Пуш уйăхĕ çитрĕ – хĕвел шевлисем те ытларах çĕр çине ÿкеççĕ. Хресчен çурхи ĕçсене йĕркеллĕ ирттерес тесе кунĕпех тăрăшать. Кăçал та пĕлтĕрхи хăватлăхпа ĕçлесшĕн. Уй-хир ылтăнĕ кĕлете кĕнипех ĕç вĕçленмест çав. Аграрисем хĕлĕпех çуракине хатĕрленеççĕ. Вăрлăха алласа ака стандартне çитерме тăрăшаççĕ. Районĕпе илсен, паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсен 63 проценчĕ кондициллĕ.
Паллах, ку кăтарту çывăх вăхăтра тата лайăхланмалла, пĕлтерчĕç район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн акмалли лаптăксем самаях пысăк. Вĕсем пирĕнпе кÿршĕллĕ Çĕмĕрле районĕнче те пур, çавăнпа та кунта вăй хуракансен тырпул аллассипе тата тăрăшмалла-ха. Калăпăшлă ĕçе вĕçлесен район кăтартăвĕ тата ÿсмелле.
Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем пулас тухăçăн пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Юнкун районти уйрăм пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче пулчĕ, сарлака кĕлетре выртакан урпа вăрлăхне темиçе çĕртен тĕрĕслеме илчĕ.
– Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ культурăсене предприятин Кăмашри хушма хуçалăхĕнче аллаççĕ. Кăçал, акă, тырă тасатса типĕтмелли хăватлă комплекса Малтикас Ялтăрара та хута яма палăртатпăр, – терĕ Владимир Антонов тĕп агроном.
Кĕр тыррисен лаптăкĕ 3043 гектар йышăнать. Кăçал предприятире хура çĕре 9500 гектар шуратса хăвармалла. Аш-какай комбинатĕнче выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнăран урпа лаптăкне ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал çак культура валли 3500 гектар уйăрĕç.
Кукурузăна икĕ пин гектар акма палăртаççĕ: 1300 гектарĕ – силос валли, ытти – тĕшĕлĕх.
Пирĕн йăх-несĕлĕмĕрсем авалах: «Мĕн акатăн, çавă шăтать», – тенĕ. Паянхи кун та специалистсем вăрлăх пахалăхне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Аш-какай комбинатĕнче çулсеренех пысăк тухăç паракан сортсем туянаççĕ, ял хуçалăх культурисене çĕнетеççĕ. Предприяти вăрлăха хамăр тăрăхри Карл Маркс ячĕллĕ кооперативран та, Красноармейски районĕнчи «Таябинка» хуçалăхран та туянать.
Çавăн пекех кунта пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтерессипе тĕллевлĕ тимлеççĕ. Люцернăна 40 тонна сутма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, вăрлăха чулхуласем хапăлласах туяннă.
Хура çĕре пулăхлатни, культурăсене апатлантарни тухăçа ÿстерме пулăшать. Предприятие çуракинче минерал удобренийĕ 1700 тонна кирлĕ. Хальлĕхе 700 тоннине кÿрсе килнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те ĕçсем тытăниччен туянĕç. Мехпаркра техника юсавлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.
– Çуракине кĕске вăхăтра ирттерес тесе мĕнпур вăя хурăпăр, – çирĕплетрĕ уй-хир бригадирĕ Валерий Кондратьев.
Валерий Владимирович малтан «Новый путь» хуçалăхра ĕçленĕ. Аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕнче вара 12 çул тăрăшать. Тăван тăрăхра кашни гектар çĕрпе тухăçлă усă курнишĕн, выльăх-чĕрлĕхпе ÿсентăран отраслĕсем çултан-çул аталанса пынишĕн вăл чăннипех савăнать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |