Виçĕмкун районти пилĕк ял – Шĕнер Ишек, Çăкаллă Явăш, Туçи Çармăс, Пăваяль тата Кив Мĕлĕш – çыннисем чаплă парнеллĕ пулчĕç: вĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç
Çак куна ку тăрăхсенче пурăнакансем тахçанах кĕтнĕ. Кивĕ ФАПсем пĕри те паянхи кун требованийĕсене тивĕçтермен-çке.
– Пирĕн Шĕнер Ишек ялĕнче унчченхи ФАП вăрçă çулĕсенче тунăскер пулнă. Самаях çĕрĕшнĕччĕ. Хутса ăшăтнин те уссси çукчĕ. Çавна пулах ĕнтĕ виçĕ çул ытла ял çыннисем фельдшер çуккипе хăшкăлчĕç, медицина пулăшăвне илме Чăрăш Ишеке, Калининăна çÿрерĕç. Ку питĕ кирлĕ объект. Çитменнине, ялта 500-е яхăн çын пурăнать, – пĕлтерчĕ Шĕнер Ишек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Радим Убаков.
Çак ялăн, Çăкаллă Явăш, Туçи Çармăс, Пăваяль халăхĕн савăнăçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин пайларĕç. Вĕсем «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пула паян çывăхра медицина пулăшăвне илесси лайăхланса пынине палăртрĕç.
– Çĕнĕ ФАП уçăлни ял çыннишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, пысăк пулăм. Вĕсен вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курасси лайăхланать. Кунашкал объектсене пула ялсенче инфраструктура та аталанать, – терĕ Андрей Тихонов.
Ку пулăшушăн вăл республика Пуçлăхне Олег Николаева тав турĕ, Чăваш ен Правительстви паян ялсен аталанăвĕн ыйтăвне пысăк тимлĕхе илнине, медицина енĕпе çеç мар, ытти сферăна та укçа-тенкĕ сахал мар хывнине палăртрĕ.
– Ялшăн ку пысăк событи, – терĕ Сергей Илюткин тĕп врач та. – Халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, медперсоналăн ĕç условийĕсем тĕпрен улшăнчĕç. Енчен те районта юлашки пилĕк çулта 6 ФАП уçăлнă пулсан, кăçал – харăсах 5. Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звеноне çĕнетсе улăштарассипе çывăх пилĕкçуллăха йышăннă программăпа района 221 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Ку укçа-тенке сиплев объекчĕсене тума тата юсама ярĕç – çĕнĕ врач амбулаторийĕсем уçăлĕç, ФАПсене пĕтĕмĕшле çĕнетессипе, тĕплĕ юсассипе пысăк ĕç пурнăçланмалла.
Çĕнĕ ФАПсенче ял çыннисене опытлă фельдшерсем йышăнĕç. Шĕнер Ишекре – Иван Андреевич Брагин, вăл кунта «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçлеме килнĕ. Çăкаллă Явăшра – Полина Николаевна Петрова, Туçи Çармăсра – Лариса Геннадьевна Филиппова, Пăваялĕнче Эльвира Николаевна Павлова тимлеççĕ. Вĕсен пурин те сывлăх сыхлавĕнчи стажĕ пысăк, хисепе вăхăтра пулăшу панипе, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнипе çĕнсе илнĕ.
– «Çĕнтерÿ çулĕнче» кăçал пирĕн ялта та çĕнĕ ФАП тума палăртнине вуласан малтанах ĕненес те килмерĕ. Строительство ĕçĕсем пуçлансан хамăршăн та мар, фельдшершăн ытларах савăнтăмăр – вăл хамăр патрах ĕçлеме юлтăрччĕ тетпĕр-çке. Профессие чунтан парăннă çын. Пулăшу кирлĕ пулсан çĕр варри пулнине те, чирлĕ çын патне çулĕ вăрăммине те пăхса тăмасть, – терĕ, акă, Кив Мĕлĕшре вырăнти фельдшерица Алина Николаевна Петрова пирки ĕç ветеранĕ Зоя Степановна Степанова.
Кив Мĕлĕшри çĕнĕ ФАПа уçма район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа тата Сергей Илюткин тĕп врачпа пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Сергей Тоцкий, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, район Пухăвĕн депутачĕ Юрий Иванов та хутшăнчĕç.
Сергей Тоцкий халăха вырăнта медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси ялсенче хăтлă пурнăç условийĕсене туса хурассин тĕп меслечĕ пулнине, профильлĕ министерство ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ. Чаплă пулăмпа саламланă май, вăл ял çыннисене хăйсен сывлăхĕшĕн те тăрăшма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма ыйтрĕ. Паянхи условисенче пурин те ковидран вакцинаци тутармаллине аса илтерчĕ, ку мел хăрушă чиртен хÿтĕленмелли тĕп меслет пулнине палăртрĕ.
Кив Мĕлĕшри ФАП ку ял, Çавалкас Хирпуç тата Çĕн Мĕлĕш ял çыннисен сывлăхĕшĕн яваплă. Çÿллĕ хăнасем фельдшер патне ытларах чирпе мар, сывлăхне çирĕплетессипе тата ырă сĕнÿ-канаш ыйтма килме сунчĕç.
Чăн та, çĕнĕ ФАПсенчи условисем лайăх, вĕсем паянхи кун нормисемпе требованийĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Кунта фельдшер, процедура, эмелсене упрамалли пÿлĕмсем пур. Объекта кирлĕ пĕтĕм коммуникаципе çыхăнтарнă. Цифра ĕмĕрĕпе те тан «утаççĕ» фельдшерпа акушер пункчĕсем – кашнине Интернета тухакан компьютерпа тивĕçтернĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |