Кĕркуннерен хĕллене куçнă вăхăт. Çанталăк питĕ улшăнуллă: пĕрре шăнтать, тепре ăшăтса ярать. Пĕвесен çийĕ те хальлĕхе çирĕп хытман. Çавăн пиркиех пăр çине тухни çав тери хăрушă.
Иртнĕ эрнере, акă, Йĕпреç районĕнче 43-ри арçын шыв айне кайса вилнĕ. Вăл вырăнти плотинана пулă тытма тухнă пулнă, анчах, шел, киле таврăнайман. Пулăçă хăрушсăрлăх правилисене туллин уяса çитермен тесе шутлаççĕ.
Çавăнпа та МЧС сотрудникĕсем хĕлле пулла çÿреме юратакансене çакă хăрушсăр пуличчен тăхтама сĕнеççĕ. Тин тытăнакан пăр вăрах вăхăт шăнтиччен пачах та çирĕп мар. Тĕпрен илсен, шыв-шурсем пĕр пек хытмаççĕ: малтан çыран хĕрринче, ăшăх вырăнсенче, кукрисенче, кайран тин – варринче. Кÿлĕсемпе пĕвесем юханшывсенчен хăвăртрах çутă сийпе витĕнеççĕ. Кунсăр пуçне пĕр пĕверех е кÿлĕрех пăр улшăнуллине курма пулать: хулăнăшĕ пĕрешкел пулсан та çирĕплĕхĕ расна. Пулăçсен пĕчĕк лаптăкра нумай шăтăк пăралама, пысăк ушкăнпа пухăнма юрамасть.
Нихçан та манмалла мар: кĕрхи пăр çÿхе, çын йывăрăшне чăтаймасть. Туратсем, хăма татăкĕсем тата ытти япаласем шăннă вырăнсенче пушшех начар. Юр çуса хупласан вĕсем çав тери ултавлă. Хăрушсăр пăр – симĕсрех тĕслĕ, 7 сантиметртан çÿхе мар. Ун çирĕплĕхне урапа пусса е тапса тĕрĕслеме юрамасть. Пăр çинче çынсем утнă çулпа пырсан шанчăклăрах. Çул çук-тăк, пĕрле вăрăм патак илмелле, шиклĕ вырăнсенчен пăрăнса иртмелле.
Шатăртатни илтĕнсен, шыв тăни курăнсан хăвăртрах çыран хĕрне тухăр, урасене сарса утăр е шуса пырăр. Пăр урлă темиçен каçнă чух пĕр-пĕринчен 5–6 метр аякра утмалла, малтине пулăшма хатĕр пулмалла. Шăннă пĕве çийĕн йĕлтĕрпе иртекенсен те унччен кам та пулин тунă йĕрпе пырсан аванрах.
Инкек тухас-тăк, хăрушă самантра çăлăнмалли мелсене пĕлни кирлĕ. Сивĕ шыва кĕрсе ÿкнĕ çыннăн йывăр япаласене хăйĕн çинчен хывса пăрахса çирĕпрех пăр çине тухма тăрăшмалла. Кун пек чухне лăпкăлăх пĕлтерĕшлĕ. Пулăшма васкакансен те алă-урасене аяккалла сарса выртса çывхармалла, патак е хăма татăкĕ, вĕрен тăсса памалла. Ал айĕнче ун пек япаласем çук-тăк, ременьпе, шарфпа, курткăпа усă курни вырăнлă.
Яланах асăрхануллă пулăр. Япăх çанталăкра – юр хытă вĕçтернĕ, çумăр çунă, тĕтре карса илнĕ чух – тата каçхине пăр çине тухмалла мар.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |