Туслă çыхăну татах та çирĕпленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2024, 14:26 Просмотров: 208

Чăваш енĕн пысăк делегацийĕ - промышленноç, аграри, стро-ительство, транспорт, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ сферисен представителĕсем, Правительство членĕсем тата парламентарисем - Беларуç Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. «Беларуçри ĕçтешсене эпир питĕ хисеплетпĕр. Пĕрле пурнăçа кĕртмелли пĕрлехи проектсене сÿтсе яватпăр», - палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çулçÿрев тĕллевĕсем пирки.

Калаçса килĕшни пĕтĕмпех пурнăçланĕ

Çакăн пек çирĕплетнĕ Беларуç Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко Чăваш ен делегацине йышăннă май.

«Александр Григорьевича Чăваш енпе çыхăнса ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп, - тенĕ Олег Николаев. - Икĕ регионăн коопераци хутшăнăвĕсем анлăлансах пыраççĕ. Пирĕн пĕрешкелли нумай, вăйлă аталаннă промышленноç, агропромышленноç комплексĕ, вĕрентÿ тытăмĕ… Беларуçри ĕçтешсем шăмă сыпписене сиплес, уйрăмах вĕсене улăштармалли операцисем тăвас тĕлĕшпе, йывăрлăхсем пуррине пĕлтерчĕç. Пирĕн республикăра федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ ку енĕпе пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парать. Эпир Санкт-Петербургри специалистсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, хамăр çĕршывра туса кăларнă материалсенчен шăмă сыпписем хатĕрлетпĕр».

Олег Николаев Чăваш енри центр Беларуçран 300-е яхăн çынна йышăнма, ортопедире медицина пулăшăвĕ пама хатĕррине пĕлтернĕ. Çитес вăхăтра Чăваш Республикинче клиника больницин строительствине пуçармалла. Унта, Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, Беларуçри строительство отраслĕ витĕмлĕ пулăшу пама пултарĕ. Тăванла республикăран илсе килнĕ строительство материалĕсем импорта улăштарма та, укçа-тенке перекетлеме те пулăшĕç. Александр Лукашенко çавăн пекех Чăваш енри хăмла производствипе кăсăкланнă.

Тавар ытларах ăсатаççĕ

Пĕрлехи экономика хутшăнăвĕсене аталантарни лайăх результатсем пани курăнать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтартусем савăнтараççĕ: Чăваш енрен Беларуçе продукци экспортне 53 процент ÿстерме пултарнă.

- Кăçал çĕнĕ контрактсем те çырнă. Сăмахран, «Чувашкабель» кабель-проводник продукцине, «Элкон» общество çĕнĕ йышши лак-сăрă материалĕсене ăсатаççĕ. Çавăн пекех Беларуçри предпринимательсемпе çыхăну тытассипе пирĕн машиностроени, электротехника профилĕн предприятийĕсем те кăсăкланаççĕ, - пĕлтернĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

Каласа хăвармалла, Чăваш енри пĕчĕк тата вăтам бизнеса туслă çĕршывсемпе суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсене аталантарма «Халăхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕ витĕмлĕ пулăшать.

Йăхташăмăрсемпе тĕл пулнă

Олег Николаев Минск хулинче Беларуçри чăвашсен «Атăл» пĕрлĕхĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă.

«Çуралса ÿснĕ тăрăхран аякра пурăнсан та сире чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упранăшăн тав тăватăп. Раççей Федерацийĕн тата Беларуç Республикин Президенчĕсем союзлă патшалăхсен аталанăвне вăйлатассишĕн, хутшăнăвĕсене çирĕплетессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Ĕçтешлĕх мелĕсем тата та пуррине куратпăр. Çак кунсенче эпир ял хуçалăх, промышленноç, машиностроени, строительство, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ тата ытти тытăмри ыйтусене сÿтсе яватпăр», - палăртнă вăл калаçу вăхăтĕнче.

Тĕлпулура çавăн пекех «Атăл» пĕрлĕхĕн членĕсем малашлăхра чăваш чĕлхине тата культурине аталантарас тĕлĕшпе тума палăртакан ĕçсене сÿтсе явнă. Олег Николаев йăхташăмăрсем Чăваш енри театрсен гастролĕсене Беларуçра йĕркелеме сĕннине ырланă. Беларуç Республикин Культура министерствипе ку ыйтăва татса пама май килессине пĕлтернĕ.

Беларуçра икĕ çулта пĕрре наци культурисен фестивальне йĕркелеççĕ. «Атăл» пĕрлĕх ертÿçи Геннадий Александров Шупашкар хулинчи пултарулăх коллективĕсене унта хутшăнма йыхравланă.

Шкул ачисем экскурсие çÿрĕç

Чăваш енри шкул ачисем Беларуçри паллă вырăнсене кайса курма пултарĕç. Беларуç тата Чăваш Республикисен Вĕрентÿ министерствисем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас, шырав юхăмне аталантарас, патриотизм акцийĕсем йĕркелес тата «Чĕрĕ уроксем» ирттерес тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ.

«Эпир Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытас тĕлĕшпе пур енлĕн ĕçлетпĕр, шырав юхăмне аталантаратпăр, музей ĕç-хĕлне вăйлататпăр, ăслăлăх тĕпчевĕсене ирттеретпĕр. Беларуçра ĕçлĕ визитпа пулнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 80 çул çитнине халалланă нумай мероприяти ирттерме калаçса татăлтăмăр», - пĕлтернĕ Олег Николаев.

Сăмах май, шкул ачисене Беларуç Республикинче кăтартма палăртнă паллă вырăнсен шутĕнче Брест крепоçĕ, Минск хули, Хатынь пулма пултарĕ.

Регионсен ĕçтешлĕхĕ çирĕпленĕ

Раççей Федерацийĕн Беларуç Республикинчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕ Борис Грызлов Чăваш ен Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне ăнăçлă хатĕрленине палăртнă. Олег Николаев ăна пурнăçа кĕртни 2030 çул тĕлне халăх йышне 150 пин çын чухлĕ ÿстерессине палăртнă. Вăл республика территорийĕн 20 яхăн процентне тата Чăваш енре пурăнакансен 80 яхăн процентне пырса тивет.

Чăваш ен Пуçлăхĕ посолпа тĕл пулнин тĕллевĕ - регионсен икĕ енлĕ ĕçтешлĕхне аталантарасси. Чăваш тата Беларуç Республикисен суту-илÿпе промышленноç çаврăнăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, вăл 96 миллион долларпа танлашнă. «Борис Вячеславовича Беларуçри ĕçтешсемпе строительство тата вĕрентÿ сферинче пĕрле пурнăçлама палăртнă проектсем пирки каласа кăтартрăм. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ тĕлне Брест крепоçне хÿтĕленĕ ентешсен шăпине тĕпчес енĕпе тĕплĕнрех ĕçлеме пуçласшăн, - пĕлтернĕ Олег Николаев. - Ĕнер Канаш тата Осиповичи хулисен тăванла хутшăнăвĕсене çирĕплетрĕмĕр. Цифра сервисĕсемпе усă курасси пирки те калаçрăмăр. Беларуçри ĕçтешсем, сăмах май, бюджет тытăмĕнче пирĕн «Кейсистемс» компанин программисене ĕçе кĕртнĕ»

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика