Шур халатлă ĕçченсем тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Вĕсем çине пĕрре пăхнипех хăш профессире тимленине те тÿрех калаймăн. Акă, выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсем те шурă тĕслĕ халат тăхăнаççĕ. Ытти сферăри специалистсенни пекех вĕсен ĕçĕ те хисеплĕ тата яваплă.
Уйкас Кипекри ветлечебницăн заведующийĕ Галина Антониновна Иванова выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас тата сиплес тĕлĕшпе 35 çул вăй хурать. Тепĕр чух унăн çĕрĕпе куç хупман каçсем те пулаççĕ. Кил хуçисем чĕнсен медицина ĕçченĕсем пекех кирек мĕнле çанталăкра пулăшма васкамалла. Çурранах утать. «Этем мар-çке, выльăх кăна», – тесе нихăçан та каламан.
Выльăх-чĕрлĕхе еплерех пулăшнă пирки каласа кăтартнă чух Галина Антониновна вăхăтăн-вăхăтăн куççульне шăлкаласа илчĕ. Ара, вĕсем вилĕме куçранах пăхнă-çке. Ветфельдшерăн ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнăран инкеке лекнĕ чĕрчунсем çăлăнса юлнă. Хальхи вăхăтра ав ĕнесем йывăртарах пăруланине çирĕплетрĕ ветеринар. Тин кăна çут тĕнчене килнĕ çамрăк выльăх хавшак чух ăна сăмсинчен сывлăш вĕрсе, чĕрине массаж туса чĕртни унăн практикинче сахал мар пулнă.
Галина Антониновна Уйкас Кипекри, Вăрман Кипекри, Çĕн Сăрьелти, Енĕшри, Кивçурт Енĕшри, Услантăр Енĕшри кил хуçалăхĕсенчи тата Александрпа Виталий Яковлев фермерсен хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн яваплă. Малтанах ветлечебницăра виççĕн ĕçленĕ-тĕк, халĕ Галина Иванова йывăр лава пĕчченех туртать. Апла пулсан та пуçа усмасть. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
– Тепĕр чух канмалли кунсенче те килти ĕçе пăрахсах çула тухма тивет, – тет Галина Антониновна.
Кĕркунне выльăхсем сутакансем чылаййăн, çавăнпа та чĕрчунсем сывă пулнине çирĕплетекен справкăсем нумай çырмалла. 2017 çултанпа вĕсене электронлă майпа хатĕрлеççĕ. Ветеринарăн компьютер умĕнче те вăхăта сахал мар ирттермелле. Хушма хуçалăхра темиçе пуç ĕне тытаççĕ пулсан вĕсен ятне, ыттисенчен уйрăлса тăракан паллисене, çавăн пекех мĕнле прививкăсем тунине кăтартаççĕ. Палăртмалла, лейкозран, бруцеллезран, туберкулезран, çĕпĕр язвинчен вакцинациленни пĕлтерĕшлĕ.
Хастар тăрăшакансем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Анчах та кăçал типĕ çанталăк тăнăран хăшпĕр тăрăхсенчи çăлсенче шыв сахалланнă. Касу-кĕтÿ çÿремелли вырăнсем те шăрăхпа сарăхса ларнă. Çак сăлтавсене кура, паллах, выльăх йышĕ чакма пултарать.
Галина Антониновна мăшăрĕпе виçĕ ĕне тытаççĕ. Ытлашши сĕте сутса çемье бюджетне ÿстереççĕ. Ивановсен 4 ача, 5 мăнук. Çавăнпа та хальлĕхе мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепне сыхласа хăварасшăн-ха. Малаллахи лару-тăру мĕнле пулассине пурнăç кăтартĕ.
Галина Иванова ир-ирех ура çинче. Ĕнесем сăвать, ирхи апат пĕçерет. Унра чăваш хĕрарăмĕн мĕнпур ырă енне асăрхатăн. Вăл уçă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă. Ăшă сăмах каласа кирек камăн кăмăлне те çĕклеме пĕлет. «Галина Антониновна пек специалист пурри пирĕншĕн телей. Усăллă сĕнÿ-канаш пама пачах та ÿркенмест. Тата нумай-нумай çул ĕçлетĕрччĕ вăл», – терĕ Çĕн Сăрьелти хушма хуçалăх тытакан, хаçат редакцине пĕлтерÿ пама килнĕскер.
Ăçта çуралнă – çавăнта кирлĕ пулнă, теççĕ. Галина Иванова Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче çут тĕнчене килсе кунтах тĕпленнĕ. Вăрман Кипек шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче бухгалтер специальноçне илме ĕмĕтленнĕ. Анчах та шăпи урăхла килсе тухнă. 1983 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренме пуçăннă. Малтанах, тен, ĕмĕчĕ тулманшăн пăшăрханнă та пуль. Тата ăна, нимĕç чĕлхине аван пĕлнĕскерне, учительсем педагогика институтне кайма сĕннĕ-çке. Ăраскал тени кашнин ăрасна çав.
Тепĕр тесен, Галина Иванова техникумра вĕренме пуçласанах хăй суйласа илнĕ специальноçе кăмăлланă. Кунта ятлă-сумлă преподавательсем ăс-тăн панă, профессие юратма хăнăхтарнă. «Врач çынна сиплет, выльăх тухтăрĕ вара – этемлĕхе», – текен каларăша Галина Антониновна студент çулĕсенчех ăша хывнă.
Ветеринар ĕçĕ пархатарлă. Вăл чĕрчунсен чирĕсем сарăласран кирлĕ мерăсем йышăнать, экологи енчен таса та пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса кăларассине пысăк витĕм кÿрет.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |