Çанталăк улшăнуллă тăнă пирки пăр шанчăклăхĕ халĕ те иккĕлентерет. Ун çийĕн конькипе ярăнни е пăраласа пулă тытни çав-çавах хăрушсăр мар. Çавăнпа ĕнтĕ çÿхе пăр çултан-çул çынсем шыв айне кайса вилнин сăлтавĕ пулса тăрать.
Ачасем асăрхавсăр уçăлса çÿрени хăрушă: вĕсем пĕве-кÿлĕ хĕрне пыма пултараççĕ. Хĕлле тин пуçланчĕ, анчах синкерлĕ тĕслĕхсем вара, шел те, çырăнма ĕлкĕрнĕ. Владимир облаçĕнче, акă, харăсах 8–9 çулти виçĕ ача путса вилнĕ.
Инкеке лекнисенчен ытларах пайĕ çавăн пекех – пулăçсем. Йĕркеллĕ шăнтма та ĕлкĕреймен – вĕсем пăр çине тухма васкаççĕ. Чăваш енрех, акă, ноябрь уйăхĕнче тĕрлĕ районсенче виçĕ арçын пулăран таврăнайман – вĕсене водолазсен кăларма тивнĕ.
Хăрушлăхран сыхланса çакна ан манăр:
7–10 см хулăнăш пăр кăна çын утма шанчăклă шутланать. Вăл юхăм вăйлă, çăлкуçсем тапакан, курăк ÿсекен вырăнсенче, йывăç-тĕм çывăхĕнче çирĕп мар. Çавăн пекех – юр кĕрчĕсем айĕнче тата çыран хĕрринче.
Юханшывсем урлă каçнă чухне ятарлă каçăсем урлă çÿремелле.
Ачасем инкеке ан лекчĕр тесен вĕсем вăхăта мĕнле ирттернипе пĕрмаях кăсăкланмалла, çÿхе пăр çине тухма, унта выляма юраманнине ăнлантармалла.
Сивĕ шыва анса кайсан:
Пăлханса ан кайăр, тăрук хусканусем ан тăвăр, тарăнрах тата васкамасăр сывлама тăрăшăр. Пулăшу чĕнĕр.
Аякран пулăшу çитиччен хăвăр çăлăнма хăтланăр. Май пулсан вак хĕрринелле куçмалла, алăсене сарса çакланма, урана пăр çине кăларса хума, хыççăн кĕлеткепе ун çине çаврăнса ÿкме тăрăшмалла.
Шывран тухсан хăвăр килнĕ еннелле каялла шăвăр. Тăрса çыран хĕрне чупма юрамасть.
Путакан çынна асăрхасан:
Пулăшма пыни çинчен кăшкăрса пĕлтерĕр – çакă ăна çăлăнма хăват парĕ.
Вăрăм патак, хăма, вĕрен илсе е шарф-ремене, тумтире çыхса хатĕрлесе, ал-урана сарса шыв куçĕ патне шумалла.
Ытлашши çывăха ан пырăр – темиçе метр юлсан çăлав хатĕрĕсене персе парăр. Асăрханса пăр çине туртса кăларăр та хăрушă вырăнтан аяккалла шуса тухăр.
Инкеке лекнĕскере ăшă вырăна е пÿлĕме çитерĕр те йĕпе тумтирне хывса илĕр. Алли-урине, кĕлеткине, кăкăрне сăтăрса ăшăтăр – çакă юн çаврăнăшне лайăхлатĕ. Ăшă япалапа витсе ярăр, ăшă ĕçме парăр – анчах алкоголь мар.
Елена ЕГОРОВА,
медицина профилактикин врачĕ.
Ноябрь 2024 |