Пĕвер - веществосен ылмашăвне йĕркелекен тата организма килекен наркăмăшлă веществосене сиенсĕрлетекен хăйнеевĕрлĕ лаборатори. Вăл тĕрлĕ сăлтава пула чирлеме пултарать: вируссене, алкоголе, эмелсене тата ыттине те.
С гепатитăн вирусĕ организма лексе пĕвер тĕртĕмне сиенлет. Вăл ерес хăрушлăх наркотиксемпе ашкăнакансен темиçе хут пысăкрах. Статистика тăрăх, вĕсенчен 80 проценчĕ çак чирпе аптраççĕ. Нумай чухне гепатит наркотик тутанма тытăннăранпа пĕр çул çитичченех ерет. Тĕп çул-йĕрĕсем çаксем: пĕр шприцпа венăран инъекцисем тусан, харпăр хăй гигиена япалисемпе пурте пĕрле усă курсан, суран е язва урлă, палланă-палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕрсен. Наркотиклă веществосем ăс-тăна минретнĕ пирки çынсем хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрмаççĕ. Çавăнпа та чирĕн пĕрремĕш палăрăмĕсене асăрхамаççĕ, хăйсем чирлине пĕлмесĕр ыттисене ертеççĕ. Наркотиксене пула чир йывăррăн иртет, пĕвер циррозĕ тата ракĕ хăвăрт аталанать. Çавăн пекех сиенлĕ йăла-йĕркепе туслашнисем хушшинче СПИД, туберкулез тата ар çыхăнăвĕ урлă ерекен ытти чирсем те анлă сарăлнă. Çакă пĕтĕмпех сывлăха пысăк сиен кÿрет, çамрăклах пурнăçран уйрăласси патне илсе çитерет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, наркотиксемпе аташманни инфекци чирĕсем ерессине асăрхаттарать.
Елена ЕГОРОВА,
медицина профилактикин врачĕ
Апрель 2025 |