Коронавирус сарăлнин юлашки даннăйĕсем. Инфекци ернĕ çĕнĕ тĕс-лĕхсем 203449 çити ÿснĕ. Ку диагнозран 1301-шĕ Чăваш Республикине пырса тивеççĕ. Ку кăтарту темиçе кун ÿссе пырать. Ковида пула «хĕрлĕ зонăна» лекнисем 192-ĕн. Амакран сы-валса хăтăлнисем 622-ĕн.
Роспотребнадзор чир ернисенчен 70 проценчĕ «омикронпа» аптăранине пĕлтерет. Çав вăхăтрах ку штама ытларах ачасенне тупса палăртнине, вĕсенчен кашни виççĕмĕшĕн постковид синдромĕ çирĕпленнине калать. «Кĕçĕннисен уйрăмах нерв тытăмĕ айăпланать. Вĕсен тимлĕхĕ, тăнăçлăхĕ чакать, кăмăлĕ хăвăрт пăсăлма тытăнать, ыйхи çĕтет, кирлĕ-кирлĕ маршăн йĕреççĕ», – пĕлтереççĕ специалистсем.
Районта та шкул çулĕнчисем, садике çÿрекенсем хушшинче ковидпа чирлекенсем сахал мар.
Ача чирлерĕ-тĕк:
Чирленĕ ачана садике е шкула яма юрамасть, ăна килте хăвармалла.
Медицина ĕçченĕсем палăртнă диагностика тата сиплев сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнмалла. Хăвăр тĕллĕн пĕлнĕ-пĕлмен эмелсем ĕçтермелле мар.
Медицина ĕçченĕсенчен дистанци мелĕпе консультаци илме «122» пĕрлĕхлĕ служба е вырăнти колл-центрăн номерĕсемпе шăнкăравламалла.
Ачан сывлăхĕ япăхлансан 103 номерпе васкавлă пулăшу чĕнмелле.
Асăрхаттарни: ачана антибиотиксемпе хăвăр тĕллĕн сиплеме юрамасть. Вĕсене педиатр çеç çырса пама пултарать.
Чире сарăлма парас мар тесен профилактика пĕлтерĕшлĕ:
обществăлла вырăнсенче маска е респираторсем тăхăнмалла;
алăсене тăтăшах тата тĕплĕн çумалла, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалла;
май пур таран çынсем нумай çÿрекен вырăнсенчен пăрăнмалла, ун пек май килмесен социаллă дистанцие (1,5–2 м) пăхăнмалла;
çавăн пекех вакцинаци тата ревакцинаци пирки те манмалла мар.
Психолог сĕнет
Çĕнĕ коронавирус пандемийĕ шкул ачисене темиçе хутчен те дистанци вĕренĕвĕ çине куçма хистерĕ. Ку тапхăр – кĕçĕннисемшĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк стресс. Хăшĕсем ăна аванах йышăнаççĕ, теприсем вара ку меле япăхрах хăнăхаççĕ. Дистанци тапхăрĕнче ашшĕ-амăшĕн хăйне мĕнле тытмалла-ха? Çакна район тĕп больницин медицина психологĕ Елена Николаевна МИНАЕВА ăнлантарать:
Ачан кун йĕркине ан пăсăр: ыйхă, уроксен, тăхтавсен вăхăтне тата ыт.те.
Нумай ача вăхăта туймасть, ăна мĕнле ирттерессине палăртма пĕлмест. Кашни кун планне йĕркелеме вĕрентмелле, каçпа вара ăна пĕрле сÿтсе явмалла. 15–20 минут ĕçлеме, унтан 5 минут канма хăнăхтармалла.
Кашни кун мĕн тунине, мĕн тума ĕлкĕрнине тишкерĕр. Ыйтусем ытларах пама тăрăшăр% мĕн, мĕнле, мĕншĕн?.. Ăна вăл е ку ĕçшĕн ырлама ан манăр, унпа мăнаçланнине кăтартăр. Ыталаса илни те аван.
Сирĕншĕн усăллă ĕç мар пулин те пĕрле ăсталăр, ÿкерĕр, çыпăçтарăр, апат пĕçерĕр, кино е видеоуроксем пăхăр тата ыт.те.
Ачан хăйĕн вăхăчĕ пуррине ан манăр, ăна вăл хăйĕн мĕнле ирттерес килет, çавăн пек ирттертĕр% ку вăхăтра ăна ан кансĕрлĕр.
Ача юлташĕсемпе хутшăннине ырлăр. Вăл хăть телефонпа калаçтăр е смс-сем çыртăр.
Ачапа яланах уççăн калаçăр, ковидпа çыхăннă лару-тăру пирки ун ÿсĕмне кура ăнлантарăр. Хăвăр пăлханнине ан кăтартăр. Вирус çынна мĕнле ернине, вăл чирлĕ çын ÿсĕрнипе е сунасланипе вĕтĕ тумламсем урлă куçнине калăр. Çак тумламсем япаласемпе сийсем çине лекеççĕ, çынсем вĕсене, кайран – куçсене, сăмсана е çăвара тытаççĕ. Чирлĕ çынран аяккарах пăрăнни аван.
Чи кирли – сехĕрленсе ÿкмелле мар. Сывă пулăр! Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр!
Ноябрь 2024 |