Пĕрлехи информаци кунĕсенче влаç представителĕсем патне ыйтусем чылай килеççĕ. Вулакансене май уйăхĕн 17-мĕшĕнче панă ыйтусен хуравĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.
Халăхран сĕте çав тери йÿнĕпе туянни хумхантарать, - ыйтнă Туçи Çармăсра пурăнакан.
Чăваш ен Ял хуçалăх министерстви çакăн пек хурав парать:
- Муниципаллă округсен администрацийĕсен информацийĕ тăрăх, май уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăра сĕте халăхран вăтамран 15,4 тенкĕпе пуçтарнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 39,1 процент пĕчĕкрех.
Чĕрĕ сĕтĕн хакĕ чакнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен: 2022 çулхи кăтартусемпе çĕршывра сĕт ĕçесси чакнă, çав вăхăтрах сĕт туса илесси ÿснĕ - пилĕк çулта 2,2 млн тоннăна яхăн ытларах сĕт суса илнĕ. Чăваш Республикинче пĕлтĕр 461,7 пин тонна, 2018-мĕшĕнче - 411,8 пин тонна. Унсăр пуçне, санкцисене пула сĕт экспорчĕ чакнă, импорт вара ÿснĕ.
Çуркуннехи-çуллахи вăхăтра çулсеренех халăхран пухакан сĕт хакĕ пĕчĕкленет. Ĕнесем пăруланипе хушма хуçалăхсенче сĕт ытларах суса илни те хака йĕркелесси çине витĕм кÿрет.
Чăваш ен Экономика министерствин информацийĕ тăрăх, ял хуçалăх таварне туса илекенсене, фермер хуçалăхĕсене тата килти хушма хуçалăх тытакансене пулăшма пасарсенче, ярмăрккасенче сĕт сутма тÿлевсĕр е çăмăллатнă условисемпе вырăнсем уйăраççĕ.
Сĕт сутассин тăнăçлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе граждансене патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма сĕнетпĕр. Самозанятăй мелпе регистрациленнисене техника туянма, выльăх шутне ÿстерме тата ытти тăкаксене 40 процент таран саплаштараççĕ.
Çавăн пекех çынсем потребитель кооперацийĕсене пĕрлешсе производство объекчĕсене тума, юсаса çĕнетме, оборудованипе техника туянма, вырнаçтарма гранта тивĕçме пултараççĕ. Вĕсен сĕте юр-варпа ĕçлекен предприятисене хаклăрах хакпа сутма е хатĕр сĕт продукцийĕн производствине йĕркелеме май пур.
Патшалăх пулăшăвĕ пирки Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче пĕлме пулать.
Туçи Çармăсра мобильлĕ çыхăну çук. Кунта телефон вышкине вырнаçтарма пулмасть-ши/
Чăваш ен Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви хуравлать:
- Ку яла мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтерес тесен çĕнĕ антенна-матч сооруженине туса лартмалла. Хальхи вăхăтра Раççее хирĕç хунă экономика санкцийĕсен условийĕсенче çыхăну операторĕсем халăха мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтерес тата сетьсене кăлтăксăр ĕçлеттерес тесе чылай вăй хураççĕ. Çыхăну инфраструктурине йĕркелес ыйтусемпе ĕç пырать, анчах та хальлĕхе çак вăхăтрах регионта çĕнĕ база станцийĕсене çĕклессине çирĕплетсе калама çук.
Палăртмалла, мобильлĕ çыхăну япăх тытни вырăнти уйрăмлăхсемпе, çуртсем ăçта ларнипе, метеорологи условийĕсемпе, абонент оборудованийĕ ăçта вырнаçнипе, радиочăрмавсемпе, çыхăну каналĕсем тулса ларнипе, абонент оборудованийĕ çине вырнаçтарнă программăпа, ыттипе çыхăнма пултарнă.
Çакна пĕлтеретпĕр, 2019 çулта сирĕн ял варринче цифра танмарлăхне пĕтерес тĕллевлĕ федераллă программăпа Интернетпа тÿлевсĕр усă курмалли точка вырнаçтарнă. Радиосигнал радиусĕ – 100 метр. Web-ресурспа мобильлĕ телефон, смартфон, ноутбук, планшет тата Wi-Fi тытакан ытти устройствăсем урлă усă курма пулать.
Ку ял «Мегафон» ПАО тата «Вымпелком» ПАО ?Билайн% çыхăну операторĕсем ĕçлекен зонăна кĕрет, 4G тытать. Çавăнпа та кунта пурăнакансене ку сетьсемпе усă курма сĕнетпĕр.
Хушса çакна калатпăр: пĕчĕк ялсене пахалăхлă çыхăнупа тивĕçтересси кун йĕркинчен тухмасть. Ку енĕпе операторсемпе, муниципаллă влаçпа хутшăнса ĕçлетпĕр.
Ноябрь 2024 |