Иммунитета мĕнле çирĕплетмелле?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.03.2026, 10:29 Просмотров: 12

Пирĕн иммунитет - организма вируссемпе бактерисенчен хÿтĕлекен тĕп механизм. Иммун системи эволюци майĕпе аталанни ĕнтĕ шăпах та çын пурăнма пултарнине палăртнă та.

Иммун тытăмĕ этемĕн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн çав тери пысăк вырăн йышăнать. Вăл - организма аякран лекекен е организмрах «çуралакан» ют веществосенчен хÿтĕлес тĕллевлĕ органсемпе клеткăсен комплексĕ. Ку система хавшани тата ун ĕçĕ пăсăлни вара çынна чир-чĕрсем умĕнче айванрах тăвать, пĕр-пĕр чирĕн рецидивĕсем ÿсни е йывăртарах иртни патне илсе çитерме пултарать. Иммун тытăмĕ тĕрĕс ĕçлетĕр тесен ăна пĕрмаях «хатĕрлĕхре» тытмалла. Апла-тăк, пурнăç сывă та лăпкă пултăр тесен, çак тĕп сĕнÿсене пăхăнсан аван:

Тĕрĕс апатлану - ку тĕп правилăсенчен пĕри. Рационра усăллă, сиенсĕр апат-çимĕç пулмалла - организмăн унран витаминсемпе ытти кирлĕ веществосене çителĕклĕ илмелле.

Тепĕр шанчăклă мел - вакцинаци. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланни иммунита çирĕплетессишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Пăхăнмалли тепĕр сĕнÿ - сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси. Тĕрлĕ упражненисем - чупу, ишев, гимнастика, тренажерсем çинче хускални, уçăлса çÿрени, ыттисем - пĕтĕмпех иммун системине ырă витĕм кÿреççĕ.

Иммунитета сиенлекен тĕп сăлтавсен шутĕнче - стресс. Пĕрмаях пусăрăнчăк, пăлхавлă кăмăлпа çÿрени организма вăйлă сиен кÿме пултарать. Çавăнпа та стреслă лару-тăрусенчен хăтăлма е вĕсем вăхăтĕнче лăпкăрах пулма тăрăшăр.

Асра тытмалла: иммунитета çирĕплетесси те тĕрĕслевсĕр иртмелле мар - ăна кашни организм уйрăмлăхĕсене шута илсе ÿстермелле тата кирлĕ шайра тытса тăмалла.

Нина ФЕДОРОВА,

пĕтĕмĕшле практика врачĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика