Çĕнĕ çула анчах кĕтĕмĕр пулин те хресчен çуртрисене çураки валли хатĕрлес енĕпе тимлесех ĕçлет.
Район аграрийĕсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 30130 центнер хывнă, çав шутра çурхи тулă - 8800, урпа - 18100, сĕлĕ - 1330, пăрçа - 1100, вика - 800 центнер. Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн специалисчĕсем кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне акмалли вăрлăха 25300 центнер тĕрĕсленĕ, пысăк пайĕ - 22000 центнерĕ - кондицие ларнă.
Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра çулленех паха вăрлăхпа хура çĕре шуратаççĕ. Кăçал та предприятире тырă йăлтах кондициллĕ, ака стандартне тивĕçтерет. Çавăн пекех «Янгорчино», «Мураты», «Победа» кооперативсем, «Санары» агрофирма, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕ ырă ятра. Пĕрчĕллĕ культурăсем йăлтах акма юрăхлă.
Районĕпе илсен, кондицие ларманни - 4100 центнер. Вăрлăх тасалăх енĕпе тивĕçтермест. Паллах, çĕр ĕçченĕсем плана пурнăçлассине тимлĕхрех тытаççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |