Вырăсла та пĕлместпĕр, чăвашла та манатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:28 Просмотров: 15

Пĕр лавккана кĕретĕп, витрина çинче симĕс панулмисем выртаççĕ. Вĕсен айне «яблоки голден» тесе çырса хунă. Çыраканĕ ăнлансах çырнă-ши/ «Голден» сăмах нимĕç чĕлхинчен чăвашла куçарсан «ылтăн» тенине пĕлтерет, анчах нимĕнле ылтăн та курмастăп. Хамăр тăрăхра ÿснĕ панулми тесен тĕрĕсрех пулмĕччĕ-ши/ Мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ, мĕн илтеççĕ, çавна çырса хураççĕ, шереметсем.

Чиркÿрен инçех мар виçĕ хутлă çуртсем вырнаçнă. Вĕсем çине «переулок Зеленый» тесе çырса хунă, чăвашла куçарни те пур: «Зеленăй тăкăрлăкĕ» иккен. Вилнĕ çынна тăратса лартсан, палтах кайса ÿкет вĕт куна илтсен.

Ашмаров урамĕнчи çулпа пыратăп. Шкултан тухнă икĕ ача виççĕмĕшне тÿпелеççĕ, юр ăшне чăмтараççĕ, çавăнтах патакласа илеççĕ. Çав чарусăр ачасене чарма пытăмăр. Пĕри çаврăнчĕ те: «Мĕн эс мана...», - хутлă-хутлă усал сăмахсем каласа тăкрĕ. Ку сăмахсем ача пĕлмеллисем мар, ашшĕ-амăшĕнчен илтнĕ пулĕ вĕсене/ Пит хĕрелсех кайрĕ, шалт хытса тăтăм. Ахăртнех, чăн чăваш ачисем пулчĕç, мĕн илтнине лайăх ăса хывнă хăйсем.

Почтăна кайма тухрăм, пĕр паллакана тĕл пултăм. Ман умра хăйне питĕ ăслă çын пек кăтартас терĕ пулĕ. «Пишу детектив, это моя слабость», - тет. «Случайно не на французском пишете/» - ыйтатăп эпĕ. «Детективне вулама памăн-ши/» - тăсатăп малалла. «Эп вĕсене юлташсене патăм та каялла тавăрман-ха, кайран пичетлесе кăларас шухăш та пур», - хуравлать вăл. Ку çын чăвашла та, вырăсла та, нимĕçле те ăнкарать иккен. Итлесен, итлесен: «Ду бизт дубина», - тесе калассăм килет.

Хăшпĕр хаçата вуласа тишкеретĕп: «шаритлемелле» тесе çырнă. Шаритлес сăмах вăл чăвашла ăшаламалла тенине пĕлтермест-и/ Е «коллектив» сăмаха ушкăн теме май çук-ши/ Çĕмел мĕнне пĕлместпĕр, турчкапа ухват мĕнне мантăмăр. Пĕр пĕчĕк ача, сысна çурине курсан, ку мĕнле чĕрчун тесе ыйтрĕ тет. Кĕçех ĕнесене те зоопарка кайса курма пуçлатпăр. Ялти çынсем лавккара кишĕр, сухан, хăяр, купăста туянаççĕ. Анкартинче вара мотоциклпа чупаççĕ. Вăт кайрĕ пурнăç.

Анюкка аппа

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика