Асăрханни нихăçан та ытлашши мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.12.2024, 14:02 Просмотров: 22

Паянхи пысăк технологисем пирĕн пурнăçа питех те çăмăллатрĕç. Килтен тухмасăрах патшалăх тивĕçтерĕвĕсене илетпĕр, кирек мĕн туянма-сутма пултаратпăр, тус-юлташсемпе те ытларах Интернетпа хутшăнатпăр... Чăнах та меллĕ, ансат. Анчах çынсен шучĕпе пуяс текенсем те пурнăçран юлмаççĕ-çке.

Цифра технологийĕсене вĕсем те хăйсене майлă алла илчĕç. Интернетпа, мобильлĕ çыхăнупа, компьютер технологийĕпе усă курса, вируслă программа-ссылкăсем ярса мĕн тĕрлĕ ултав схеми шутласа кăлармарĕç пулĕ юлашки çулсенче. Ĕç мелĕсене кунсерен тенĕ пек улăштарса, чеерех те чеерех хăтланаççĕ вĕт. Вĕсенчен шар курнисен шучĕ вара, шел те, кунран-кун ÿсет. Хамăр округра та шулĕксене вуншар-çĕршер пин, темиçе миллионшар тенкĕ куçарса парса пуйтаракансем сахал мар.

Полицин «Вурнарский» пайĕн сводкине çырăннă преступленисенченех куратпăр: мĕн тĕрлĕ ултав схемине çакланмаççĕ пулĕ. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри - банк, полици, ФСБ, Социаллă фонд тата ытти службăсен сотрудникĕсен ячĕпе шăнкăравлакансене ĕненни. Акă, ку уйăх пуçламăшĕнче кăна-ха пĕр арçын мушенниксене хăй аллипех 3 млн та 128 пин тенкĕ «парнеленĕ».

Укçа-тенкĕсĕр хăварнă çак ĕç-пуç суя ФСБ сотрудникĕсен шăнкăравĕнчен пуçланнă. Арçынна унăн счечĕпе такам саккунсăр операцисем тунипе хăратнă, суя банк сотрудникĕпе те çыхăнтарнă. Вĕсем каланă тăрăх, мĕнпур укçана «хăрушсăр счет» çине куçармалла имĕш. Çакна итлесе ĕнтĕ арçын Вăрнартан Шупашкарти пĕр суту-илÿ центрĕ таран çитсе банкомат урлă 1 млн та 400 пин тенкĕ палламан-пĕлмен çынсене пĕчĕккĕн куçарса панă. Çакăнпа çырлахман шулĕксем. Пĕрре çакланнă арçынна сереперен вĕçертес темен. Тăна кĕриччен тепĕр кунне каллех «тапăннă»: суйса-улталаса машинине суттарнă, укçине хальхинче те «хăрушсăр счет» çине яртарнă. Вăл кăна та мар. Виççĕмĕш кунне арçын тăванĕсенчен кивçене кĕрсе каллех банкомат умĕнче тăнă. Виçĕ кунта вăл, хăй ăнланмасăрах, шулĕксен кĕсйине 3 млн та 128 пин тенкĕлĕх хулăмлатнă.

Кунашкал инкеклĕ ?урăхла калама та май çук% тĕслĕхсем пĕрре мар. Çавăнпа та кашни çын патне çитерес килет: палламан-пĕлмен çынсене, тархасшăн, ĕненме чарăнăр! Банк ĕçченĕсем те, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем те телефонпа шăнкăравласа укçа-тенкĕпе çыхăннă операци тума хушмаççĕ. Счет даннăйĕсене, пароль-кодсене нихăçан та ыйтмаççĕ. Ку сведенисене пĕлес текенсем - мушенниксем! Вĕсемпе ан калаçăр, тÿрех телефона сÿнтерĕр.

Интернетри суту-илÿ те яланах хăрушсăр мар. Меллĕ ĕнтĕ, анчах кунта та ултава лекме пулать. Хамăр тăрăхрах, ак, «Авито» урлă велосипед сутма шутланăскер, тупăш илес вырăнне хăй укçасăр тăрса юлнă. «Туянакан» унпа çыхăннă хыççăн вăл шулĕксене электронлă почта адресне ярса панă. Вĕсен ссылкипе кĕрсе хăйĕн хушамачĕ, ячĕ, телефон номерĕ таранах, çитменнине, банк карттин номерне, хыçал енчи виçĕ цифрăллă кодне, банкран килнĕ СМС-кода та пĕлтернĕ. Çакă велосипедшăн укçа куçарма кирлĕ тесе ĕненнĕ вăл. 30450 тенкĕ çухалнине сиссен кăна улталаннине ăнланса илнĕ, банк карттине хăвăртрах «блокировка» тунă. Çак пĕтĕм информацие, тĕрĕссипе, мĕншĕн каламалла пулнă-ши/ Пурте пĕлетпĕр: таваршăн укçа куçарма телефон номерĕ те çителĕклĕ, урăх ним те кирлĕ мар. Ытти реквизитсене пĕлтерме юрамасть!

Çăмăл укçаллă пулас килни те инкеке лектерет тепĕр чухне. Вăрнар арçынни, сăмахран, хăйне криптовалюта биржинче «ĕçлеме» сĕннине хирĕçлеймен. Хăйĕн укçине сахал мар хывнă, ĕмĕчĕ вара пурнăçланайман. Малтанах тупăш хушăнса пынине документ ярса, ĕненмеллех кăтартнă-ха ăна. Анчах «ĕçлесе илнĕ» тупăша çаврăнăшран кăларма йывăр-мĕн. Страхлав агенчĕн тивĕçтерĕвĕсемшĕн, налук тÿлемелле, лицензи сборне, таможня пошлинине хывмалла, «конвертацишĕн» те комисси пур... - мĕн тĕрлĕ суйман пуль арçынна. Унран пĕтĕмпе 120260 тенкĕ «сăптăрса» кăларнă.

Тепри тата, машинăпа ÿсĕрле çÿренĕшĕн водитель удостоверенине туртса илнĕ арçын, айăплав вăхăчĕ вĕçленсен правине каялла тавăрас тенĕ. Çынсем пек медицина тĕрĕслевĕ тухса, экзамен тытса мар - çăмăлрах мелпе. Анчах саккунран иртес тенĕ те - хăй улталаннă. Интернетри водитель правине туса пама шантарнă пĕлтерĕве ĕненсе вăл 35500 тенкĕ çухатнă. Шулĕксем вара, укçа кĕсьене мĕнле кĕнĕ, çапла çыхăнăва тухма пăрахнă. Укçасăр юлни пĕрре, арçыннăн машинăпа çÿрес тесен водитель удостоверенине те йĕркене пăхăнса тавăрма тивет.

«Тÿлевсĕр сыр капкăнра кăна пулать» текен каларăш шăп та лăп çакăн пек тĕслĕхсем пирки. Çавăнпа та çăмăл тупăш е саккунсăр ĕçпе пулăшма шантаракансене, пысăк парне выляса илнине ĕнентерекенсене ан итлĕр, вĕсем - мушенниксем!

Каларăмăр ĕнтĕ, преступниксем ултав мелĕсене çĕнетсех пыраçĕ. Çав шутра халĕ вĕсем çынсен «Госуслуги» порталти Уйрăм кабинечĕсене кĕме майсем шыраççĕ. Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ - кунта персоналлă даннăйсем, вăрттăн информаци пур.

Çавăн пек, шулĕксене «Госуслугинчи» учет записĕн кочĕсене пĕлтерсе, Вăрнар çынни чутах хытă шар курман. Ку сентябрьте пулнă. Юрать, вăхăтра банк счечĕсене «блокировка» лартнă, «Госуслугинчи» парольсене улăштарма ĕлкĕрнĕ. Мушенниксем вара ун ячĕпе кредит илме те хăтланнă, запроссем янă. Телее, май килмен. Ан манăр: парольсемпе кодсем - чи вăрттăн сведенисем. Вăл шутра - «Госуслугипе» усă курмаллисем те. Вĕсене те, СМС-па килекен çирĕплетÿ кочĕсене те нихăçан та никама та калама юрамасть! Тепĕр тесен, парольсемпе кодсене нимле службăсем те, яваплă сотрудниксем те, организацисем те ыйтма пултараймаççĕ. Вĕсемпе кăсăкланаççĕ-тĕк, ан иккĕленĕр - ултавçăсем, хутшăнăва тÿрех татăр!

Яланах сыхă пулăр, иккĕлентерекен информацие тĕрĕслеме ан ÿркенĕр. Чи тĕрĕсси - палламан-пĕлмен çынсемпе телефонпа калаçассинчен асăрханăр!

Диана ИВАНОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн аслă следователĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика