Мĕн-мĕн те, шкулсем пирĕн çĕршывра çи-телĕклĕ. Кашни ача унтан вĕренсе, кирлĕ пĕлÿ илсе тухасси çинчен çеç мар, малашлăхра ÿсĕмлĕ пу-ласси пирки те ĕмĕтленет. Шăпах çакăн пек «Çи-тĕнÿ шкулĕ» ĕнтĕ пирĕн-шĕн Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.
Аттепе анне мана пĕрремĕш класа илсе килнĕренпе сисĕнмесĕрех вунă çул иртсе кайрĕ. Халĕ эпĕ пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухакансен йышĕнче ĕнтĕ.
Пирĕн шкул сала варринчех вырнаçнă, ял çынни-и, хăна-и – çутă чÿречесемлĕ, шап-шурă та илемлĕ çурта асăрхамасăр никам та иртсе каяймасть. Манăн «иккĕмĕш кил» пурне те хăтлă та тирпейлĕ тавралăхпа, юмахри пек хÿхĕм чечек клумбисемпе хăйĕн патне илĕртет.
Эпĕ ăна çĕршыври чи лайăххисен шутне кĕртетĕп. Чи малтанах – унта ăслă, опытлă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учительсем тимленишĕн. Кашни кун вĕсем пире пур енĕпе те лайăхрах пулма тăрăшаççĕ – вĕренÿре, йăлара, пĕр-пĕрин хушшинче... Хамăра тĕрĕс тытма хăнăхтараççĕ, чи кирлĕ хаклăхсене ăнлантараççĕ... Чăн-чăн учитель кăна тĕрлĕ шухăш-кăмăллă, характерлă, хăйнеевĕрлĕ ачасене туслă пĕр пĕрлĕхе пĕтĕçтерме пултарать. Пирĕн шкулта вара шăпах çавăн пек педагогсем.
Вĕрентекенсем кирек мĕнле самантра та пулăшу аллине тăсма хатĕр. Пĕр-пĕр темăна е задание ăнланман-и, ыйту пур-и, е сĕнÿ-канаш кирлĕ-и – яланах учительсем патне пыма пултаратпăр. Хăçан, мĕнле тусан лайăххине вĕсем тĕрĕс ăнлантарĕç.
Пĕрле вĕренекенсем те шкул пурнăçĕнче манăçми йĕр хăвараççĕ. Вунпĕрмĕш çул кунсерен пĕрле, туслă эпир. Шкулта эпĕ чăн-чăн çывăх юлташсем тупрăм теме пултаратăп.
Вĕренекенсен, педагогсен чылай çитĕнĕвĕ, паллах, шкул директорĕн О.Жебелевскаян ячĕпе çыхăннă. Вăл пултаруллă ертÿçĕ, пысăк опытлă учитель. Хăйĕн тавралла чи маттур вĕрентекенсене пуçтарма пултарчĕ. Вĕсемшĕн мĕнпур ача хаклă, кашнишĕн пĕрешкел пăшăрханаççĕ, савăнаççĕ, хавхалантарма тăрăшаççĕ.
Манăн атте-анне те, паллакансем те, выпускниксем те шкул çулĕсене ăшă туйăмсемпе аса илеççĕ. Уйрăмах йăлана кĕнĕ мероприятисем асрах% театрализациленĕ уявсем, хăйтытăмлăх кунĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, ыттисем. Вĕренÿ учрежденийĕнче ырăлăх, ăнланулăх хуçаланни ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те кăмăллă.
Кашни çыннăн кун-çулĕнче пĕлÿ тĕнчипе паллаштаракан, пурнăçа вĕрентекен, çитĕнÿ «картлашки» пулса тăракан хăйĕн шкулĕ пур. Пирĕн шкулăн тĕп пуянлăхĕ вара унăн чун-чĕри тесе шутлатăп. Вăл учительсен, вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕсен пĕр шухăшлăхĕпе, пĕрлĕхĕпе çуралать. 30, 40, 50, 100... çул ирттĕр – тăван шкул çамрăклансах пырĕ, мĕншĕн тесен вăл çулсеренех çĕнĕрен те çĕнĕ ача сассисемпе янăраса тăрĕ.
Шăпах та ку шкулта вĕренме тÿр килнишĕн эпĕ тивĕçлипе мухтанатăп.
Юлия ШЛЯПКИНА, 11-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |