĕлĕхĕ пирки агитаципе çÿрерĕмĕр. Уссине пачĕ, – пĕлтерчĕ социаллă хÿтлĕх центрĕн директорĕ Людмила Васильева.
Вăл хăйсен хÿтлĕхĕнчи пĕччен пурăнакан 90 ватăран 78-шĕ прививка тутарнине пĕлтерчĕ. Анчах та 60-тан иртнĕ çынсемпе ку енĕпе ĕçлемелĕх, ăнлантару ĕçĕсем ирттермелĕх пуррине каларĕ.
Шкул ачисене илес пулсан, тунтикун тĕлне ОРВИпе, ковидпа чирлекенсем пĕтĕмпе 443-ĕн шутланнă. Хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе çичĕ шкул – Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Хапăс, Аçăмçырми, Пăртас, Калинино тата Кульцав шкулĕсем – ĕçлеççĕ. Оперштаб ку меслетлĕ вĕренĕве çак эрне вĕçĕччен тăсма йышăнчĕ. Хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсене те пырса тивет ку чару. 1-мĕш класа çÿрекенсемшĕн вара февральти каникул кăшт маларах пуçланнă, хăшпĕр шкулсенче ăна иртнĕ эрнерех йĕркелеме тивнĕ.
Унсăр пуçне, эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланиччен культура, спорт учрежденийĕсенче (вĕсен йĕркелÿпе право тата харпăрлăх формине пăхмасăр пуринче те) çынсем хутшăннипе занятисем, тренировкăсем, фестиваль-конкурссем, куравсем, кружок-секцисем ирттерме чарнă.
Обществăлла апатлану предприятийĕсенчи, вăл шутра, covid-free зонăсенчи те, банкетсемпе корпоративсем те уйрăм хушуччен чару мерисен шутне кĕнĕ.
Вăрнар районĕнче массăллă нимĕнле мероприятие те ирттерме хушмаççĕ, вăл шутра уçă сывлăшра та. Çак шăматкун йĕркелеме шутланă «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва та палăртман вăхăта куçарнă.
Маска режимне, социаллă дистанцирование пăхăнасси те тимлĕхрен тухмалла мар. Харпăр хăйне упрама хăнăхмаллах. Ковида пула тухса тăнă лару-тăру сывлăх чи хаклă пурлăх пулнине кунсерен ĕнентерме тăрăшать. Çакна манас марччĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |