Ентешсем пурнăçĕсене шеллемесĕр тăшманпа паттăррăн çапăçнă чухне тылри халăх та канлĕ ларманнине аван куратпăр. Вăрнар округĕнче пурăнакансем уйрăмах пысăк чунлăхпа палăраççĕ - ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпах фронтри салтаксене пур енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ.
Хĕл çывхарса пынă май, округра окоп çуртисем хатĕрлес ĕç вăйланчĕ. Пуканкасси ялĕн хастарĕсем ку енĕпе - тĕслĕх кăтартакансенчен пĕрисем. Чăннипех тĕлĕнмелле маттур та правур вĕсем. Чĕрисем ыркăмăллăхпа, пĕрлĕх туйăмĕпе тулнине çак кунсенче татах та çирĕплетме май пулчĕ.
Пуканкасси клубĕ патне çывхарсанах темĕн шакканă сасă илтĕнчĕ. Иккен, маттур хĕрарăмсем парафин плитисене пуртăпа çапла вĕтетеççĕ. Кашни вĕт пайĕ паян çав тери кирлине, хаклă пулнине аван пĕлеççĕ вĕсем, çавăнпа та типтерлĕ ĕçлеççĕ. Пĕр пĕрчĕкĕ те аяккалла ан сирпĕнтĕр тесе парафина миххе чиксе ваклаççĕ.
Технологийĕ паян вĕсемшĕн çав тери ансат. Пĕлтĕртенпех ку ĕçпе тимлеççĕ вĕт! Чи малтан, пуçламăшĕнче, интернетри мастер-класс майĕн тăрмашни аякка юлнă ĕнтĕ. Халĕ пуканкассисем хăйсен опытне кирек кампа пайлама пултараççĕ.
Вакланнă парафин тÿрех чейник-кастрюле лексе вĕри плитка çине вырнаçать. Тепĕр савăчĕ - кăмака çине. Ĕçе хăвăртлатас тесе пĕр пайне клубран инçех мар пурăнакан Лиана Григорьева килте, газ çинче те, шăратать.
Клубăн пĕр пÿлĕмĕ чăн-чăн цеха çаврăннă тейĕн. Çĕр-çĕр банка çурта валли шăкăрин хатĕр ларать! Сахалтан та - 700 штук!
- Окоп çуртисем валли симĕс пăрçа, кукуруза банкисем аван. Вĕсем вăрахрах çуннине кура кунашкаллисем пирĕн ĕçĕн пысăк пайĕ пулса тăраççĕ. Çавăн пекех тушенка савăчĕсемпе те усă куратпăр, - пĕлтерчĕ ял старости Альбина Фомина.
Банкăсене, ытарлă каласан, «тĕнчипе» пуçтарса параççĕ. Маларах ял çыннисем, шкул ачисем, Калининăри шкул-интернат çитерсе панă. Халĕ вара Шупашкар хулинче пурăнакансем те савăтсене пуканкассисем валли пухса пыраççĕ.
Ирĕлтернĕ парафина тултариччен банкăна гофрокартона кирлĕ пек касса вырнаçтараççĕ. Вăл шăпах фитиль вырăнĕнче. Маçтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, хытă хут шĕвеке хăй çине «ĕмсе» илет, çавăнпа та çуннă чухне çурта пачах та тенĕ пек тĕтĕм кăлармасть.
Калаçнăçемĕн ушкăн пысăкланса та пысăкланса пырать. Ак, пĕрин хыççăн тепри ик алă тулли коробкăсем çĕклесе килчĕç. «Лавккаран, почтăран илсе тухрăмăр», - терĕç.
Туслăн ĕçлекен ушкăна сăнама чăннипех кăмăллă. Пĕрисем парафинпа ĕçленĕ вăхăтра теприсем картона касаççĕ. Виççĕмĕшсем хатĕр банкăсене вĕри шĕвеке яраççĕ...
Ку - пуканкассисем хатĕрленĕ пĕрремĕш парти кăна мар. Маларах вĕсем «ZOV Вурнары» урлă СВО-на 810 окоп çурти ăсатнă. Салтаксем вĕсемпе тĕрлĕ тĕллевпе усă кураççĕ: тепĕр пысăкрах савăт çине лартсан çиелте чей те вĕретме пулать иккен, окоп-блиндажра ăшăнма та пулăшать, вырăнтан вырăна куçнă чухне рюкзака чиксе пĕрле илме те пулать. «Эпир, ак, тăватă çуртана юнашар лартса пушмаксене тавралла лартса типĕтетпĕр», - терĕ Евгений Лукин шăпах та çак кун Ярмушка тăрăхне килнĕскер. Сăкăт каччи кĕске вăхăтлăх отпускра. Çакăнпа усă курса вăл пуканкассисене кирлĕ ĕçшĕн куçа-куçăн тав тума шут тытнă.
Пĕрлехи ĕç пĕрлештерет, тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Пуканкасси хастарĕсем иртнĕ партипе фронта çавăн пекен розжигсем те, хăйсем çыхнă нускисем те, ыттине те янăччĕ. Госпитальте сипленекен салтаксем валли чи пирвай кирлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ. Çуркунне вара ку ялти чечек, улма-çырла тĕм-хунавĕсем те Запорожье облаçне ăсаннă. «Укçа-тенкĕ пуçтармалла чухне пĕтĕм ял халăхĕ ăнланса пулăшать. Çуркунне дронсем туянма эпир те 36 пин тенкĕ хыврăмăр», - пĕлтерчĕ Альбина Фомина.
Кашни каç вăхăта шеллемесĕр пĕрлехи ĕçе хутшăнакан ял хастарĕсем ячĕпе уйрăмах ăшă сăмахсем каларĕ вăл. «Пĕр ÿстермесĕр - тыл паттăрĕсем», - терĕ. Маргарита Христофорова, Нина Терентьева, Лиана Григорьева, Людмила Фомина, Нина Иванова, Зинаида Маркова, Любовь Анисимова, Валентина Николаева, Татьяна Михайлова, Альбина Фомина хăй - çаксем ĕнтĕ мухтава тивĕçлĕ ятсем.
Вĕсем - пурте тенĕ пек «Чашма» пултарулăх коллективĕн артисчĕсем. Ĕçленĕ вăхăтра час-часах илемлĕ юрă тăсса яраççĕ. Унсăр пуçне, ытларахăшĕ - ал ăстисем: çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, ăсталаççĕ. Лиана Григорьевапа Нина Терентьева çавăн пекех - чылай сăвă авторĕсем. Вĕсен хайлавĕсем «Çĕнтерÿ çулĕнче» те пичетленеççĕ. СВО пуçланнăранпа паттăрсене халалланă йĕркесем те çуралнине палăртрĕç вĕсем.
Пуканкассисем Çĕнтерÿ çывăх пулнине ĕненеççĕ, шанаççĕ. Ăна çывхартма хăйсен вăхăтне, вăйне туллин пархатарлă ĕçе хываççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Январь 2025 |