Вут-çулăм сиенĕ ытла та хăрушă. Асăрханусăрлăхшăн питĕ пысăк хак тÿлеме тивет. Шутласа пăхăр, кăçал кăна, октябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне, пушарсем республикăри 66 çын пурнăçне илсе кайнă. Пурлăх тăкакĕ те 24 миллион тенкĕ ытла. Çулталăк пуçланнăранпа вара çак тапхăрта 1369 пушара шута илнĕ.
Çак хисепре пирĕн районти инкексем те сахал мар. Иртнĕ эрнере, акă, Волонтер ялĕнче пушар тухнă. Кăнтăрла иртсен пулнă ку инкек. Йывăç мунчана нумай кирлĕ-и – çулăм ăна тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарса кĕллентернĕ. МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи тĕп верси шутĕнче – кăмака хутнă чух хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни. Телее, мунчаран инçех мар çурта çулăмран сыхласа хăварма май килнĕ.
Ку эрнере те районти пушар сÿнтерекенсен «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме тивнĕ. Ытларикунхи каçхине, акă, Кÿлхĕрринчи хуçалăхра вут-çулăм хаяррăн алхасма тытăннă. Пурăнмалли çуртăн тăрри çуннă. Инкек мĕнле майпа тухнине палăртассипе тĕрĕслев пырать. МЧС–ăн республикăри Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, юнкун каçхине вара пушар Иртеменкассинчи пĕр хуçалăхра сиен кÿнĕ. Кунта сарай çуннă. Çулăма пÿрт çине сиксе ÿкме паман.
Инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Апла пулин те, тимлĕхе вăйлатнă-тăк, вĕсенчен нумайăшне асăрхаттарма пÿлĕччĕ. Çавăнпа та кил-çуртра, хуçалăхра газ тата электрооборудовани юсавлă пулни, вĕсемпе хăрушсăр усă курни пĕлтерĕшлĕ.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |