Нумай ача пулни - телей

Категория: Публикации Опубликовано: 08.07.2023, 09:45 Просмотров: 37

Кил-çурт ача сассипе тулни вăл - çĕр çинчи чи хаклă телей. «Вĕсем мĕн чухлĕ нумайрах, çемьере телейĕ те çавăн чухлĕ пысăкрах...» - çапла шутлаççĕ Вăрнарти Варламовсем. Çакна хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ - мăшăр юратупа килĕшÿре тăхăр ача ÿстерет.

Çемье пуçĕ, Алексей Варламов 17 çул ĕнтĕ Суд приставĕсен федераллă службин Вăрнар район уйрăмĕнче суд приставĕнче тăрăшать. Шалти службăн кĕçĕн лейтенанчĕ судсенче объектсене хураллассипе тата çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлет.

Нумай ачаллă ашшĕ пĕлтернĕ тăрăх, мăшăрĕпе Олесьăпа вăл салтак ăсатнă чух паллашнă. Халĕ 23 çул ĕнтĕ пĕрле. Пурнăç çулĕпе пĕр шухăшлăн, пĕр тĕллевлĕн, пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе çума-çумăн утаççĕ. Ачисене те ашшĕ-амăшĕ юратупа ăшăлăх парнелесе, çав вăхăтрах ăс-тăнне тĕрĕс хаклăхсене хывса çитĕнтереççĕ. Ултă хĕрпе виçĕ ывăл вĕсен. Аслă ывăлĕ 22 çулта, кĕçĕн хĕрĕ виççĕре кăна.

- Халĕ ача çуратма, вĕсене вĕрентсе, тĕрлĕ енлĕ аталантарса ÿстерме ăнăçлă вăхăт. Çемье йышлă пулнинче нимĕнле чăрмав та, йывăрлăх та çук. Патшалăх та нумай пулăшать, çăмăллăхсем парать. Пысăк çемьере чи кăткăсси вăл - вăхăт çитменни çеç. Кашни ачанах çителĕклĕ тимлĕх уйăрас килет-çке, - çирĕплетет Алексей Варламов.

Чăнах та, упăшки çĕршыв ăнăçлăхĕшĕн çăмăл мар службăра тăрать те, çемье тăнăçлăхĕн хÿттинче, паллах - ытларах мăшăрĕ. Амăшĕн ывăлĕ-хĕрĕсене кашнинех асăрхавра тытмалла, уроксене вăхăтра тунине тĕрĕслемелле, пурте телейлĕ те кăмăллă пулччăр тесе тăрăшмалла... Чăн та, ансат мар тивĕç амăшĕн.

Ачисем Варламовсен маттур: тĕрлĕ интерессемпе кăсăкланаççĕ, кружок-секцисене кăмăлласа çÿреççĕ. Ытларах ÿкерме юратаççĕ. Пĕр хĕрĕ, акă, музыка шкулĕнче пултарулăхне туптать, кĕçĕн ывăлĕ - кĕрешÿ секцийĕнче. Вăтам ывăлĕ техника ăслăлăхĕсем еннелле туртăнать - программировани вăрттăнлăхĕсемпе кăсăкланать. Аслă хĕрачисем илемлĕ çĕлеме те, çыхма та пĕлеççĕ. Çемьен черченкĕ пайĕ тĕпелте те яланах пĕрле: тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юратаççĕ.

Вĕсен тепĕр пĕрлехи чун киленĕçĕ те пур. Çавăнпах çуллана уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çутçанталăк ытамне тухса ун пуянлăхĕпе паллашасси, автоçулçÿревсене çÿресси, ытти регионсен территорийĕсенчи археологи шыравĕсем... - Варламовсем, аслисем те, кĕçĕннисем те, пушă вăхăта питĕ активлă та усăллă ирттереççĕ.

- Хамăр пурнăçра пирĕн чи хаклине - ачасене - халалламалла. Вĕсем вĕт ашшĕ-амăшне евĕрлеççĕ. Çавăнпа сăмахпа мар, хамăр тĕслĕхпе ĕçченлĕхе, ыррине вĕрентмелле. Йывăрлăхсенчен ан хăрăр, - çемье телейĕн вăрттăнлăхĕсене уçать Алексей Варламов.

Ирина ПЕТРОВА

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика