Ачасен тахçантанпах кĕтнĕ çуллахи каникул пуçланчĕ. Хăшĕсем кану вăхăтне аслашшĕ-асламăшĕсемпе кукашшĕ-кукамăшĕсем патĕнче ирттереççĕ, теприсем – килтех. Анчах унта та, кунта та вĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен шутламалла. Аслисем умĕнчи тĕп задача – ачасене çăмăлттайлăхран, шутламасăр тунă ырă мар ĕçсенчен хăтарасси, хăрушсăрлăха вĕрентесси. Вăл хăйне тытма пĕлет-и, асăрханулăх правилисене манман-и – çакăн çинчен калаçмалла чи малтанах. Çак темăсене хускатма сĕнетпĕр.
Килте
Кĕçĕн шкул ÿсĕмĕнчи ачан хăйĕн адресне тата телефон номерне тĕрĕс пĕлмелле. Кĕсье телефонĕпе усă курма вĕрентĕр – кирлĕ чухне вăл васкавлă çăлав службисене (е сирĕн пата) шăнкăравлама пултартăр.
Шăрпăка тата зажигалкăна ача-пăча çитеймен вырăнта упрăр, ăна хăй тĕллĕн газ тата электричество приборĕсене çутма, кăмака хутма ирĕк ан парăр.
Пушар тухас-тăк, кил-çуртра пытанма юраманнине, урама чупса тухса пулăшу чĕнмеллине ăнлантарăр.
Пĕчĕккисене кирек мĕнле лару-тăрура та пĕччен ан хăварăр.
Ялта е дачăра
Ачасене яла е дачăна ăсатиччен те малтан тĕп правилăсене аса илтерсе тимлĕ калаçмалла. Мĕншĕн тесен вĕсем чартаксемпе утă сарайĕсенче шăрпăкпа ашкăнни, типĕ курăка е тирек мамăкне чĕртсе яни сайра мар.
Строительство е юсав ĕçĕсем пыракан вырăнсене картласа уйăрмалла. Инструментсемпе стройматериалсене аяккарах илсе хурăр – вĕсем ача аллине лекмелли япаласем мар.
Ял е дача вăл – кану кăна мар, пахча-анкарти ĕçĕ те. Сăмахран, пахчаçимĕçе химикатсемпе сапрăр-тăк, территорие каллех картласа палăртмалла. Унта ачан кĕме юрамасть. Мĕн те пулин татса тутанма – пушшех те. Сад-пахчара усă куракан эмелсемпе хими препарачĕсем вĕсен куçĕсем тĕлне лекмелле мар.
Çĕр участокĕнче наркăмăшлă ÿсентăрансенчен вăхăтра хăтăлăр. Вăрман çывăхра пулсан, ачана хăш çырлапа ÿсентăрана тĕкĕнме те, çиме те юраманнине кăтартăр.
Хуçалăхра ĕç нумай, паллах. Анчах, темле пулсан та, сирĕн ача е мăнук хăй тĕллĕн ирĕклĕн çÿремелле мар. Кампа, ăçта вылять – сирĕн пĕлмеллех. Пĕчĕккисене вара темиçе минутлăха та пĕччен хăварма юрамасть.
Шыв-шур
Шыв-шур хĕрринчи кану та, асăрханмасан, инкек кÿме пултарать. Пĕве-кÿлĕ çывăхне ачасене аслисемсĕр яни хăрушă. Çавăн пекех 10 минутран ытла ишме, пĕлмен, шанчăксăр вырăнсенче чăмма, шывра ашкăнма ирĕк ан парăр.
Палламан Çынсем
Ача, сăмахран, килте пĕччен. Алăкран такам шаккать е шăнкăравлать. Кăсăкланăр, мĕн тăвĕ вăл: килте никам та çуккине пĕлтерĕ-и, палламан çынна алăк уçса кĕртĕ-и? Ку лару-тăрура ун тĕрĕс хурав пама пĕлмелле. Ăна алăк хыçĕнчи çынран «ку кам» тесе ыйтма, хыççăн «атте çывăрать» теме вĕрентĕр. Е тÿрех сирĕнпе çыхăнма хăнăхтарăр.
ХуÇасăр чĔрчунсем
Урамра ачана тем тĕрлĕ хăрушлăх та кĕтет. Çав шутра – çапкаланса çÿрекен йытăсем те. Ăнлантарăр: вĕсемпе тĕл пулсан чупса тарма, алăсемпе хăлаçланма е тăрук хусканусем тума, куçĕнчен пăхма, хăрама юрамасть. Чи лайăх вариант – чарăнмалла та «фу!» е «лар!» командăсене каламалла, хыççăн майĕпен хăрушсăр вырăна куçмалла.
Çул-йĔр правилисем
Çул çинчи йĕрке çинчен калаçнă чух велосипедистăн пăхăнмалли правилăсем пирки манмалла мар. Мĕншĕн тесен велосипедпа ярăнасси ачасен чи юратнă канăвĕ-çке. Хытарсах каламалла: 14 çул тултарманнисен çул çине е урамсем тăрăх велосипедпа тухма юрамасть. Çавăн пекех – машинăсем çÿрекен çуртсен картишĕсенче те. Çула çитменнисен велоçулсемпе тата автомобильсемшĕн хупă площадкăсенче ярăнма юрать.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Пĕтĕм лару-тăрăва асăрхаттарма, пурнăçăн кашни саманчĕ валли сĕнÿ пама çук. Çапах та ачана тимлĕ пулма вĕрентни кирлех. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе вара ашшĕ-амăшĕнчен лайăхрах никам та пурнăçлаймасть.
Елена МИНАЕВА,
район тĕп больницин медицина психологĕ.
Ноябрь 2024 |