Çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ ашшĕ-аслашшĕсен мухтавлă ĕçĕсене паян ывăлĕ-мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Хальхи вăхăтра та маттур арçынсем хĕçпăшала алла тытса çапăçу хирĕнче çар задачисене пурнăçлаççĕ.
Çăмăл мар вĕсене çĕнĕрен пуç çĕкленĕ нацистсене путлантарма, пирĕн çĕршыв мăнаçлăхне чакарма ĕмĕтленекенсене хирĕç тăма. Апла пулин те хăюлăх, чăтăмлăх кăтартса вĕсем ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртсе малалла ăнтăлаççĕ.
Ятарлă çар операцийĕ тытăннăранпа унта пирĕн ентешсем те - çар çыннисем, мобилизаци йĕркипе кайнисем, контракт çырнисем - чылаййăн хутшăнаççĕ. Чăвашсен «Атăл» батальонĕ йĕркеленсен пĕрремĕшсен ретĕнче ун йышне Шăхальти Андрей Николаев та тăнăччĕ. Вăл - округра патриотлăх юхăмне çÿле çĕклекен хастарсенчен пĕри, вырăнти «Боевое братство» обществăлла пĕрлĕхĕн ертÿçи. Çак тапхăрта патриотизм сĕмĕллĕ вун-вун мероприятин пуçаруçи пулса тăчĕ Андрей Иванович, вĕсене йĕркелесе ирттерме те нумай тÿпе хыврĕ. Уйрăмах ачасемпе ĕçлессине - Тăван çĕршывпа мухтанма тата ăна хÿтĕлеме хатĕр пулма вĕрентессине, çамрăксене аслă ăрусен паттăрла ĕçĕсемпе паллаштарассине - пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун вара вăл хĕрÿ çапуçăсем пыракан вырăнсенче. Кăткăс тапхăрта ытти хастарсемпе пĕрле çĕршывăн интересĕсен хуралĕнче.
Ноябрь пуçламăшĕнче тăван тăрăха кĕске отпуска килсен те Андрей Иванович обществăлла ĕç валли вăхăтне шеллемерĕ. Шкул вĕренекенĕсемпе кăмăлпах тĕл пулчĕ, Хăюлăх урокĕсене хутшăнчĕ. Тĕлпулусем вăхăтĕнче ачасене служба йывăрлăхĕсене пĕрле пайлакан тантăшĕсем пирки, вĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен нумай каласа панă вăл. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн Вăрнарти тĕп библиотекăра ирттернĕ «çавра сĕтелте» те тĕп хăнасенчен пĕри пулнăччĕ хастар салтак. Çамрăксемпе калаçу шăпах та патриотизм, пĕрлĕх, яваплăх ыйтăвĕсем тавра пынăччĕ.
Тĕрĕссипе, Андрей Николаев çар хирĕçтăрăвĕсене пуçласа мар хутшăнать. Хăй вăхăтĕнче Çурçĕр-Кавказ регионĕнчи тăнăçлăха тивĕçтерес задачăсене те пурнăçлама тивнĕ. 1994 çулхи кĕркунне Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ретне тăрсан Шăхаль каччи срочнăй службăна ШĔМ-ĕн Шалти çарĕсен полкне, уйрăм пĕлтерĕшлĕ батальона лекнĕ. 1995 çулта салтаксене Çурçĕр Кавказ регионне - Ассиновская - Бамут тăрăхне куçарнă, унтан - Грознăй хулине. Андрей Николаев разведвзводра сапер пулнă. Боевиксене путлантарассипе, территорисене «тасатассипе» пĕрре мар çар операцийĕсене хутшăнса хăюлăх кăтартнă. Командованин Хисеп грамотине, палăрту паллисене тивĕçнĕ.
Каламасăр хăварас килмест, маттур ентешĕмĕр «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ те. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытать, патриотизм темипе статья-заметкăсем пичетлет. Ăна хăвăртрах тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăнма, патриотлăх анинчи обществăлла ĕçне малалла тăсма сунатпăр.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Январь 2025 |