Йышăнма йывăр хăрушă инкек. Çемйисен - тÿсме çук хуйхă. Иртнĕ эрнере Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕ çывăхĕнче 8-9 çулсенчи виçĕ хĕрача харăсах путса вилнĕ. Вĕсем аслисене пĕлтермесĕрех Кĕçĕн Çавал юханшывĕ патне тухса кайнă иккен. Çакна та каласа хăвармалла: инкеке лекнĕ хĕрачасенчен иккĕшĕ - Вăрнар округĕн çыннисен ачисем.
- Малтанхи тĕпчевсем тăрăх, шел те, хĕрачасем тĕрĕслемен, ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕ май пурнăçран уйрăлнă. Вĕсене, чылай вăхăтлăха çухалнине кура, шырама тытăннă. Анчах чĕрĕ-сывă тупайман, каçхине шывран туртса кăларма тивнĕ. Хĕрачасене хирĕçле киревсĕр ĕç тунин паллисем çук. Вĕсен тумтирĕ, ытти япалисемпе мобильлĕ телефонĕсем çыран хĕрринче выртнă. Инкек мĕнле тухнине палăртма тĕрĕслевсем пыраççĕ, - пĕлтерет Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.
Ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхе следстви органĕсем те, республика прокуратури те, МЧС тата ШĔМ службисем те тÿрех асăрхава илнĕ. Тĕрĕслевсем тăрăх ачасен хăрушсăрлăхне, вĕсем аманса-сусăрланассине асăрхаттарассине мĕнле тивĕçтернине те хак парĕç.
Тепĕр хут аса илтеретпĕр, шыв-шур хĕрринче çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче асăрхануллă пулмалла! Çулла уйрăмах вăйлă юхăм ?çав шутра - шыв айĕнчи те%, тарăн авăрсем тата тĕпĕнчен тапакан сивĕ çăлкуçсем, правилăсене пăхăнманни хăрушлăх кăлараççĕ.
ИНКЕКЛĔ ЛАРУ-ТĂРУ АН ТУХТĂР ТЕСЕН, АН МАНĂР!
ятарласа тĕрĕслемен, хатĕрлемен, хăвăр пĕлмен вырăнта шыва кĕме*
ачасен аслисемсĕр ишме, юханшыв-пĕве çывăхне пыма*
ятарласа уйăрнă вырăнтан аякка ишсе кайма*
кимĕсемпе катерсем, катамарансемпе гидроциклсем тата ытти хатĕрсем патне пыма*
кимĕсемпе причалсем, ытти сооруженисем çинчен шыва сикме*
ачасен шыв-шур çывăхĕнче мечĕкпе тата ытти спорт вăййисене выляма, пĕр-пĕрне путарса, чăмса ашкăнма*
хăмасемпе пĕренесем, вĕрсе хăпартнă камерăсемпе матрацсем çинче аслисемсĕр тата çиллĕ çанталăкра ишме*
шыва чăмса вăрах вăхăт тытăнса тăма - ЮРАМАСТЬ!
Чикĕ хÿтĕлевçисене чысласа
Вырсарникун Вăрнар округĕнче Пограничник кунне халалланă мероприятисем анлăн иртрĕç. Поселокри тĕп уявпа пĕрлех ялсенче те чикĕ хуралçисене чысланă.
Хапăс салинче, акă, погранçарсенче тăнисен пуçаруллă ушкăнĕ чикĕ юпине тата флагшток вырнаçтарнă. Упнер территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов пограничниксене саламланипе пĕрлех обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн, тăван тăрăх хăтлăхне йĕркелеме пысăк тÿпе хывнăшăн та тав тунă.
Аçăмçырми ялĕнче пурăнакансемшĕн те çак кун паллă пулăмпа асра юлĕ. Кунта та вырăнти хастарсем тăрăшнипе Тăван çĕршывăн чиккисен çирĕплĕхĕн символне - пограничник юпине - уçнă. Хăй вăхăтĕнче чикĕ хуралĕнче службăра шанчăклă тăнă ентешĕсене тата ял çыннисене территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Карезин тата çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕ Эдуард Матвеев саламланă. Активистсене астăвăм медалĕсемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă.
Ентешĕсем патне хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Журавлевран та ăшă салам сăмахĕсем çитнĕ. Вĕсене Эдуард Матвеев урлă пĕлтернĕ. Сăмах май, Александр Журавлев - тăван ялти палăк строительствин пуçаруçисенчен пĕри.
Çавăн пекех Раççей Погранçарĕсем йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнине халалланă уявра Хирпуç ялĕнче те чикĕ юпине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |