Пушар хуралĕшĕн çулталăк лăпках пуçланчĕ тееймĕн. Вăрăм уяв кунĕсем, шел те, инкексĕр иртсе кайман.
Кăçалхи статистикăна икĕ пушар уçнă: икĕ тĕслĕхĕнче те çулăм сарайсенче алхаснă-мĕн. Сăмах май, пĕлтĕр çак тапхăрта районта пушарсем çырăнман.
Асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн информацийĕ тăрăх, пĕрремĕш инкек январĕн 4-мĕшĕнче Çĕньял Хапăсра пулнă. Уйрăм хуçалăхра сарай мансарди çуннă. Çулăм сиенĕ электричествăпа çыхăнма пултарнă тесе шутлаççĕ.
– Кÿлхĕрринче тунтикун тухнă пушарăн та, малтанхи тĕрĕслев тăрăх, электротехника сăлтавĕ пулма пултарать. «Хĕрлĕ автан» хуçалăхра ирхине ирех, 1 сехет иртсен, тивсе илнĕ. Сарай тăррипе пĕрлех унта упраннă утă та çуннă. Икĕ тĕслĕхĕпе те тĕрĕслев малалла пырать, – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.
Вут-çулăм – пысăк хăрушлăх. Хамăр районта кăна, акă, пĕлтĕр 53 пушара шута илнĕ. Вĕсене пула кил хуçисем пурлăх тĕлĕшпе пысăк тăкаксем курнă. Анчах чи синкерли – çынсем хăйсем шар курни. Иртнĕ çул çулăм пĕр çын пурнăçне вăхăтсăр татнă. Пиçсе кайса суранланнисем – тăваттăн. Ан манăр: çак хăрушлăхран асăрханулăх кăна сыхласа хăварать.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |