Пĕрлехи информаци кунĕ хальхинче те кирлĕ темăсене хускатрĕ. Тĕлпулусем Чăваш ен тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Елисеева, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, налук службин, полици тата МЧС представителĕсем хутшăннипе Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводĕнче тата ял хуçалăх техникумĕнче иртрĕç.
Налук законодательствине кĕрекен çĕнĕлĕхсем чылай категорие пырса тивеççĕ. Вĕсемпе вырăнти налук инспекцийĕн ĕçченĕ Владимир Спиридонов паллаштарчĕ. Çитес çултан уйрăм çынсен тупăшĕ çине хуракан налук енĕпе прогрессивлă шкала ĕçлеме тытăнать. Çулталăкра 2,4 млн тенкĕ таран тупăш илсен процент виçи çаплипех юлать. Унран пысăкрах пулсан тупăша кура ÿссе пырать: 2,4 - 5 млн тенкĕ - 15:, 5-20 млн тенкĕ - 18:, 20-50 млн тенкĕ - 20:, 50 млн тенкĕрен пысăкрах - 22:. Вăл СВО участникĕсене пырса тивмест. Ку категорири граждансемшĕн 5 млн тенкĕ таранчченхи тупăшшăн налук ставки çаплипех 13 процент юлать, ку суммăран пысăкрах-тăк - ставка 15 процентпа танлашать.
Çавăн пекех калаçу ытти категорие пырса тивекен налук ставкисем пирки те пычĕ.
Вăрах вăхăтлăх перекет программи те коллективсене кăсăклантарчĕ. Вăл кăçалтан ĕçлеме пуçланă. Округ администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова пĕлтернĕ тăрăх, ку программа - пуласлăх валли лайăх хывăм. Паха енĕсене те илсе кăтартрĕ вăл - хывăма патшалăх енчен хушса тÿлени, укçа сыхлăхне тата ун сумми чакассинчен хăтарнине гарантилени.
2002-2013 çулсенче йĕркеленнĕ пенси накопленийĕсене те ку программăна хутшăнтарма пултараççĕ. Вĕсем ку тапхăрта ĕçленĕ кашни çыннăнах пур. Хальхи конфигураципе çак укçана пенсие тухсан кăна илме май пур, программăпа вара маларах - 15 çултан. Ку çамрăксемшĕн аван.
Программа уйрăмах аслăрах ÿсĕмрисемшĕн аваннине палăртрĕ Гузель Шамдиновна. Пенсие тухсан сбереженисемпе 15 çул çитичченех усă курма май пур. Çавăн пекех пухăннă укçапа вăхăтчен маларах йывăр чирлесен хаклă сиплев валли усă курма, программăна хутшăнакан пурнăçран уйрăлсан ун тăванĕсен илме май пур...
Юлашки вăхăтра халăхпа иртекен тĕлпулусенче мушенниксемпе кĕрешес ыйтăва час-часах çĕклеме тытăнчĕç. Ахальтен мар. Çынсем хăйсем хутшăнмасăрах миллионшар тенкĕ кивçене кĕрсе юлнине кунсерен тенĕ пек вулатпăр. Хальхинче те полицин «Вурнарский» пайĕн ĕçченĕсем Дмитрий Михайловпа Иван Квасов асăрхаттаруллă калаçăва тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Ватăсем кăна мар, пысăк должноçри çынсем те вĕсен ултавне çакланнине аса илтерчĕç. «Чи хурлăхли - вăрланă укçана çынна тавăрма çукки»,- терĕç вĕсем.
Полици ĕçченĕсем мушенникла ĕçпе пуяканĕсем Украина территорийĕнчен пулнине пытармарĕç. Çавăн пекех вĕсем ачасем хăйсен счечĕсене сутса шар курнипе çыхăннă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕç, çамрăксемпе ку енĕпе асăрхаттаруллă калаçусем ирттермеллинех каларĕç. Яланах тимлĕ пулма сĕнчĕç, пĕлмен çынсемпе телефонпа калаçса тăмалла маррине çирĕплетрĕç.
Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова нумаях пулмасть пулнă тĕслĕхе илсе кăтартрĕ. Хăй лару ирттернĕ вăхăтра залри пĕр ертÿçĕ патне ун ятĕнчен укçа ыйтса çырусем килнĕ иккен. Юрать, лару-тăрăва вăхăтра уçăмлатма май килнĕ. Кунашкал ултавлă тĕслĕхсем, ав, хамăр республикăра та пулкаларĕç. Пĕр медик мушенниксем министерство ĕçченĕн сассине нейросетьпе усă курса пĕрпеклетсе шăнкăравланине ĕненнĕ, 9,4 млн тенкĕлĕх шар курнă, темиçе организацирен кредит илнĕ...
Тепĕр ыйту та паян çивĕч - пушар хăрушлăхĕ. Нумай вăхăт типĕ те шăрăх çанталăк тăни чылай инкеке пуçарчĕ. Çуртсем, хуралтăсем çуннă тĕслĕхсем ÿсрĕç. Çынсем пушарта, вăл шутра ача та, вилнĕ тĕслĕхсем çырăнчĕç. Çавăнпа та асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн округри уйрăмĕн представителĕ Максим Моисеев пурне те асăрхануллă пулма ыйтрĕ, пурнăç чи хакли пулнине аса илтерчĕ.
Чылай инкек çын айăпĕпе тухнине шута илсе кăмака хутнă, электроприборсемпе усă курнă чухне тимлĕхе çухатмалла маррине каларĕ.
Çавăн пекех тĕлпулусенче ял хуçалăх ĕçĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Надежда Никандрова округра вырма ĕçĕсене 98 процент, çĕрулми кăларассине 24 процент пурнăçланине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлессипе, кĕраки ирттерессипе, кĕрхи çĕртме тăвассипе ĕçсем пынине палăртрĕ.
Ĕçченсем енчен те ыйтусем пулчĕç. Вĕсем Вăрнар поселокĕнчи çулсем япăх пулнипе, нумай çĕрте электричество çути çуккипе, тротуарсем кирлипе çыхăнчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |