Ĕç чуна çывăххи чăнахах та ырлăх. Кашни кун унта савăк кăмăлпа, тулли ĕмĕтсемпе утатăн пулсан, вăл ывăнма мар, çĕнĕ вăй-хал хушать-тĕк, эсĕ телейлĕ çын, – тет хăйĕн пирки Малти Ишекри библиотекарь Надежда Ефимова. Тĕрлĕ профессире тимлесе пăхнă та, библиотекăна лексен кăмăл туртăмне тупнине тÿрех ăнланса илнĕ вăл. Юратнă ĕçĕ киленĕç пулни тÿрех сисĕнет: ун пирки пултаруллă специалист хавхаланупа каласа парать.
Кĕнекепе тата хаçат-журналпа Малти Ишек, Малти Кăкшăм тата Айкăш çыннисене Надежда Витальевна 12-мĕш çул ĕнтĕ туслаштарать. Ку профессие ăнсăртран лекнĕ вăл. Малти Ишек хĕрĕ шкул пĕтерсенех малашлăхра цифрăсемпе отчетсен «тĕнчине» кĕрсе ÿкессе пачах та иккĕленмен. Экономикăна суйласа илнĕскер, Вăрнарти 29-мĕш училищĕре бухгалтера вĕреннĕ. Пĕр вăхăт çамрăк специалист «Ленинец» колхозра экономистра та тăрăшнă. Профессире аталанас тесен пĕр вырăнта тăма юраманнине ăнланнă% Чăваш ял хуçалăх академийĕнче шут ĕçĕ енĕпе аслă пĕлÿ те илнĕ.
Анчах пурнăç яланах палăртса хунă пек килмест çав. Кĕтмен-шутламан çĕртен шăпа вуçех урăх çулпа çавăрса ярать. Тĕрлĕ сăлтавпа Надежда Ефимован та ĕç вырăнĕсене ылмаштарма тивнĕ. Лавккара сутуçăра, пĕр вăхăт пушар хăрушсăрлăхĕн инструкторĕнче вăй хунă. Тата Вăрнарти училищĕне пĕтерсенех-ха, экономиста вырнаçиччен, Малти Ишекри шкулта пионервожатăй тивĕçне кÿлĕнни те пулнă. Ачасемпе килĕштерсе ĕçленине – конкурс-ăмăртусене хастар хутшăннине, уявсене кунĕ-çĕрĕпе хатĕрленнине – вăл ăшшăн аса илет.
Унăн кун-çулне ăнсăртран вулав çурчĕпе çыхăнтараканĕ, тĕрĕссипе, – çывăх хĕр-тусĕ. Хăй хулана куçса каяс тенĕ те – Надеждăна библиотекарь вырăнне йышăнма сĕннĕ. Хирĕçлемен вăл. Çĕнĕ тивĕçсене яланхи пекех тăрăшулăхпа пуçăннă. Халĕ ятарлă пĕлÿ те пур – тăватă çул каялла Шупашкарти Культура институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă.
Надежда Витальевна ĕç вырăнне вăхăт ирттерессишĕн кăна килсе ларма хăнăхман. Хальхи «гаджетсен саманинче» те вулакана библиотекăна явăçтарма тĕрлĕрен çĕнĕ мелсем шырать, вăй-халне шеллемесĕр ăшталанать. Çак тĕллевпе районти тĕп библиотекăпа тачă çывăх хутшăнать.
Анчах çынсемпе ĕçлемелли профессире специалистăн ăс-хакăлĕнчен, хăйне тытма пĕлнинчен нумай килет. Тÿрех туятăн: Надежда Ефимова ăшпиллĕ, чунĕпе пуян. Аслă çулсенчи çын-и е пĕчĕк шăпăрлансем библиотека алăкне уçса кĕреççĕ-и – пуринпе те вашават. Кашнин валли ырă сăмах тупать вăл. Çынпа калаçма ÿркенмест, итлеме пĕлет, кирлĕ чухне сĕнÿ-канаш пама пултарать, теççĕ ун пирки ял çыннисем.
– Виçĕ ялпа кĕнеке тусĕсен хисепĕ паян 600-е яхăн. Вĕсен йышĕнче пуринчен ытла – шкул çулĕнчи ачасем тата 50-ран иртнисем. Вулакансем кунсеренех нумаййăн çÿреççĕ. Малти Ишекри Михаил Семенов, Вера Иванова, ак, алла кĕнеке тытмасăр пĕр кун та пултараймаççĕ. Вĕренекенсенчен Елизавета Лукина, Ангелина Степанова, Бажена Семенова маттур, илемлĕ литература енне çывăх туртăнаççĕ. Тĕрĕссипе, библиотека нихăш кун та пушă тăмасть, – кĕнекен кирлĕлĕхĕ чакманнишĕн савăнса пĕлтерет Надежда Ефимова.
Кăсăклă куравсем те тăтăшах йĕркелет вăл, ентешĕсене çивĕч темăсемпе калаçу-тĕлпулусене пухать. Ачасем тавракурăма анлăлатакан конкурс-викторинăсене хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсене хальхи вăхăтри ача-пăча хайлавĕсемпе паллаштарма «Асамлă арча» кружок ĕçлет. Çакă – ĕçе паянхи кун улшăнăвĕсене кĕртсе пыни – вулакансен тимлĕхне тытса пыма пулăшать те.
Надежда Витальевна каланă тăрăх, тĕрлĕ жанрлă литература библиотекăна килсех тăрать. Ку ĕç районти тĕп библиотека йĕркеленипе пурнăçланать. Паллах, çÿлĕксене чи малтанах ял çыннисем кăмăллакан, интересленекен кăларăмсемпе ытларах тултарма тăрăшаççĕ.
Тăван библиотекăна парне тăвакансем те пур-мĕн. Çав шутра – халĕ Мускавра пурăнакан Татьяна Петрова. Пензăри Римма Борисова вара тăван тăрăха хăнана килсен пĕр ещĕк кĕнеке кÿрсе килнĕ.
– Юлашки çулсенче çакăн пек пулăма сисрĕм: вулакансем хушшинче чăваш кĕнекин сумĕ ÿсрĕ. Тăван чĕлхепе çырнă çĕнĕрен те çĕнĕ литературăпа паллаштарма ыйтаççĕ. Улькка Эльменĕн, Нелли Петровскаян хайлавĕсем вăрах тытăнса тăмасăр алран-алла куçаççĕ. Геннадий Максимовăн илемлĕ чĕлхепе çырнă калав-повеçĕсем никамăн чунне хускатмасăр хăвармаççĕ. Каламалла, арçынсем вăрçă çинчен вуласшăн, хĕрарăмсене тĕрлĕрен тема кăсăклантарать. Ачасен хăйсен интересĕсем – комикссем, яппун литератури, – паллаштарать библиотекарь.
Чунтан вăй хуни усăсăр пулмасть. Яваплăхпа тăрăшакан çын яланах хисепре пулнине Надежда Ефимован тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Унăн профессионализмне чи çÿллĕ шайра хаклав панă. 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, акă, Малти Ишек хастарĕ – республикăри «Ялти чи лайăх библиотекарь». Конкурса вăл икĕ проектпа хутшăннă. Темисем çивĕч% «Асамлă юмах кăшăлĕ» – юмахсем ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшни çинчен, иккĕмĕшĕ, «ALGBibl» – библиотека ĕç-хĕлне социаллă сетьсенче анлăлатасси пирки. Професси ăмăртăвĕнче 100 ытла çын тупăшнине шута илсен, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçни – пысăк ят-сум.
«,çе чунтан парăннă пулин те, чи хакли маншăн çемье», – тет Надежда Ефимова. Çывăх çыннисене хăйĕн тĕрекĕ тата телейĕ тесе шутлать. Мăшăрĕпе, Алексей Владимировичпа, вĕсем çуралнă ялтах тĕпленнĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ – Мишăпа Маша – халĕ Шупашкарта вĕренеççĕ, професси пĕлĕвĕ илеççĕ. Пушă вăхăтра та алă усса ларма юратмасть вăр-вар хĕрарăм. Пултарулăхĕ хÿхĕм тĕрĕсене хывăнать, илемлĕ япаласем çыхма та ăста.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |