Вĕрентекен! Сан яту мухтавлă, ĕçÿ хăватлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2022, 14:59 Просмотров: 394

Шкулта тăрăшса ăс пухакансем вĕрентекен класа кĕрсенех хавасланаççĕ. Миçе чăл-чăл мăшăр куç çĕннине, кăсăклине кĕтет! Учитель çирĕп ыйтсан та тарăн пĕлÿ кирлине вĕсенчен кашниех аван туять-тĕр.

Çĕрпелти вăтам шкулта ĕçлекен Иван Петрович Николаев районти ятлă-сумлă педагогсенчен пĕри. Вăл ирттерекен вырăс чĕлхипе литература урокĕсем пысăк ăсталăхпа уйрăлса тăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче Иван Николаевăн 17 вĕренекенĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕн призерĕсемпе çĕнтерÿçисем пулса тăнă. 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем çулсеренех патшалăх аттестацийĕсенче пысăк балл илеççĕ. Пĕлтĕр вырăс чĕлхипе ЕГЭ-н вăтам кăтартăвĕ 81 балпа танлашнă. Палăртмалла, Çĕрпел шкулĕн кăтартăвĕ çак предметпа районта чи лайăххи пулнă. Иван Петровичăн вĕренекенĕ Валерия Леонидова вара 98(!) балл илнĕ. 2017 çулта та пысăк çитĕнÿ. Иван Николаевăн тата тепĕр вĕренекенĕ Мария Моисеева вырăс чĕлхипе тарăн пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетнĕ. Унăн та 100 баллисен йышне лекесси нумаях та юлман.

– Ят-сумшăн нихăçан та çунман, анчах та хамăн тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшатăп, – терĕ сăпайлăн Иван Николаев. – Экзаменсенче лайăх паллăсем илччĕр тесе вĕренекенсемпе 5-мĕш класранах тĕллевлĕ ĕçлеме пуçлатăп.

Вăл кирек мĕнле ыйтăва та тивĕçлĕ шайра татса пама пĕлет. Кашни ачан савăнăçĕпе пăшăрханăвне витĕр курать. Ăна чун инженерĕпе те танлаштарма пулать. Пысăк опытлă вĕрентекен   професси ăсталăхне тăтăшах ÿстерет, педагогика видеоконференцийĕсене, вебинарсене хутшăнать. Вырăс чĕлхипе литератури енĕпе методика вĕрентĕвĕсем хатĕрлет. Иван Петрович «Тотальный диктант» акцие хастар хутшăнса аслă вырăс чĕлхине питĕ аван пĕлнине кăтартать.

Ăста учителĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пуян та кăсăклă. Кайри Тукай ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхнĕ. Пуçламăш классенче вырăнти пĕлÿ çуртĕнче ăс пухнă хыççăн Çĕрпелти вăтам шкулта вĕреннĕ. Учитель пулас ĕмĕтпе хавхаланса Шупашкара çул тытнă. Экзаменсенче лайăх паллăсем илнĕ Кайри Тукай каччи Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Çамрăк специалистăн ĕç биографийĕ Туçи Çармăсри сакăр çул вĕренмелли шкултан тытăннă. Пилĕк çул ку пĕлÿ çурчĕ еннелле сукмак такăрлатнă. Вăл çухрăмсене çăмăллăнах парăнтарнă. Çуран та утнă, тепĕр чухне велосипедпа та çула тухнă.

Иван Петрович 1979 çулта Çĕрпелти вăтам шкула куçнă. Хăйне вĕрентнĕ учительсен коллективĕ ăна питĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ.

– Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Станислав Николаев мана методика тĕлĕшĕнчен нумай пулăшу пачĕ. Паллах, эпĕ ун пек пулма тăрăшрăм, – терĕ Иван Петрович. Çамрăк учителĕн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне асăрханă, ăна профком председателĕ пулма шаннă. Петр Николаевăн хулпуççийĕ çине пысăк яваплăх тиеннĕ. Вăл вăхăтра кил-çурта «кăвак çулăм» ăшăтман, çавăнпа та учительсене вутпа тивĕçтермелле пулнă. Культурăпа массăллă мероприятисене ирттерессине те пысăк тимлĕх уйăрнă. «Музыка вĕрентекенĕпе Александр Лукинпа пĕрле 50–60 çынран тăракан шкул хорне йĕркелерĕмĕр. Тăватă саспа юрлаттăмăр. Конкурссенче яланах малти вырăнсем йышăнаттăмăр», – кăмăллăн калаçрĕ вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.

1988 çулта Иван Николаева директорăн çумне çирĕплетнĕ, вăл шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелес енĕпе яваплă пулнă. Тепĕр ĕçтешĕпе – музыка учителĕпе Юрий Максимовпа – чăвашлăха упрас, çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлне пуянлатас тĕлĕшпе çулсерен фольклор фестивальне ирттерме пуçланă. Ачасене ĕçе хăнăхтарассине чылай тимлĕх уйăрнă. «Çамрăк ăрăвăн пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе ÿсмелле. Иртнĕ ĕмĕрте ачасене колхоз ĕçĕсене хутшăнтарнă. Уй-хирте те, фермăра та тăрăшнă вĕсем. Ĕç – пурнăç тыткăчи пулнине хăйсен куçĕпе курса çитĕннĕ», – палăртрĕ педагог.

Хальхи саманара ачасен ĕç воспитанийĕ çине урăхларах пăхаççĕ. Вăл-ку чарусем пур. Хăшпĕр сферăсенче ĕç вăйĕ çитменни чăнах та сисчĕвлентермелле. Совет тапхăрĕнчи паха опыт пирки юлашки вăхăтра ларусемпе канашлусенче те ытларах калаçма пуçларĕç. Иван Петрович тăван хуçалăхăн уй-хирĕнче тус-юлташĕсемпе ăмăртса ĕçленине аса илчĕ. Паллах ĕнтĕ, производствăра тăрăшакан çитĕнсен те хура ĕçрен хăрамĕ.

Иван Петрович завуч та пулнă, ку яваплă ĕçре 17 çул тимленĕ. Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес тесе ырми-канми тăрăшнă. Иван Николаев – тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын. Вĕрентĕве тренер ĕçĕпе те черетлеме ăсталăх çитернĕ. Акă, сăмахран, Çĕрпел шкулĕнчи арçын ачасен ушкăнĕ волейболла выляссипе   2009 тата 2010 çулсенче икĕ хутчен республика чемпионĕ пулса тăнă.  

Чăн та, вырăс чĕлхипе литература учителĕн пурнăçĕнче спорт пысăк вырăн йышăнать. Хăйĕн пекех хастар тусĕпе – Федор Григорьевич Кузьминпа – пĕрле унăн иртнĕ ĕмĕртех яллă тăрăхра спорта аталантарас енĕпе нумай вăй хума тивнĕ. Тăрăшни ыр çимĕç панă. 1981 çулта пĕрремĕш хут спартакиада иртнĕ. Федор Григорьевич çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Иван Петрович штанга йăтассипе çитĕнÿ тунă. Вăл пединститутра ăс пухнă вăхăтра район, республика ăмăртăвĕсене хутшăнса пьедесталăн çÿллĕ картлашкисем çине хăпарма тивĕçнĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакансен ырă та пархатарлă ĕçĕ çултан-çул вăй илсе пынă. Паянхи кун та Çĕрпел ял тăрăхĕнче спартакиадăсем ирттереççĕ. Паллах, мероприятисене йĕркелеме вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсем те пулăшаççĕ.

Пандеми тытăничченех Иван Николаев районта иртекен спорт мероприятийĕсене хастар хутшăннă.

– Пирĕн коллективра çакăн пек пултаруллă, пуçаруллă учитель пурришĕн эпир савăнатпăр. 1997 çулта республикăн тĕп хулинче Вăрнар районĕн кунне паллă туни халĕ те асрах. Иван Петрович уявра чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн «Тилли юррисем» ярăмри «Мехел» сăввине чуна тивмелле вуларĕ. Палăртмалла, вăл хăй те сăвăсем çырать, хăшпĕрисене юрра та хывнă. Вĕсене «Асамат» эстрада ушкăнĕ хаваспах шăрантарать. Иван Петрович та юрлама ăста. Унăн пурнăçĕ кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе тачă çыхăннă. Вăл пĕлмен пĕр юрă та çук пулĕ. Ахальтен каламаççĕ% «Талантлă çын пур енĕпе те талантлă», – терĕ ĕçтешĕ Алина Николаевна Крипчакова.

Пултаруллă учителĕн педагогикăри стажĕ – 48 çул. Ачасен, коллективăн, ашшĕ-амăшĕн пысăк хисепне тивĕçнĕ. Иван Николаева Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе (2005) чысланă.

Хастар учитель обществăлла ĕçсенчен нихăçан та пăрăнман. Иван Николаев, Михаил Горбунов (ун чухне Çĕрпел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче тимленĕ ) тата пуçарулăх ушкăнĕ тăрăшнипех Кайри Тукайĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк лартнă. Сăмах май, Иван Петровичăн ашшĕ те фронтра пулнă. Паттăрлăхшăн, хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Иван Петрович ертсе пыракан хастарсен ушкăнĕ тăрăшнипе кайри-тукайсем пуçаруллă бюджет программине хутшăннă. Ăна пула урамсене вак чул сарса такăрлатма май килнĕ. Ял сăн-сăпачĕ улшăннишĕн Иван Николаев ентешĕсем пекех хĕпĕртет. Çав вăхăтрах пуш килсене курнипе пăшăрханать. Иван Петровичра хăйĕнче патриотизм туйăмĕ тарăн тымар янă. Этем ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă текен каларăша çамрăкранах асра тытнă, паян та çак шухăш-кăмăлпах пурăнать. Çавăнпа та Иван Николаева Шупашкар та, Мускав та илĕртмен. Тăван ялтах тĕпленнĕ. Çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл Çĕрпел ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ те, унăн председателĕ те пулнă.

Канаш районĕнчи Ушанар хĕрĕпе пĕрлешсе çирĕп çемье чăмăртанă. Ывăл çитĕнтернĕ. Андрей истори предмечĕпе олимпиадăсене хутшăнса тăван шкул, район чысне темиçе хутчен хÿтĕленĕ. Тăватă çул харăс призер пулнă. Вăл çавăн пекех «Пысăк Атăл» наукăпа практика конференцийĕсенче те çĕнтернĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Контракт йĕркипе çар службинче тата икĕ çул тăнă.

Николаевсен кил хуçалăхĕ çирĕп. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Çуллахи вăхăтра темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. «Ĕç çынна илем кÿрет», – тет   Иван Николаев.

Вăл паян, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, 70 çул тултарать. Ырă шухăш-ĕмĕтпе хавхаланса пурăнакан, çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан педагог хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Иван Петрович – вăрăм ĕмĕрлисен ратĕнчен. Ăна çут тĕнче парнеленĕ   амăшĕ 100 çула çитичченех пурăннă.  

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика