Çирĕплĕхпе ĕненÿ хавхалантарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.06.2024, 14:07 Просмотров: 173

Çыннăн чун-чĕринче тĕрĕслĕхшĕн çунни, яваплăха туйни вăйлă-тăк, унăн шухăш-тĕллевĕсем çирĕп. Çутă тивĕç, пĕрлĕх, çынлăх ... мала тухать уншăн.

- Кÿршĕллĕ çĕршывра вырăс халăхĕ чылай çул хĕсĕрленĕве тÿссе пурăннине курма-илтме питĕ йывăрччĕ. Çĕнĕ нацистсен тискерлĕхĕ хаярланса пырса пирĕн чикĕсем çывăхнех çитнине кура ĕнтĕ ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Çĕршыв чĕнĕвĕпе салтаксемпе офицерсемпе пĕрле нумайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе, контракт мелĕпе, мобилизци йĕркипе çак усалпа кĕрешме тăчĕç. Манăн та срочнăй службăри çар опычĕ пур, вăйпитти, йывăрлăхсене чăтма пултаратăп тесе шутларăм. Хамăн та пулăшма хутшăнас шухăш тĕвĕленчĕ, кунран-кун вăйланса пычĕ вăл. Чĕрене патриотлăх текен туйăм та хускатрĕ пулĕ: йывăр вăхăтра ыттисем çапăçу хирĕнче пулнă чух аякра тăрас килмерĕ, - ăнлантарчĕ, акă, çара хăй ирĕкĕпе тухса кайнине Малти Ишекри Алексей Ефимов.

Пĕлтĕртенпе вăл контракт мелĕпе ятарлă çар операцийĕнче çар задачисене пурнăçлать. Унпа, кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕскерпе, салтакшăн хаклă уявсем - Пограничник тата Çар водителĕн кунĕсем - умĕн тĕлпулса калаçма май килчĕ. Ахальтен мар çывăх вĕсем уншăн: срочнăй службăра Алексей чикĕ хуралĕнче тăнă, СВО-ра халĕ - çар водителĕ.

Вăрçă вăрçах, хăрушлăх кашни çеккунтрах çумрах. Çемье пуçĕ çар ретне тăрассине йышăнма çăмăл пулман, паллах, мăшăрĕпе ачисене. Анчах чĕрере пăлхану, шикленÿ пулнă пулсан та шухăшне улăштарма ÿкĕтлемен, тет мăшăрĕ Надежда. Лайăх ăнланнă: упăшки тĕллев лартрĕ-тĕк, вăл уншăн пĕлтерĕшлĕ, сăваплă - ăна пурнăçа кĕртетех.

Тепĕр чухне усал чĕлхеллисенчен «СВО-на укçашăн каяççĕ, вĕсене лайăх тÿлеççĕ» тенине те илтме пулать. Тем тесен те, Алексей пирки мар çакă. Çапăçу хирне тухса кайиччен вăл «Мостотрест - сервис» пысăк организацире тăрăшнă, çĕнĕ М-12 автотрассăн Владимир облаçĕнчи участокне пăхса-асрăхаса тăрассипе тимленĕ вĕсем. Шалăвне те çемйи ытлă-çитлĕ пурăнмалăх кунтах тивĕçлĕ ĕçлесе илме пултарнă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, çар операцине хутшăнас йышăну пĕлтĕр çулла ывăлне салтака ăсатсан татăклăн çирĕпленнĕ унăн. Текех иккĕленмен: хыççăнах ашшĕ хăй те çар комиссариатне çул тытнă. Çапах шутланине пурнăçлама тÿрех май килмен-ха. Военкомата темиçе те çитнĕ вăл, пиллĕкмĕш хутĕнче кăна ыйту майлă татăлнă. Çакăн хыççăн вара Шупашкарти пунктра контракт çырнă.

Ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисенче Малти Ишек хастарĕ пĕлтĕрхи сентябрьтен. Унччен Мускав облаçĕнче вĕренÿ витĕр тухнă: хĕсметре пулнăранпа чылай вăхăт иртнĕ те, çар ĕçне çĕнĕрен хăнăхнă.

«Малтанах чăвашсен «Сура» мотострелковăй батальонĕ йышĕпе пухнăччĕ пире. Вырăна çитсен, ăçта хăш çар специальноçĕсем кирлине кура, пайласа ячĕç. Эпĕ, çар водителĕ пулнă май, пурлăх тивĕçтерĕвĕн батальонĕн тытăмне кĕтĕм. Кременная, Рубежное енчи стратегилле пĕлтерĕшлĕ территорисенче çар задачисене пурнăçлатпăр, - пĕлтерчĕ кĕскен кăна Алексей, служба пирки калаçнă май. Паллă ĕнтĕ, çар вăрттăнлăхĕ - кун çинчен уççăн пĕлтерме юрамасть.

Ытларах вăхăт, хăй каланă тăрăх, пысăк цистернăсемлĕ КамАЗ рулĕ умĕнче вăл. Фронтăн умри линине çунтармалли-сĕрмелли материалсене çитерсе парассишĕн яваплă. Çавăн пекех салтаксен ушкăнĕсене пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарассине тата ытти тивĕçсене те пурнăçламалла. «Умри линине тухасси яланах хăрушлăхпа çыхăннă, тăшманăн дронĕсем те «çывăрмаççĕ». Пĕрмаях сыхă пулма тивет. Апла пулин те хăрама вăхăт çук, çапăçусен вырăнне мĕн кирлине вăхăтра çитерсе памалла», - хуравларĕ вăл хăрушлăх пирки ыйтсан.

Салтакăн тÿпи ăçтан çăмăл пултăр ĕнтĕ. Лăпкăлăх пирки ĕмĕтленмелли кăна. Йăла условийĕсем те ансат мар. Çĕр айĕнчи блиндажсем, апат-çимĕçĕ мĕн пурри, çăвăнасси-тасаласси те хутран-ситрен... Апла пулин те ÿпкевлĕ сăмахсем пулмарĕç салтакăн. «Канлĕх-ырлăх çинчен кайран шутлăпăр, халĕ йывăрлăхсене пăхмасăрах тĕллевĕ пĕрре - тăшманăн вăйне путарса хăвăртрах çĕнтермелле», - терĕ вăл.

Çапла, чун çирĕплĕхĕпе ĕненÿ хавхалантараса пырать вĕсене кăткăс самантра. Тата - килте çывăх çыннисем шанни, кĕтни. Май пур чухне яланах килтисемпе çыхăнма, шăнкăравласа темиçе сăмах та пулин калаçма тăрăшнине пĕлтерет Алексей. Вĕсен сассине илтсен чунра лăпкăрах, ăшăрах тет.

Сăмах май, инçетре те кампа тăван тăрăха аса илмелĕх, чăвашла чун уçса калаçмалăх пурри савăнтарать. Ротăра вĕсем пĕр шкулта вĕреннĕ, Çăлкас Кăкшăмра çуралса ÿснĕ тантăшĕпе çума-çумăн. Тăван Малти Ишек шкулĕнчен çитнĕ посылкăсене, хавхалантаруллă çырусене те, акă, пĕрлех хĕпĕртесе йышăннă. Аякри хĕçпăшал сасси янăракан çĕр çинче çакă та пысăк хавхалану - посылкăсенче тăван кĕтесĕн пĕр пайĕ тейĕн. Вĕсене пухнă учительсемпе вĕренекенсене, ял çыннисене, ăшă çырусене шăрçаланă ачасене кашнине чунтан тав тăваççĕ салтаксем.

- Раççей çарĕ хăйĕн хăватне, пĕрлĕхне кăтартса нацистсен ушкăнĕсене аркатса малаллах куçса пырать. Шанатпăр, çĕнтерÿ инçе мар. Ăна çывхартма хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр, - палăртать СВО салтакĕ Алексей Ефимов.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика