Раççейре пурăнакансенчен ытларахăшĕ хăйсем тĕллĕн сипленме юратаççĕ. Анчах та инсульт чухне апла туни сиен кăна кÿрет. Малтанхи тăватă сехет хушшинче квалификациллĕ медпулăшупа тивĕçтермелле. Кун пирки Н.И.Пирогов ячĕллĕ наукăпа клиникăн геронтологи центрĕн неврологи уйрăмĕн заведующийĕ, медицина наукисен кандидачĕ Татьяна Михайловна Маневич каласа кăтартать.
– Татьяна Михайловна, инсульт умĕнхи тапхăра мĕнле пĕлме пулать?
– Анчах пуçланакан инсультăн паллисем çаксем пулма пултараççĕ: пуç хытă ыратни, ăс-тăн, калаçу чĕлхи улшăнни, ал-ура вăйĕ чакни (сăмахран, этем пĕр вăхăтра икĕ алла çĕклейменни), пуç çаврăнни, куç иккĕлле курни, пит, ал-ура туйми пулни. Çавăн пекех тĕп паллăсенчен пĕри – «чалăш кулă». Артери юн пусăмĕ сасартăк ÿссе кайни е пĕчĕкленни, чĕре таппи улшăнни инсульт патне çитерет.
– Инсульт чухне пĕрремĕш пулăшупа епле тивĕçтермелле?
– Паллах, чи малтанах васкавлă пулăшу чĕнмелле. Енчен те май çук пулсан, чирлĕ çынна хăвăртрах больницăна илсе çитермелле. Сывлама çăмăлрах пултăр тесе тăвăр тумтире пушатмалла, пуçа чалăшшăн пăрмалла. Юн пусăмне виçмелле. Енчен те вăл 140/90мм-тан е этемĕн кулленхи кăтартăвĕнчен пысăкрах пулсан юн пусăмне пĕчĕклетекен препарат памалла. Анчах та малтан ыйтăр: çав эмеле вăл унччен ĕçсе курнă-и? Унсăрăн препарат сиен кÿме пултарать.
– Шалкăм çапасран мĕнле сыхланмалла?
– Тухтăр сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнмалла. Юн пусăмне тăтăшах виçмелле, юнри сахăр тата холестерин шайне тĕрĕслесе тăмалла. Сывлăха кура хусканусем тумалла, ĕçпе канăва черетлемелле, вăхăтра çывăрмалла, тĕрĕс апатланмалла, час-часах хытă пăлханасран сыхланмалла.
– Инсульт ватăсене кăна хăратать-и?
– Чăнах та, ытларах чухне инсульт ватăсен пулать. Анчах та юн тымарĕсен, атеросклероз, гипертони, чĕре, диабет тата ытти шала кайнă чирсем чухне çамрăксем те теветкеллĕх ушкăнне лекме пултараççĕ. Çавăнпа та кирек мĕнле ÿсĕмре те сывлăха упрамалла.
– Инсульт иккĕмĕш хут çапсан этем пурнăçран уйрăлать тени тĕрĕс-и?
– Çук. Тепĕр чухне шалкăм темиçе хут çапни те пулать. Анчах та этем пурпĕр пурăнать. Пĕтĕмпех пуç мими сиенленнин шайĕнчен килет.
– Чĕлĕм туртни, алкогольлĕ шĕвексем ĕçни, час-часах хытă пăлханни чир аталанăвне мĕнле витĕм кÿрет?
– Çак сиенлĕ йăласем инсульта пуçарма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, пирус час-часах мăкăрлантаракансен юн тымарĕсем сиенленеççĕ. Стресс чухне юн тымарĕсем пăвăнни, юн пусăмĕ ÿсни тăтăшах тĕл пулать. Алкоголиксем чĕре хавшанипе аптăраççĕ.
– Калăр-ха, тархасшăн, инсультăн малтанхи паллисемпе тÿрех эмелсем ĕçсен чир малалла аталанмасть-и?
– Васкавлă пулăшăва чĕнмеллех, харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар. Малтанхи 4 сехетре çынна пулăшма тăрăшмалла. Çак вăхăта ахальтен мар «терапи чÿречи» теççĕ. Ун чухне мимене йывăр сиенленесрен çăлма пулать.
Ноябрь 2024 |