Хăюллă, çивĕч офицер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2023, 09:31 Просмотров: 359

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи аякка кайса пырать пулин те ун паттăрĕсем нихăçан та манăçмаççĕ. Çакă савăнтарать - юлашки çулсенче хăюллă салтаксен фронтри çул-йĕрне тăванĕсем, шкул ачисем тарăннăн тĕпчеме тытăнчĕç. Ятарлă сайтсем, архивсем урлă паян ентешсен наградисем, вăрçăри шăпи пирки пĕлме пулать.

«Ново-Ивановка патĕнчи тапăнуллă çапăçусем вăхăтĕнче Сорокин совет офицерĕ хăюлăх, паттăрлăх, ялта вăйлах çирĕпленнĕ тăшман оборонине ярса илессипе ăнăçлă вăрçма пĕлнине кăтартса панă. Гитлеровецсем артиллерирен тата минометсенчен, пулеметсемпе автоматсенчен татти-сыпписĕр пенĕ. Ново-Ивановка патне пымалли çулсем çине минăсем хурса тухнă. Ку вырăна нимĕçсем йăлтах асăрхав пункчĕсенчен сăнаса тăнă. Февральте шуçăм тухиччен хăюллă командир маневрсем пĕлсе туса пулеметсене ăнăçлă вырăна лартнă, вĕçĕмсĕр персе тăшманăн ултă çулăм точкине путлантарнă. Çапла хамăрăн пехотăна малалла кайма, атака пуçлама май панă. Командир - патриот, вăл чи малтан «Максимпа» яла вĕçтерсе кĕнĕ, гитлеровецсене пулеметран тĕл пеме тытăннă, нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп туса Ново-Ивановкăна илме май уçнă.

Сорокин совет салтакĕ - ăслă-тăнлă командир, пĕчĕк çухатусемпе яла илме, вăйлă çулăмпа нимĕçсем хушшинче паника çуратса вĕсене оборона рубежне хăварттарма пултарнă...».

Мухтавпа тулнă çак йĕркесем пирĕн ентеш - Услапа Нурăсра пурăннă Георгий Федорович Сорокин пирки. Гварди аслă лейтенанчĕ, гварди 60-мĕш стрелковăй дивизин гварди 177-мĕш стрелковăй полкăн пулемет ротин командирĕ. 1913 çулта çуралнă. Пĕртăвансем тăваттăн çитĕннĕ: Андрей, Игнатий, Георгий тата Екатерина.

Георгий Федорович срочнăй службăна Инçет Хĕвелтухăçĕнче ирттернĕ. Çар ĕçĕ килĕшнĕ ăна, çавăнпа та демобилизаци вăхăчĕ çитсен те тăван яла таврăнман вăл, службăна малалла тăснă.

1939 çулта отпуска килсен авланнă. Мăшăрне Анастасия Илларионовнана та пĕрле илсе каясшăн пулнă, анчах та вăл вырăсла пĕлменрен аякри çĕре куçма килĕшмен. Вара Георгий Федорович та контракта татса çуралнă тăрăхрах юлнă. Калинино исполкомĕнче ДОСААФ председателĕнче ĕçлеме пуçланă. Мускавра «Выстрел» училищĕре запасри офицерсен курсĕнче вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансан фронта ăна çав çулах июльте илнĕ.

Кăнтăр-Хĕвеланăç, 3-мĕш Украина тата 1-мĕш Белорусси фончĕсен йышĕнче çапăçнă. Тăватă хутчен аманнă - икĕ хутчен çăмăл, икĕ хутчен йывăр.

«Апай ?хунямăшне - Анастасия Илларионовнана çапла чĕннĕ – авт.% хунеçене вăрçă суранĕсем аптăратнине кура мĕн виличчен упăшкипе çар служби вырăнне кайманшăн кулянса пурăнчĕ. Якур та аманмастчĕ, тетчĕ», - пĕлтерет кинĕ Елена Михайловна Сорокина.

Вăрçăри паттăрлăхшăн Георгий Федоровича II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, Александр Невский орденĕпе, медальсемпе наградăланă.

Вăрçăран таврăнсан паттăр офицер Кăмпалта ял Совет председателĕнче тăрăшнă. Вăл çав тери ăслă-тăнлă, хутла лайăх пĕлнĕ çын пулнă. Ял-йышпа та аван хутшăннă. Ял халăхĕ справка илме килнех килсе çÿренĕ иккен. Калаçса ларма та вĕсем патне час-часах йышлăн пуçтарăннă.

Георгий Федоровичпа Анастасия Илларионовна пилĕк ывăлпа пĕр хĕре кун çути панă. Паянхи кун виçĕ ачи пурăнаççĕ. Еленăпа ?вăл нумай çул Вăрнар райповĕнче тĕп экономистра ĕçленĕ% Виталий Шупашкарта тĕпленнĕ. Валерий мăшăрĕпе Кивьял Нурăсра уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă.

- Хунеçе пурнăçран уйрăлнăранпа апрелĕн 26-мĕшĕнче вунă çул çитрĕ. Апай 86 çулччен пурăнчĕ. Вăл дояркăра вăй хунă. Пурнăçĕ çăмăл пулман - 14 çултан телятницăра тăрăшнă, - кăмăллăн пĕлтерет кинĕ Елена Михайловна.

Ун мăшăрĕ, Валерий Георгиевич Сорокин, ĕмĕр тăршшĕпех «Броневик» колхозра зоотехникра ĕçленĕ. Бухгалтер ĕçне те пурнăçланă, весовщик та пулнă.

Сорокинсен йăхĕнчен çар çыннисем татах тухнă. Георгий Федоровичăн пĕртăванĕн, Унтрин ывăлĕ - Валерий Андреевич Федоров тинĕс-çар аслă шкулне пĕтернĕ, контр-адмирал, нумай çул Тинĕс-çар флочĕн судоремонт завочĕсен управленине ертсе пынă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика