Çул çинче çирĕп йĕрке пултăр, çул-йĕр юхăмĕн кашни участникĕ пĕр-пĕрне хисеплетĕр, дисциплинăна пăхăнтăр... Çавна май инкек-синкексене кăларакан сăлтавсем те чакчăр. Çак тĕллевсемпе задачăсене тĕпе хурса тимлеççĕ кунсерен полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем.
Палăртмалла, ĕç-хĕлте чăнах та хăшпĕр улшăнусем пур. Чылай енпе лару-тăрăва лайăхлатма май килнĕ. Тĕп кăтарту та, акă - аварийлĕх шайĕ - виçĕмçулхинчен пĕчĕкрех. Полицин «Вурнарский» пайĕн асăрхавĕнчи икĕ районта пĕлтĕр 26 инкек çырăннă, 2021 çулта вара - 39. Çул çинчи синкерсенче вилнисен шучĕ пĕр шайрах - 6-шар çын.
Вăрттăнлăх мар, эрех ĕçсе машинăпа çÿрени питĕ пысăк хăрушлăх кăларать - хăйсемшĕн те, çуран çынсемшĕн те, ытти водительсемшĕн те. Юрать, вĕсен айăпĕпе тухнă аварисем иртнĕ çул самай сахалрах пулнă: виçĕмçул - 11, пĕлтĕр - 4. Ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем вара пĕрешкел кăтартупах юлнă: 4-шар çырăннă. Телее, кĕçĕннисен пурнăçĕ татăлни пулман.
Вăрнар тăрăхĕпе уйрăммăн илес-тĕк, пĕлтĕр çул çинче 15 инкек пулса иртнĕ. Çапла майпа аварийлĕх шайĕ 37,5 процент чакнине палăртатпăр. Вĕсенче 2 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, 24-ăн аманса суранланнă.
Çул-йĕр хăрушлăхне тĕрлĕрен сăлтав витĕм кÿрет. Анчах, синкерсен тишкерĕвĕнчен куратпăр, чи анлă сарăлнисен шутĕнче - хăвăртлăх режимне уяманни, правилăсене пăсса хирĕç çул çине тухни, транспорт хатĕрĕсем хушшинчи дистанцие пăхăнманни тата ыттисем... Лару-тăрăва тÿрлетме вара ку сăлтавсене тĕплĕн тишкерни тата вĕсене сирме мерăсем йышăнни пулăшĕ. Ку енĕпе вырăнти влаç органĕсемпе тачă çыхăнсах тĕллевлĕ ĕçлеме палăртатпăр.
Çул-йĕр инкекĕсене асăрхаттарасси, тĕрĕссипе, автоинспекторсен кулленхи ĕç-хĕлĕнче - тĕп направленисенчен пĕри. Çав шутра административлă практикăпа анлăн усă куратпăр. Мĕншĕн тесен хăрушсăрлăх правилисене пăсакансене вăхăтра явап тыттарни инкексен сăлтавĕсене сирниех. Иртнĕ çул, сăмахран, «Вурнарский» пайăн ГИБДД сотрудникĕсем тĕрĕслеври Вăрнар тата Элĕк районĕсенче çул-йĕр правилисене пăснă 3560 тĕслĕхе шута илнĕ. Уйрăммăн Вăрнар тăрăхĕпе - 2480. Пуринчен ытла административлă протоколсене водительсем е пассажирсем хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнманшăн ?538%, хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн ?295% çырма тивнĕ. Транспорт хатĕрĕпе хĕрĕнкĕ çÿрекенсем те, шел те, сахал мар. Пĕлтĕр автоинспекторсем районта 111 ÿсĕр водителе чарса çул юхăмĕнчен кăларнă. Çапла майпа вĕсен айăпĕпе тухма пултарнă инкеклĕ лару-тăрусене асăрхаттарнă тесен те йăнăш мар.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма «юратманнисене» укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те явап тыттарнă. Пĕтĕмпе пĕлтĕр икĕ районпа 7841100 ?Вăрнар районĕпе - 5257600% тенкĕ штраф хунă.
Çул çинчи йĕркелĕхе тивĕçтерессипе вырăнти автоинспекторсем малашне те тимлĕ ĕçлĕç.
Геннадий КАЗЫКИН,
полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |