Хăвăра упрама тăрăшăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2020, 11:06 Просмотров: 650

Кĕркунне çанталăк сивĕтсен респираторлă вируслă чирсемпе аптăракансен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕ сарăлнă пирки лару-тăру татах та йывăрланчĕ. Епле сыхланмалла-ха респираторлă вируслă тата коронавирус чирĕсенчен? Çак тата ытти ыйтусене Вăрнар район тĕп больницин поликлиника заведующийĕ Надежда Владимировна ПЕТРОВА хуравлать.

Респираторлă вируслă чирсемпе аптăракансем районта йышлă-и? Çынсем ытларах мĕнле майпа чирлесе каяççĕ?

– Кăçал çанталăк ăшă тăчĕ пулин те чирлекенсен шучĕ нумайланчĕ. Республикăра хальхи вăхăта – пĕтĕмпе 6 пин ытла çын. Вĕсенчен 67 проценчĕ – Шупашкар хулинче пурăнакансем. Пирĕн районта сентябрьтен ОРВ-пе аптăракансем пĕтĕмпе 1058-ăн килнĕ, вăл шутра 106 ача.

Респираторлă инфекцисене вируссем пуçарса яраççĕ. Вĕсем сывă çынсене чирлисенчен тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чух сывлăша тухаççĕ, сывă çынсене лекеççĕ. Вируссене таса мар алă урлă та ертме пулать.

Вĕсем организма лекнĕ хыççăн чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен 2 кунтан пуçласа 4–5 кун иртет.

Грипп ытти респираторлă чирсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Вĕсен паллисем ытларах чухне пĕрешкел: ÿт температури ÿсет, вăй чакать, сăмса хупланать, çын хăйне питĕ япăх туять. Анчах грипп самай йывăртарах иртет: вăл яланах сасартăк, кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури тăруках 39–40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма, ÿсĕрттерме тытăнать. Пысăк температура 5 кун таранах тăрать. Йывăр аптăракансен е чире ура çинче ирттерекенсен грипп шала кайса вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти амака куçас хăрушлăх пур. Уйрăмах ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла.

Ытти респираторлă вирус инфекцийĕсем чухне вара пĕрремĕш вырăна ÿслĕк, пыр ыратни, сăмса юхни тухать. Температура ытларах чухне иккĕмĕш-виççĕмĕш кунсенче кăна хăпарать.

Чирлеме пуçланине сиссен мĕн тумалла?

– Грипа та, респираторлă инфекци чирĕсене те ура çинче ирттерме юрамасть. Малтанхи кунсенче килте пулма тăрăшмалла. Вăй пĕтсен, температура хăпарсан, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Тухтăр çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле тата вăл сĕннине çирĕп пăхăнмалла. Антибиотиксене   врач хушмасăр ан ĕçĕр, мĕншĕн тесен грипп вирусĕсем вĕсене туйăмсăр.

Çакă та пĕлтерĕшлĕ: температурăна 38 градусран пысăкрах пулсан кăна чакармалла. Мĕншĕн тесен пысăк температура организмăн вируссемпе кĕрешекен хÿтлĕх реакцийĕ шутланать. Вĕрилентерсен ăшă процедурисем – ванна, горчичник, ăшă чĕркенни – юрамаççĕ. Хурлăханран, хăмла çырлинчен морс, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ чей  нумайрах ĕçме тăрашмалла.    

Коронавирус чирĕн паллисем пирки ăнлантарсан аванччĕ...

– Грипп – хăрушă чир, анчах ăна сиплемелли мелсене тахçанах тупса палăртнă. Хальхи коронавирус – çĕнĕ инфекци. Специалистсем ăна тĕпчесе, мĕнле лайăхрах сиплемеллине вĕренсе пыраççĕ кăна-ха. Вăл пĕрисен юнне çăратать, теприсен пыршăлăхне сиенлет, виççĕмĕшсен ÿпкисене пĕтерет.

Хăрушлăх ушкăнне уйрăмах ватă çынсем, гипертонипе тата ытти вăраха кайнă чирсемпе аптăракансем кĕреççĕ. Вĕсене коронавирус уйрăмах йывăр сиенлет.

Коронавирус паллисем çакăн пек: пĕрремĕш кунсенче ÿт температури ÿсет, çын хăйне питĕ япăх туять, хăвăрт ывăнать, вăй пĕтет, апат çиес килмест. Каярах типĕ ÿслĕк нушалантарма пуçлать. Нумайăшĕ апат тутине туймасть тата шăрша çухатать.

Статистика кăтартнă тăрăх, пирĕн республикăра чирлекенсен 27 проценчĕн коронавирус паллисем пачах çук. Анчах та вĕсем ыттисене ертме пултараççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра пурин те питĕ асăрхануллă тата тимлĕ пулмалла. Районта çулталăк пуçланнăранпа ковидпа 454 çын чирленĕ.

Асăннă чирсенчен мĕнле сыхланмалла?

– Кашни çын хăй сывлăхĕшĕн хăй яваплă. Вăйлă иммунитет нумай чиртен сыхлать, асăннисенчен кăна мар. Ăна çирĕплетме кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.

Грипп, коронавирус тата респираторлă инфекци чирĕсенчен сыхланас тесен, халăх йышлă çÿренĕ вырăнсенче яланах маска тăхăнмалла. Унпа сăмсана та, тутана та хупламалла. Май пулсан, ку вырăнсенчен аяккарах пулма тăрăшмалла. Алăсене час-часах çумалла е антисептикпе сиенсĕрлетмелле.

Прививкăсем чир ересрен хÿтĕлеççĕ-и?

– Çапла, сыхланмалли мелсенчен чи лайăххи – прививка. Кăçал пирĕн районта пурăнакансен 60:-не грипран вакцинаци тума палăртнă. Ку ĕçе сентябрь пуçламăшĕнчех пуçланă. Паянхи куна 11017 çынна прививка тунă. Прививкăна грипп эпидемийĕ пуçланиччен туни вырăнлă.

Коронавирусран та вакцина хатĕрленĕ, ăна пирĕн республикăна та кÿрсе килнĕ. Анчах чи малтан COVID-19-па чирлекенсене сиплекен тухтăрсене, педагогсене тума палăртнă.

Хăшпĕр çынсен прививка пирки иккĕленÿ пур. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем сиенлĕ тесе шутлаççĕ. Анчах, статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарнисем нумайăшĕ гриппа чирлемеççĕ. Е ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Ку ушкăнрисем хушшинче инфекци шала кайса ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем сахал. Хальхи коронавирус пирки йывăр лару-тăрура грипран хÿтĕленни питех те кирлĕ.

Прививкăна чирленĕ вăхăтра тата аллерги пур çынсене кăна тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачран ыйтса пĕлмелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика