Республикăри культура ĕçченĕсенчен чылайăшĕ – аслă ÿсĕмри çынсем. Творчество специалисчĕсене, уйрăмах çамрăксене, яла явăçтарас тĕллевпе çитес çултан çĕршывра «Земство культура ĕçченĕ» программа ĕçлесен каять. Пĕчĕк хулана е яла куçса килнĕшĕн - миллион тенкĕ.
Анчах та энтузиастсем паян та пур. Вĕсем шалу пысăк мар пулин те культура сферине килеççĕ. Сăмахран, Мăн Хирлепри Стрельниковсем. Çамрăк мăшăр темиçе çул каялла кунта куçса килнĕ. Вĕсем ял клубĕнче тата библиотекăра ĕçленĕ.
Эпир пынă чух «Семь струн» музыка ушкăнĕ ?унта хĕрачасем те, арçын ачасем те çÿреççĕ% вырăс рокĕн хичĕсем тăрăх репетици ирттеретчĕ. Чăн-чăн эстрада ушкăнĕ пекех.
Тĕрĕссипе, коллектив ăнсăртран йĕркеленнĕ темелле. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе.
- Пĕрре номер хатĕрлес терĕмĕр. Эпĕ акустика гитарипе вылятăп, ман мăшăрăм, Наталья, юрлать. Çапла сцена çине тухрăмăр. Куракансем кун хыççăн пĕри те тепри ачисене гитарăпа калама вĕрентме ыйтрĕç, - кăмăллăн пĕлтерет Илья Стрельников.
Кăмăл тăвакансем пĕрре е иккĕ мар, ытларах та - мĕншĕн ушкăн йĕркелес мар, шухăшланă вăл. Бас тата электрогитара пур. Барабансене туянма вара интернет пулăшнă. Совет тапхăрĕнчи, хакĕ те тивĕçтернĕ. Хăть мĕн чухлĕ çапсан та стройран тухас çук.
- Ман шутпа, пурнăçра тĕллеве пурнăçлас тесен хăвăн вăйна хывмалла, - тет Илья Стрельников.
Çакăн пек шухăшпа пурăнаççĕ те ĕнтĕ вĕсем. Культура отрасльне, чăннипе, Ильяна мăшăрĕ Наталья илсе килнĕ. Пĕтĕмпех 2022 çулта ăна Чăрăшкас Хирлепри клуба чĕннинчен пуçланнă. Ачалăхри ĕмĕчĕ - сцена çине тухасси - пурнăçа кĕнĕ. Компанишĕн тенĕ пек Илья та унпа тăтăшах культура çуртне çÿренĕ: кунта пăта çапмалла, унта çÿлĕк чалăшнă - арçын валли ĕç тупăнсах пынă. Тен, татах та çапла çÿрĕччĕ-и, анчах библиотекарь вакансийĕ тупăннă. Илья унта ĕçлеме килĕшнĕ.
Библиотека клубăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Çавăнпа та икĕ ĕçе çыпăçтарма та меллĕ.
Вулав залĕнчи шăплăха гитара сасси татать. Кĕнеке хыççăн - музыка паузи. Вулакансене ку килĕшет. Шкул ачисемпе библиотека гимне те шутласа тупнă.
Илья – Киров облаçĕнчен. Мăшăрĕ пирĕн тăрăхран. Чăваш ялне шăпа илсе çитернĕ. Мăшăрĕн аслашшĕ пĕчченех тăрса юлнă, ăна хуçалăх тытса пыма пулăшма тивнĕ. Каярахпа çурт çамрăк ăрăва куçнă.
Яла куçас шухăш вĕсен унччен те пулнă-ха. Хула пурнăçĕ хăйсене валли марри пирки пĕрре мар калаçнă çамрăксем.
- Чи малтанах, Мускав облаçĕнчен куçса килсен, Илья чăх вити, утă сарайĕ, кайран ĕне вити туса лартрĕ. Эпир хушма хуçалăха аталантарас шухăшлăччĕ. Вите те 7 пуç выльăх вырнаçмалăх. Анчах та ял хуçалăхĕ вырăнне пирĕн культура пурнăçĕ пуçланчĕ, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Наталия Стрельникова.
Сакăр ĕнерен пĕр ĕнине кăна хăварнă. Килти сĕтрен тĕрлĕ сыр пĕçереççĕ. Кил хуçи хăй ăсталанă трактор та хуçалăхра нумай пулăшу кÿрет. Ялти пурнăç, культурăри ĕçĕ пирки интернетра каласа кăтартма та ÿркенмеççĕ вĕсем.
Ялта чи кулянтараканни - çамрăксем сахалли. Шел те, нумайăшĕ паян ялта тĕпленесшĕн мар. Тен, «Земство культура ĕçченĕ» нацпроект çак çитменлĕхе пĕтерме май парĕ/ Миллион тенкĕ - старт валли лайăх хывăм.
Ĕç условийĕсем те тивĕçлĕ пулмалла. Нумаях пулмасть, ак, Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче çутă тата сасă оборудованине çĕнетнĕ. Тĕплĕ юсав та кирлех. Хĕлле пÿлĕмсенче сивĕ. Концертсемпе çынсем ăшăра киленччĕр, ĕмĕтленеççĕ Стрельниковсем. Капла кружоксене те ытларах çын çÿреме пуçлĕ...
Стрельниковсем мал ĕмĕтлĕ. Вĕсем профессие улăштарма шут тытнă - халĕ иккĕшĕ те педагогика пĕлĕвне илесшĕн.
Вероника ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |