Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вут-çулăм кăларма пултаракан чи пысăк хăрушлăх – ăшă приборĕсем тата кăмакасем. Тĕрĕсрех, вĕсемпе усă курнă чух правилăсене çирĕп пăхăнманни е вĕсен хăрушсăр ĕçне тивĕçтерменни.
Кирек хăш çулхи кăтартусем те çакна яр уççăн çирĕплетеççĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче те, акă, çак сăлтавсене пулах районта тепĕр икĕ пушар алхаснă.
Октябрĕн 28-мĕшĕнче пушар хуралне Çĕн Хирпуç ялĕнчи инкек пирки пĕлтернĕ. 15 сехет иртсен кунта пĕр пÿрт çийĕн çулăм явăнма тытăннă. Йывăç çуртăн тăрри, веранда çуннă, тулаш енчи стенасем те сиенленнĕ. Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкек ку тĕслĕхре те кăмакапа çыхăннă тесе шутлаççĕ. Çуртра малтанах мачча тивсе илнĕ. Конвекторлă кăмакан тĕтĕм çулĕ тимĕртен пулнă, унпа мачча хушшинчи хăрушсăрлăха кирлĕ пек тивĕçтермен. Ахăртнех, пĕр кун кăна мар хĕрсе тăнăскер, çав самантра хыпса илнĕ.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче вара поселокри Садовăй тăкăрлăкра пушар пĕр хуçалăха пурăнмалли çуртсăр тăратса хăварнă. Икĕ пÿлĕмлĕ шлак-бетон пÿрт вырăнĕнче кăшкарĕпе кĕл купи кăна тăрса юлнă.
– Ирхине 4 сехет тĕлĕнче пÿртĕн умри пÿлĕмĕ çунма тытăннă. Юрать, кил хуçи, тепĕр пÿлĕмĕнче çывăрнăскер, вăхăтра ыйхăран вăранса çулăм иленнĕ çуртран тухма ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те ÿт-пÿне пĕçертнĕ, халĕ сиплевре. Вăл ăшăнма радиаторпа вăрах усă курни паллă. Çавăнпа та инкек ку приборăн ĕçĕпе е электричество проводкипе сăлтавланма пултарнине тĕрĕслеççĕ, – терĕç асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.
Каласа хăвармалла, тунтикун тĕлне районта пĕлтĕрхинчен икĕ инкек сахалрах, 47 пушара, шута илнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Нумай чухне инкек патне кил хуçисем электроприборсемпе усă курнă тата кăмака хутнă чух асăрханусăр пулни илсе çитерет.
Çак сăлтавпах хытарсах калатпăр: тÿрлетме май çук йăнăш тăвассинчен сыхланăр – хăрушсăрлăх правилисене пăхăнăр! Асра тытăр: хваттерсемпе çуртсене харпăр хăй ăсталанă приборсемпе ăшăтма, электрорадиаторсене асăрхавсăр çутса хăварма е вĕсем çинче япаласем типĕтме юрамасть. Ăшă хатĕрĕсене çунман материалтан тунă çирĕп тĕрев çине лартмалла. Унсăр пуçне сĕтел-пукантан, чÿрече каррисенчен, вырăн таврашĕнчен – мĕн хăвăрт хыпса илет, çавăнтан – аякра пулмалла. Электровилкăсемпе розеткăсем хĕрменнине те сăнама сĕнетпĕр, çакă – приборсен юсавсăрлăхĕн е электросеть пысăк тиевпе ĕçленин пĕрремĕш палли.
УÇă Çулăм – хăрушлăх ÇăлкуÇ,. Шел те, хăшпĕр хваттер-çурт хуçисем çакăн çинчен манса каяççĕ, сивĕре пÿлĕмсене ăшăтма газ плитипе усă кураççĕ. Ку мел пушар тухас хăрушлăха темиçе хут пысăклатать. Пĕрремĕшĕнчен, газа уççăн çунтарнипе сывлăша наркăмăшлă хутăшсем тухаççĕ. Вĕсем çын сывлăхĕшĕн çав тери сиенлĕ, вăрах вăхăт витĕм кÿни организма вăйлах наркăмăшлантарать. Иккĕмĕшĕнчен, асăрхавсăр хăварнă çулăм çăмăллăнах пушара та куçма пултарать. Е тата витĕр çилпе конфоркăсем сÿнчĕç-тĕк, пÿлĕме сирпĕнме пултаракан газ тулать.
Енчен те газ шăршине туйрăр-тăк, чи малтанах электровыключательсене тĕкĕнме юрамасть – çакă çулăм кăларас, сирпĕнес хăрушлăха ÿстерет. Пÿлĕмрен çынсене хăвăртрах кăларăр, мĕнпур чÿречесене уçăр, май пулсан газа сÿнтерме тăрăшăр. «04» (мобильлĕ телефонтан – «104») номерсемпе авари службине чĕнĕр, çавăн пекех кÿршĕсене те газ тухса тăни çинчен асăрхаттарăр.
Уйрăм çуртсенче пурăнакансен тимлĕхĕнчен тухма юраман тепĕр самант – кăмака. Ун юсавлăхне кулленех тĕрĕслесе тăмалла. Штукатурка туни пĕлтерĕшлĕ: шăтăк-çурăксене тÿрех сисетĕр. Тĕтĕм çулĕ мачча витĕр тухнă вырăна пушартан хÿтĕлени те кирлĕ. Урайне вара 50х70 см лаптăклă тимĕр листи çапмалла.
Ытлашши хĕрсе каясран сыхланса, кăмакана пĕр хутчен вăрах вăхăт мар, сехет е сехет çурăлăха кунне иккĕ-виççĕ чĕртсен лайăхрах. Кĕлне, ан манăр, шывпа сапмалла тата хăрушсăр вырăна кăлармалла. Кăмака çывăхĕнче тата вĕсем çинче çунма пултаракан нимле япала та упрама юрамасть.
Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕ.
Ноябрь 2024 |