Импортозамещени политикине пула Раççей агробизнесĕ аталанма майсем уçрĕ тата пахалăхлă çĕнĕ шая çĕкленчĕ. Çакăн пек пĕ-тĕмлетÿ тунă экспертсем, 2021 çулхи ял хуçалăх микропереписĕн малтанхи оперативлă кăтартăвĕсене тĕпченĕ май.
Çĕршыв историйĕнче пуçласа ял хуçалăх микропереписĕ пĕлтĕрхи августра иртрĕ. Вăл мĕнпур ял хуçалăх предприятине, коммерцилле мар юлташлăхсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, уйрăм предпринимательсене, çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăхсен пысăк пайне пырса тиврĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, микропереписе ял хуçалăх таварне туса илекен 17 миллион объект хутшăннă.
2016 çулхи микропереписьпе танлаштарсан, усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсем хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата уйрăм предпринимательсен палăрмалла – 2 хут – ÿснĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1,4 хут.
Аграри предприятийĕсен шучĕ 4,7, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата уйрăм предпринимательсен шучĕ 41,9 процент чакнă. Анчах та вĕсенчи ĕç пахалăхĕ ÿснĕ. Юлашки çулсенче çемье хуçалăхĕсем вăй илнĕ. Ялсенче сĕт хатĕрлессипе, çăкăр пĕçерессипе, выльăх-чĕрлĕх пусассипе тата ытти енĕпе мини-заводсем хута кайнă. Ку патшалăх енчен кредитсемпе пулăшу кÿнипе те çыхăннă.
Чăваш Республикинче тĕпчеве 343 ял хуçалăх организацийĕ, 1515 хресчен (фермер) хуçалăхĕпе уйрăм предпринимательсем, халăхăн 237 пин ытла хуçалăхĕ, коммерцилле мар 753 сад-пахча юлташлăхĕ лекнĕ.
2016 çулхи çыравпа танлаштарсан ял хуçалăх организацийĕсен хисепĕ 8 процент чакнă, çĕрсен лаптăкĕ вара пĕр объект пуçне 17 процент ÿснĕ.
Фермерсен йышĕ 45 процент сахалланнă. Ăна пула пĕр хуçалăха пырса тивекен вăтам çĕр лаптăкĕ 3 хут пысăкланнă.
Уйрăм хушма хуçалăх тытакансем 0,3 процент сахалрах. Коммерцилле мар юлташлăхсем 1 процент нумайрах. Кунашкал пĕрлешÿсем Шупашкар районĕнче (163), Шупашкар хула округĕнче (110) ытларах. Пăрачкав тата Елчĕк районĕсенче пĕрер. Элĕк, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай тата Шăмăршă районĕсенче сад тата пахча юлташлăхĕсем çук.
ЧĂВАШСТАТ.
Ноябрь 2024 |