Сарлака пирĕн ялăн уй-хирĕ,
Ылтăн тинĕс пекех туйăнать.
Выльăх-чĕрлĕх çÿрет унта тулăх,
Киленеç пăлан пек ĕнесем...
Ĕне усракансене ĕлĕкех çăмăл пулман. Мĕншĕн тесен çăвĕпех ĕçлемелле. Курăк çулса, типĕтсе халран кайма пулать. Çанталăкĕ те тепĕр чух майлă мар. Çумăрлă вăхăтра пушшех йывăр. Кашни çын типĕ çанталăкпа туллин усă курма тăрăшнă. Çапах та çынсем выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлес тесе ăшталаннă. Апатсăр пуçсăр ĕнисене уя кăларса тăрантарнă.
Колхоз-совхозсем пур чухне тата кансĕрччĕ. Мĕншĕн тесен колхоз хăй ĕнесем тытнă. Çырма-çатрасенчен хăшне-пĕрне колхозниксен ĕнисене кĕртмен. Пирĕн ялта 4 ушкăнри пăрусем çак çырмасенче çÿренĕ. Çĕрĕ кашни хуçалăхăн 30 сотка анчах пулнă пирки хальхи пек темиçе ĕне тытма май килмен. Çапах та ялти халăх пĕр пуç та пулин усранă. Колхоз тыррине, улăмне çулталăкра пĕрре кăна панăран ял çыннисене нумай выльăх-чĕрлĕх усрама йывăр килнĕ. Çавăнпа та ĕнесене çырма-тăвайккисенче çÿретсе тăрантарма тата сыхă тăма тивнĕ.
Йĕпе-сапара касу пăхма пушшех йывăрччĕ. Пĕр çумăрлă çул, астăватăп, 3–4 хутчен тум-тире улăштарсан та касуран йĕп-йĕпе таврăнаттăмăр. Аслати-çиçĕм алхаснă чух вара çара уйра çÿреме хăрататчĕ. Республикăра аçа çапса вилнисем те пулнă, çавăнпа та йывăç айне кĕрсе пытанма шикленнĕ. Ĕнесене асăрхавсăр хăварман% колхозăн акса туман çĕр пулман та, вĕсем хурал çуккине сиссе тыр-пул çине туххăмăнах кĕрсе каятчĕç.
Ял пĕчĕккĕн пĕтсе пырсан та выльăх усракансем халĕ те пур. Çĕре пĕр гектар уйăрса панă хыççăн килте 2–5-шер ĕне усрама пуçларĕç. Халăх выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе çитерет. Ĕнесене электрокĕтÿçĕ пулăшнипе пăхаççĕ. Ăна шанатпăр, юписене хуçса ан кайччăр тесе кăна сăнаса тăратпăр.
Кĕтÿ ĕçне лайăхлатас, çăмăллатас тесе Роза Николаевна Николаева хытă тăрăшрĕ. Вăл çине тăнипе 2017 çулхи июль уйăхĕнчен çак «кĕтÿçĕпе» туслашрăмăр, çавăнпа та ăна тав тăватпăр. Пире, тивĕçлĕ канури ватăсене, ку майпа касу пăхма чылай ансат. Пурнăç мар – чăн çăтмах!
Василий ИВАНОВ.
Тимĕрçкасси.
Ноябрь 2024 |